Ишетер Федосия Дмитриевна

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Ишетер Федосия Дмитриевна (чăн хушамачĕ Дмитриева), — тăлмач. 1899 çулхи пуш уйăхĕн 31 халĕ Чăваш Енĕн Етĕрне районне кĕрекен Урпаш ялĕнче çуралнă. 1990 çулхи пуш уйăхĕн 1 Шупашкарта вилнĕ.

1956 çултанпа СССР ÇП членĕ.

Пурнăçĕ

Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Ачасене вĕрентнĕ, «Канаш» хаçатăн куçаруçи, Чăваш АССРĕн кĕнеке палатин библиографĕ пулса ĕçленĕ.

Ӗçĕсем

Д. Дефо, хамăр вăхăтри çыравçăсенчен М. Бубенов, С. Баруздин çырнисене куçарнă.