Игнатий (Григорьев)
Игнатий епископ (Григорьев Илья Николаевич; ҫур. 1967 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ, Хурамал, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — Вырӑс православи чиркӗвӗн архиерейӗ, Кемӗр епархийӗн викарийӗ, Гурьевский епископ пулнӑ, тивӗҫлӗ канура.
Пурнӑҫӗ
1967 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗнче Николай Григорьевич Григорьев священникӑн нумай ачаллӑ ҫемйинче ҫуралнӑ. Наци енӗпе — чӑваш.
Вӑл Чулхула облаҫӗнчи Пильна районӗнчи Каменка ялӗнчи ашшӗ юлашки ҫулсенче службӑра тӑнӑ Иоанн Богослов апостолӑн храмӗнче алтарника тӑнӑ[1].
1985-1987 ҫулсенче Совет ҫарӗн ретӗнче хӗсметре тӑнӑ. Демобилизаци хыҫҫӑн ҫав храмрах алтарникре тӑнӑ тата кӗлӗ вулакан пулса ӗҫленӗ[1].
Чулхулапа Арзамас хулисен митрополичӗ Николай (Кутепов) пилленипе 1988 ҫулта Ленинградри ӑс-хакӑл семинарине вӗренме кӗнӗ, ӑна 1991 ҫулта вӗҫленӗ. Ҫав ҫулах Ленинградри ӑс-хакӑл академине вӗренме кӗнӗ, ӑна 1996 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. 1997 ҫулта «Проблема соотношения веры и знания в разработке Петра Евгеньевича Астафьева» темӑпа Тӗп турӑ сӑмахӗн кафедринче диплом ӗҫне хӳтӗленӗ[1].
СПбДА студенчӗ пулнӑ май Ульяновскри чӑвашсен пӗрлехи чӑваш общини ӑна чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ Иван Яковлевич Яковлев никӗсленӗ Апостолсем ҫине аннӑ Таса Сывлӑш храмӗнче прихут священникӗ пулма чӗннӗ[1].
1992 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗнче Прокл (Хазов) епископ ӑна диакон санне пилленӗ. Ҫав ҫулах вӑл августӑн 29-мӗшӗнче пресвитер санне йышӑннӑ тата Чӗмпӗр хулин апостолӗсем ҫине аннӑ Таса Сывлӑш храмӗн настоятелӗ пулма ҫирӗпленнӗ[1]. Ҫак храмра чиркӳ-славян чӗлхипе тата чӑваш чӗлхипе кӗлӗ вуланӑ[2].
СПбДА вӗренсе пӗтерсен Санкт-Петербургри техника университечӗн экономика факультетне вӗренме кӗнӗ, ӑна 2000 ҫулта вӗренсе тухнӑ[1].
1999 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗнче ӑна Прокл (Хазов) архиепископ Игнатий (Брянчанинов) святитель ячӗпе хисеплесе Игнатий ятпа манаха кӑларнӑ[1].
2012 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗнче Чӗмпӗр епархийӗн духовенствин епархи пухӑвӗнче епархи сучӗн пайташне суйланӑ[3].
2014 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗнче Чӗмпӗр тата Ҫӗнӗ Спас митрополичӗ Феофан (Ашурков) Игнатия Чӗмпӗрти Князь-Улатимӗр храмӗн настоятелӗ должноҫне лартать, маларах хунӑ пӑхӑнусене сыхласа хӑварать[1]. Игнатий игумена храм комплексӗн территорийӗнче арҫынсен мӑнастирне никӗслеме хушнӑ[4].
2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Феофан митрополита Хусан кафедрине ӗҫлеме янипе Хусана куҫса каять. 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Хусан хулинчи Кирилл священномученика халалласа Архиерей картишӗн наместникӗн должноҫне лартнӑ. Ҫав ҫулах Хусан епархийӗн виҫҫӗмӗш хула тӑрӑхӗн благочиннӑйне лартнӑ[1].
2016 ҫулта Хусан епархийӗн чӑваш халӑхне ӑс-хакӑл енӗпе пуянлатакан сектор председательне лартнӑ.
2017 ҫулхи акан 7-мӗшӗнче Хусан кремлӗн Благовещени соборӗнче Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан (Ашурков) Игнатия архимандрит санне хӑпартнӑ[5].
2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Таса Синод йышӑнӑвӗпе Чистай тата Анат Кама епископне суйланӑ[6].
2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ӑна Мускаври Христос Ҫӑлавҫӑ храмӗн Трон залӗнче епископ ячӗпе тивӗҫтернӗ.
Ҫав ҫулах утӑн 7-мӗшӗнче Конев мӑнастирӗн Таса Турамӑш Раштавӗн соборӗнче унӑн епископ хиротонийӗ иртнӗ, ӑна Кирилл Патриарх ертсе пынӑ[7].
2021 ҫулхи акан 13-мӗшӗнче Гурьев епископӗ пулма тата Кемӗр епархийӗн викарийӗ пулма ҫирӗплетнӗ[8].
2022 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнче сывлӑх енчен хавшанипе Вырӑс православи чиркӗвӗн Сӑваплӑ Синочӗ тивӗҫлӗ канӑва кӑларнӑ, Мускавра пурӑнма хӑварнӑ[9].
2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тухнӑ Мускав тата Пӗтӗм Раҫҫей Патриархӗ Кирилл хушӑвӗпе Аксиньинӑри Турӑ Амӑшӗн турӑш Паллин храмӗнче турра кӗлтумалли ӗҫсене настоятельпе килӗшӳллӗ туса пыма пилленнӗ[10].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Игнатий, епископ Чистопольский и Нижнекамский (Григорьев Илья Николаевич) , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗнчи копийӗ // patriarchia.ru
- ^ Архивированная копия. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2019 ҫулхи чӳкӗн 23-мӗшӗ.
- ^ Архивированная копия. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ.
- ^ Архивированная копия. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ.
- ^ В праздник Благовещения митрополит Феофан совершил Литургию в Благовещенском соборе Казанского кремля | Новости Казанской епархии | Православие в Татарстане | Портал Татарстан... Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
- ^ ЖУРНАЛЫ заседания Священного Синода от 30 мая 2019 года. Патриархия.ru (7 утӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 12-мӗшӗ.
- ^ Предстоятель Русской Церкви освятил собор Рождества Пресвятой Богородицы Коневского монастыря и возглавил хиротонию архимандрита Игнатия (Григорьева) во епископа Чистопольского и Нижнекамского. Патриархия.ru (7 утӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ.
- ^ ЖУРНАЛЫ заседания Священного Синода от 13 апреля 2021 года (выр.). Патриархия.ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи акан 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.
- ^ ЖУРНАЛЫ Священного Синода от 25 августа 2022 года. Патриархия.ru (25 ҫурлан 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение № 02/1984 от 25 ноября 2022 года // епископу Игнатию (Григорьеву) — Московская епархия Русской Православной Церкви. moseparh.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Игнатий, Чистай тата Анат Кама епископӗ (Григорьев Илья Николаевич) Патриархия.Ru сайтӗнчеПатриархия.Ru]