Яковлев Евстафий Григорьевич
Яковлев Евстафий Григорьевич (1914 ҫулхи акан 27-мӗшӗ, Чишме, Пĕкĕлме уесĕ, Самар кĕперни, Раҫҫей империйӗ — 1945 ҫулхи акан 16-мӗшӗ, Werbig station[d], Бранденбург) — аслă лейтенант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ. Вăл Тутарстанăн Сходнево-Чертанла ялĕнче çуралнă. Чăваш[1].
Кун-çулĕ
301-мĕш стрелоксен дивизин 1054—мĕш стрелоксен полкĕн рота командирĕ Яковлев аслă лейтенант 1945-мĕш çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Германинчи Зелов хули патĕнчи Вербиг станци (халь «Нойлангзов») патĕнчи çапăсенче ротине ăста ертсе пынă. Батоальон командирĕ Перепелицин майор ăна танксене çапăçăва кĕме паман фауспатронпа хĕçпăшалланă гитлеровецсене пĕтерме хушнă. Яковлеав хастаррăн салтаксене хăй хыççăн илсе кайнă. Тăшмана флангран пырса офицер ротăна атакăна çĕклет. Нимĕçсен ушкăшнне гранатăсемпе ывăтса тата автоматсемпе винтовкăсенчен персе Яковлев роти тăшманăн 30 яхăн фаустника пĕтерет, вĕсенчен 4 Яковлев лейтенант аллинчен.
Çак çапăçура Яковлев лейтенанта вилмеллех амантаççĕ. 1945 çулхи акăн 16-мĕшĕнче Германи Нойлангзов хулинче вилнĕ.
Танксем малалла каяççĕ, вĕсем хыççăн пехота. 301-мĕш стрелоксен дивизин 2-мĕш эшелонĕ çапăçăва кĕрет.
Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна 1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ[2].
Чысĕсем
- Ленин орденӗ;
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ;
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ;
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ;
- медальсем.
Астӑвӑм
- Лениногроск хулинче ун ятне пĕр урама панă;
- Тăван ялĕнче Паттӑра халалласа палăк лартнӑ[2].
Ӑнлантарусем
- ^ https://chuvenc.ru/show_Person/4853 (англ.). chuvenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Яковлев Евстафий Григорьевич (1914-1945) (выр.). Лениногорский муниципальный район и город Лениногорск. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Т.2. М., 1988;
- Антонов В.С. Путь к Берлину. М,: Наука, 1975;
- Герои Советского Союза — наши земляки. Книга 3. Казань, 1985;
- Ханин Л. Герои Советского Союза – сыны Татарии. Казань, 1969;
- Изоркин, А. В. Яковлев Евстафий Григорьевич / А. В. Изоркин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 515;
- Изоркин, А. В. Яковлев Евстафий Григорьевич / А. В. Изоркин, Н. Б. Малясова // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 719;
- Яковлев Евстафий Григорьевич. — Текст : электронный // Герои Отечества : сайт. — URL: https://героипфо.рф/?id=2844 (дата обращения: 24.07.2023);
- Яковлев Евстафий Григорьевич (1914-1945). — Текст : электронный // Лениногорский муниципальный район и город Лениногорск : сайт. — URL: https://leninogorsk.tatarstan.ru/yakovlev-evstafiy-grigorevich-1914-1945.htm (дата обращения: 24.07.2023).
Каçăсем
Яковлев Евстафий Григорьевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Чăваш энциклопедийĕ Яковлев Евстафий Григорьевич
- https://наследиечувашии.рф/russian/яковлев-евстафий-григорьевич-герой-с/ Яковлев Евстафий Григорьевич
- https://героипфо.рф/?id=2844 Яковлев Евстафий Григорьевич
- https://leninogorsk.tatarstan.ru/yakovlev-evstafiy-grigorevich-1914-1945.htm Яковлев Евстафий Григорьевич
.