Изборск клубĕ

«Избо́рск клубĕ» — паллă экспертсен (ытларах консерватизм ăнланăвĕллĕ, пĕрпĕрлĕхĕ[1]). Раççей Федерацин тулаш тата шалти политикине тĕпчет.

Истори

Клуба раççей интеллектуалĕсем 2012 çулхи авăн уйăхĕнче Изборск хулан 1150 çулне уявланă чухне Псков облаçĕн кĕпернетĕрĕ А. А. Турчак пулăшнипе йĕркеленĕ. Председателĕ пулма А. А. Проханов çыравçăна, ĕç тăвакан секретарĕсем пулма — В. В. Аверьянова тата А. А. Нагорныя суйланă[2]. Унăн шутне Владимир Путин РФ президенчĕ майлă ультраконсерватизм флангĕ кĕрет [3].

Ятне Псков облаçĕнчи Эстони чиккипе юнашар Изборск ялĕнне илнĕ, кунта пĕрремĕш канашлăвĕ иртнĕ[4]. Кайран калаçусене, официаллă информаципе килĕшӳллĕ, Екатеринбург, Чĕмпĕр, Санкт-Петербург, Сарӑту, Брянск, Белгород, Тулă, Калуга, Омск, Чулхула, Ӗренпур, Донецк хуласенче, Якутире, Крымра, Дагестанра иртернĕ. Çаплах тĕлпулусем Днестрçумĕнче, Сирире, Сербире, Китайра, Иранра пулнă.

2013 çултанпа Избор клубĕ пĕр ятлă журнала кăларать, тиражĕ — 1200 экземпляр.

2015 çулта клуб коммерцилле мар организацисем валли президент грантне (10 млн руб.) тивĕçнĕ Проект шухăшĕпе организаци Вырăс тĕнчи мĕнне ăнлантарса парать[5].

Каçăсем