Кăлнăк
Кăлнăк — сăсар йышне кĕрекен чĕрчун. Кĕлетки 30 см яхăн. Хӳри 15 см майлă. Кăлнăк сунара каçхине тухать. Ытларах кăшлакансемпе тăранса пурăнать, вĕçенкайăксене, çăмартисемпе чĕпписене çиет, пулă тытать. Хăш чухне шапа тытнине те асăрхама пулать. Сайра-хутра мулкача тапăнни те пулать. Çуллахи вăхăтра кăлнăк апатне çĕр çинче шырать, хĕлле вара, ытларах, шăшисене шыраса юр айĕн çӳрет. Йăвине кăлнăк тунката е çапă айне тăвать. Шăтăк тарăнăшĕ 1 метра çитет. Кăлнăксем нарăс-пуш уйăхĕсене пĕтĕçленеççĕ. Ами çу уйăх пуçламăшĕнче 4-10 çура тăвать. Пирĕн тăрăхра кăлнăк йышĕ пысăк.
Каçăсем
- Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
- Мускаври патшалăх университечĕн Зоологи музейĕн статьи 2016 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Феррет центр сайтри статьясемпе ӳкерчĕксем 2008 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- Çĕпĕр зоологи музейĕн сайчĕнчи статья
- Ленинград зоопаркĕн сайчĕнчи статья 2007 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- М. П. Розанов кăлнăк çинчен
- Экосистема сайтри статья
- А. Н. Северцов ячĕллĕ ИПЭЭ сайчĕ çинчи статья 2007 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Кăлнăк (Mustela sibirica) 2009 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Кăлнăк — Mustela sibirica 2008 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- Кăлнăк çинчен