Ирçе Википедийĕ

Ирçе Википедийĕ (ирçе Эрзянь Википедия) — Википедин ирçе чĕлхиллĕ уйрăмĕ. 2008 çулхи çăвăн 26-мĕшĕнче уçăлнă[1]. 2010 çулхи чӳк уйăхĕнче 1418 ытла статья пулнă.

Ирçе уйрăмне Вырăс уйрăмĕнчен чылай статья, ĕлке (шаблон) куçараççĕ.

Кун-çулĕ

2007 çулта вырăс Википедин хутшанаканĕ Мускавра пурăнакан Андрей Суриков Викимедиа Фондне ирçе уйрăмне уçас тесе ыйтса çыру ярать.

Инициативлă ушкăна çаплах Финляндире ирççе чĕлхине вĕрентекен американ лингвисчĕ Джак Рютер, Санкт-Петербург журналисчĕ Петрянь Андю (Андрей Петров) тата чĕмпĕр инженер-программисчĕ Михаил Степченко кĕнĕ[2][3].

Нарăсăн 19-мĕшĕнче Википедин чĕлхе комитечĕ «Ирçе Википедине» ăнăçлă проект тесе йышăннă[4]. Çакăн хыççăн ăстаçăсем 4 уйăх хушшинче инкубаторти ăшлăха куçармалли вырăна хатĕрленĕ, статьясен чăнлăхне тĕрĕсленĕ[1].

Ирçе уйрăмĕн администраторĕсем пулма 6 уйăхлăха Петрянь Андю, Андрей Суриков тата Джак Рютер хутшăнакансене суйланă[1].

2010 çулхи чӳк уйăхĕнче уйрăмра 1418 ытла статья.

Парнесем

Сумлă çăлкуçсем

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем