Чишме
Чишме (тут. Сходнево-Чертанла, выр. Сходнево-Чертанла) - Тутарстанăн Лениногорск районӗнчи чăваш ялӗ. Куакбаш ял тӑрӑхне кӗрет.
Вырнаҫӑвӗ
Тутарстанӑн кӑнтӑр пайӗнче Лениногорск район центрӗнчен тӳрӗрен 15 ҫухрӑма яхӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнелле вырнаҫнӑ.
Куакбаш ял тӑрӑхӗ республикӑра чи ҫӳлте вырнаҫнисенчен пӗри, ҫӗр айӗнчи нефть, газ пысӑк вырӑнӗсемпе, строительство материалӗсемпе (хӑйӑр-гравий хутӑшӗ, тӑм) палӑрса тӑрать. Ҫанталӑк — вӑтам континентлӑ, ҫулталӑкри нӳрӗк норми — 432 мм[1].
Кунҫулӗ
Ял XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пулса кайнӑ, куҫса килнӗ ҫынсем никӗсленӗ. Ҫӑлкуҫсенче Анат Чертанла ятпа та асӑннӑ. 1860-мӗш ҫҫ. таран кунта пурӑнакансем патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. Ҫӗр ӗҫӗпе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе ӗҫленӗ.
XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче поселенире миссионер шкулӗ ӗҫленӗ, ял общинин ҫӗр фончӗ 1318 теҫеттине ҫитнӗ[2].
Административлӑ йӗркеленӳ
1920 ҫулччен ял Самар кӗпӗрнин Пӗкӗлме уесӗн Каратай вулӑсне, 1920 ҫултан Тутар АССРӗн Пӗкӗлме кантонне, 1930 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен – Элмет, 1935 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнчен – Ҫӗнӗ Письма, 1955 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен Тутар АССР Лениногорск районне кӗнӗ.
Хальхи вӑхӑтра Тутар Республикин Лениногорск районӗнчи Куакбаш ял тӑрӑхне кӗрет[2].
Хуҫалӑх
1930-мӗш ҫулсенче ялта «Канаш» колхоз йӗркеленӗ, 1960 ҫулта К. Маркс ячӗллӗ колхозпа (тӗп усадьба – Куакбаш сали) пӗрлешнӗ. 1994 ҫултанпа – К. Маркс ячӗллӗ пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх, 2006 ҫултан – «Маркс» ТМЯП.
Тӗп ӗҫ-хӗл — ӳсентӑран ӳстересси, сӗт тата аш-какай туса илесси.
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ: 1859 — 256,1889 — 336, 1910 — 364, 1920 — 494, 1926 — 479, 1938 — 460, 1949 — 455, 1958 — 474, 1970 — 439, 1979 — 231, 1989 — 136, 2002 — 84 (чӑвашсем — 99%)[3], 2010 — 57.
Ялта ҫуралнӑ паллӑ ҫынсем
Яковлев Евстафий Григорьевич[4] (1914 — 1945), Совет Союзӗн Паттӑрӗ. Лениногорскра ун ячӗпе урам хисепленет[5], Паттӑрсен аллейинче бюстне вырнаҫтарнӑ[6].
Тӗн
Ку ялта пурăнакан чăвашсем авалхи чăваш тӗнне тытса пурăнаççӗ.
Петров (Атлай) Леонид Порфирьевич чӗлхеҫӗ каланинчен[7]:
Тĕне кĕмен чăвашсем пирки час-часах аса илетпĕр, вĕсем халь те пур. Унчченрех анатри чăвашсен хушшинче (Шăмăршă тăрăхĕнче, Йĕпреç районĕнче) сахал мар тĕл пулнă. Эпĕ авалхи чăваш тĕнĕпе пурăнакан инçетри чăваш ялĕсене экспедицие çитсе курнăччĕ. Тутарстанри Лениногорск районĕнчи Çĕнĕ Шешкел ятлă питĕ илемлĕ ял пур, Самар тăрăхĕнчи Шунтал районĕнче – Ухинккел ялĕ. Çав тăрăхсенчи илемлĕ чăваш ятлă çынсем халь те пурăнаççĕ – Савтепи, Хĕртелет, Ялампи, Алапай, Аканей, Альмункка, Пайтул, Сайкуш, Элентюк, Айпике, Кайăкпи, Менсулу, Тикенеш, Шернепи тата ытти те.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 О сельском поселении (выр.). Лениногорский муниципальный район и город Лениногорск. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Сходнево-Чертанла. Институт татарской энциклопедии. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Коряков Ю.Б. База данных "Этно-языковой состав населённых пунктов России". lingvarium.org. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ.
- ^ Яковлев Евстафий Григорьевич (1914-1945) (выр.). Лениногорский муниципальный район и город Лениногорск. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Яковлев Евстафий Григорьевич (27.4.1914— 16.4.1945) | Виртуальный музей Великой Отечественной войны Республики Татарстан (выр.). tatfrontu.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Аллея Героев. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Сачкова, Людмила. Ĕмĕрхи шăн пăра катакан чĕлхеçĕ [Л.П. Петров доцент çинчен // Тăван ен. 2013. Май, 13. С. 8.]