Иванов Константин Иванович (актёр)

Константин Иванович Иванов (1912 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ, Мӑн Чӑкӑр, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики1962 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ) — чӑваш актёрӗ, режиссёрӗ, драматургӗ, куҫаруҫи тата педагогӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер. Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1950)[1].

Пурнӑҫӗ

Константин Иванов 1912 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче (кивӗ стильпе 1911 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче) Хусан кӗпӗрнинчи Шупашкар уесне кӗрекен Чӑкӑр ялӗнче (халӗ Чӑваш Енӗн Шупашкар округӗнчи Мӑн Чӑкӑр ялӗ) ҫуралнӑ.

1932 ҫулта Чӑваш музыкӑпа театр техникумӗн актёр уйрӑмӗнче вӗренсе тухнӑ. 1938 ҫулта Мускаври ГИТИСри режиссёрсен факультетӗнче (И. Я. Судаков курсӗнче) пӗлӗвне ӳстернӗ. Хӑйӗн ӑсталӑхне А. Д. Попов тата Н. П. Охлопков пултарулӑх лабораторийӗсенче туптанӑ.

1932 ҫултанпа К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ: 1932–1934 ҫулсенче — актёр, режиссёр ассистенчӗ тата режиссёр. 1938 ҫулта аслӑ пӗлӳ илсе таврӑнсан театра директор пулма лартнӑ. 1940 ҫулта ӑна тӗп режиссёр тата илемлӗх ертӳҫи пулма шанса панӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Чӑваш театрӗ ҫумӗнчи театр студийӗн ертӳҫи пулнӑ.

1938–1940 ҫулсенче Чӑваш АССР Халӑх Комиссарӗсен Канашӗ ҫумӗнчи Ӳнер ӗҫӗсен управленийӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ.

1940–1941 ҫулсенче Мускаври Хӗрлӗ Ҫарӑн Тӗп театрӗнче режиссёр-практик вырӑнӗнче вӑй хунӑ[2].

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан фронта кайнӑ. Вӑрҫӑран таврӑнсан, 1947–1962 ҫулсенче каллех Чӑваш академи драма театрӗн тӗп режиссёрӗнче тата илемлӗх ертӳҫинче тӑрӑшнӑ.

1962 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

Пултарулӑхӗ

Константин Иванов актёр пек ҫак сӑнарсене ӑста вылянӑ: Жевакин («Авлану», Н. Гоголь), Абрам («Улттӑшӗ те юратнисем», А. Арбузов), Англичанин («Кӗпер», Е. Романович), Павка Корчагин («Хурҫӑ мӗнле хӗрнӗ», Н. Островский) тата ыттисем те.

Режиссёр пек вӑл чӑваш, вырӑс тата ют ҫӗршыв драматургӗсен пьесисем тӑрӑх 50 ытла спектакль лартнӑ. Вӗсен хушшинче: «Ҫамрӑк гварди» (А. Фадеев), «Ял кулли» (В. Ржанов), «Ҫӗмӗрт ҫеҫки ҫурӑлсан» (И. Максимов-Кошкинский), «Мӗн-ши вӑл телей?» тата «Куккук ҫаплах авӑтать» (Н. Терентьев), «Айдар» (П. Осипов), «Ялта» (Ф. Павлов), «Хӗн-хур айӗнче» (С. Элкер).

Вӑл В. Киршон, Л. Толстой, А. Караваева, Н. Дьяконов ҫырнӑ хайлавсене чӑвашла куҫарнӑ, республикӑри литература журналӗсенче пичетленнӗ хӑйӗн пьесисене те ҫырнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Иванов Константин Иванович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
  2. ^ Иванов, Константин Иванович (режиссер; 07.01.1912-18.08.1962). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.

Вуламалли

  • В творческом горении — высшая радость! — Чебоксары : Чуваш. книжное издательство, 1976. — 127 с.
  • Кузьмина, В. Иксӗлми талант / В. Кузьмина // Ялав. — 2003. — № 2. — С. 76-79.
  • Пласкин, Г. Аслӑ чӗре / Г. Пласкин // Тӑван Атӑл. — 1993. — № 6. — С. 58-60.
  • Терентьев, Г. Пурнӑҫне театӑра панӑ / Г. Терентьев // Вучах. — 1992. — 20 янв.
  • Иванов Константин Иванович // Энциклопедия Чебоксарского района. — Чебоксары, 2014. — Т. 1. — С. 177-178.
  • Кириллов, Г. В. Иванов Константин Иванович / Г. В. Кириллов, М. Г. Митина // Актеры, любимые народом / Г. В. Кириллов, М. Г. Митина. — Чебоксары, 2018. — С. 111-115 : фот.
  • Константин Иванович Иванов: 1911-1962. В творческом горении — высшая радость // Мастера театрального искусства. — Чебоксары, 2012. — С. 147-156 : фот.
  • Романова, Ф. К. И. Иванов — режиссер-педагог и режиссер-постановщик / Ф. К. Романова // Чувашское искусство. — Чебоксары, 1974. — Вып. 3. — С. 3-49.
  • Романова, Ф. Театральная этика К. И. Иванова, режиссера Чувашского академического театра / Ф. Романова // Чувашское искусство. — Чебоксары, 1971. — Вып. 1. — С. 41-67.
  • Терентьев, Н. Вижу как живого / Н. Терентьев // Советская Чувашия. — 1991. — 24 дек.

Каҫӑсем