Ижедеров Фёдор Николаевич
Фёдор Николаевич Ижедеров (1922 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ, Самар облаçĕн Похвиçнĕ районĕ — 1988 ҫулхи акан 13-мӗшӗ, Самар облаçĕ) — Совет Ҫарӗн капитанӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).
Пурнӑҫӗ
Фёдор Николаевич Ижедеров 1922 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗнче Ӑрсиел ялӗнче (халӗ Самар облаҫӗнчи Похвиҫне районне кӗрет) чӑваш ҫемйинче ҫуралнӑ[1][2]. 1927 ҫултанпа ҫемйипе пӗрле Тинӗсҫум Крайӗнче пурӑннӑ[1][2]. Пуҫламӑш шкулӑн тӑватӑ класс вӗренсе пӗтернӗ, Тинӗсҫум Крайӗнчи Угольная чукун ҫул станцийӗнче маляр пулса ӗҫленӗ[1][2].
1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Ф. Н. Ижедерова Тинӗсҫум Крайӗнчи Шкотово районӗнчи ҫар комиссариачӗ ӑна Хӗрлӗ Ҫар йышне чӗнсе илнӗ[2][3]. Вӑл 3-мӗш уйрӑм стрелоксен батальонӗн тата 248-мӗш курсантсен стрелоксен бригадин йышӗнче ҫапӑҫнӑ[3]. Полк шкулне, 1942 ҫулта вара кӗҫӗн лейтенантсен курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ[1]. Ҫав ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Воронеж, Тӗп, 1-мӗш тата 4-мӗш Украина фрончӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, пиллӗк хут аманнӑ[1]. Воронеж патӗнчи ҫапӑҫусене, Курск ҫапӑҫӑвне, Украина ССРне ирӗке кӑларас ӗҫе, Днепршӑн пынӑ ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ[1]. Аслӑ сержант, гварди аслӑ лейтенанчӗ тата гварди лейтенанчӗ ҫар хисепӗсене тивӗҫнӗ[3].
1944 ҫулхи утӑ уйӑхӗ тӗлне Ижедеров Фёдор гварди лейтенанчӗ 1-мӗш Украина фрончӗн 1-мӗш гварди ҫарне кӗрекен 129-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗнчи 320-мӗш гварди стрелоксен полкӗн взвод командирӗ пулнӑ[1]. Украина ССРӗнчи Тернополь облаҫне ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ. 1944 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗнче Зборов районӗнчи Ярчовцы ялӗ патӗнче Ижедеров йышран тухнӑ рота командирне улӑштарнӑ. Вӑл ертсе пынипе рота нимӗҫсен темиҫе контратакине сирсе янӑ, утӑн 17-мӗшӗнчи ирхине полкра пӗрремӗш Стрыпа юханшывне каҫнӑ та тӑшман траншейисене тапӑнса кӗнӗ, ҫакӑ вара полка ӑнӑҫлӑ малалла кайма пулӑшнӑ[1][2].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе нимӗҫсен тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Ижедеров Фёдор Николаевич гварди лейтенантне Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ, ҫавӑн пекех Ленин орденӗпе тата 2732-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысланӑ[1].
1946 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Ф. Н. Ижедеров капитан ҫар хисепӗпе запаса тухнӑ. Куйбышев облаҫӗнчи Похвиҫе хулинче пурӑннӑ, сӗтел-пукан комбинатӗнче столяр пулса ӗҫленӗ[1][2]. 1988 ҫулхи акан 13-мӗшӗнче вилнӗ. Тӑван ялӗнче пытарнӑ[1][2].
Хисепӗсем
Ҫавӑн пекех ӑна 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе (1985 ҫулхи акан 6-мӗшӗнче)[1], икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, икӗ «Хастарлӑхшӑн» медальпе тата «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медальпе наградӑланӑ[3].
Астӑвӑм
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12
Ижедеров Фёдор Николаевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Ижедеров Фёдор Николаевич. Чувашская энциклопедия.
- ^ 1, 2, 3, 4 Ижедеров Федор Николаевич. Память народа.
- ^ ГБОУ СОШ им. Героя Советского Союза Фёдора Николаевича Ижедерова с. Рысайкино. Официальный сайт школы.
- ^ Хабаровские новости (2013-05-29).
Вуламалли
- Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 1. М.: Воениз., 1987
- Документы ЦАМО.
- Золотые Звезды Приморья. Владивосток, 1983
Каҫӑсем
Ижедеров Фёдор Николаевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра