Мичурин (Лениногорск районĕ)

Мичурин (тут. Мичурин исемендәге, выр. ) - Тутарстанăн Лениногорск районĕнчи тутарсемпе чăвашсем пурнакан ял. Поççолăк.

Ял тытăмĕ, йышĕ

2002-мĕш çулта кунта 326 çын пурăннă, вĕсенчен: тутарсем 61%, чăвашсем 31%.

Истори

ПЕТРОВ (АТЛАЙ) ЛЕОНИД ПОРФИРЬЕВИЧ чĕлхеçĕ çывăхри Çĕнĕ Шешкел пирки каланинчен[1]:

Тĕне кĕмен чăвашсем пирки час-часах аса илетпĕр, вĕсем халь те пур. Унчченрех анатри чăвашсен хушшинче (Шăмăршă тăрăхĕнче, Йĕпреç районĕнче) сахал мар тĕл пулнă. Эпĕ авалхи чăваш тĕнĕпе пурăнакан инçетри чăваш ялĕсене экспедицие çитсе курнăччĕ. Тутарстанри Лениногорск районĕнчи Çĕнĕ Шешкел ятлă питĕ илемлĕ ял пур, Самар тăрăхĕнчи Шунтала районĕнче – Ухинккел ялĕ. Çав тăрăхсенчи илемлĕ чăваш ятлă çынсем халь те пурăнаççĕ – Савтепи, Хĕртелет, Ялампи, Алапай, Аканей, Альмункка, Пайтул, Сайкуш, Элентюк, Айпике, Кайăкпи, Менсулу, Тикенеш, Шернепи тата ытти те.

Тутарстанти Лениногорск районĕнчи чăваш ялĕсен йышĕн пĕр версийĕ ак çапла: Алешкино, Кузьминовка, Мичурин посёлокӗ (посёлок им. Мичурина), Ҫӗнӗ Шешкел (Новое Сережкино), Чишме (Сходнево-Чертанлы)[2].

Çав. пекех

Вуламалли

Асăрхавсем

Темӑпа ҫыхӑннисем