Калмăксем

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Калмăксем (ойратсен несĕл халăх. Алтай чĕлхе çемьин монгол турачĕ йышĕнчи калмăк чĕлхипе (Хальмг келн; урăхла — калмăк чĕлхи), çаплах вырӑс чӗлхипе те пуплеççĕ.

Ячĕ

Калмăк тĕрĕк чĕлхисенче «юлнă» пĕлтерĕшлĕ сăмах. Çапла анăç тĕрĕксем Иртышран тухăçалла, Алтайра тата унăн таврашĕнче пурăнакан кӳршĕ йăхсене палăртнă. Вырăс çыру çăлкуçĕсенче калмăк этноним XVI ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче тĕл пулать, XVIII ĕмĕрĕн вĕçенчен пуçласа унпа калмăксем хăйсем те усă курма тытăнаççĕ.

Калмăксене вырăсла ойратсем (вырăсла пăснă калмăксен тăван ячĕ - "Өөрд"; этноним ойратсем, унпа джунгарсем тенĕ, анăç монголсем — калмăксем тесе чĕннĕ, урăх чĕлхесенче вĕсен Kalmouks, Calmoucs, Calmucks, Kalmyks ятсем пулнă.

Этногенез тата этнос кун-çулĕ


Çырулăх

Ойрат-калмăк алфавитне тодо-бичиг («тăрă çыру») 1648 çулта кивĕ монгол çырăвĕнчен илсе хатĕрленĕ. 1925 ç. вырăс графикин никĕсĕпе çĕнĕ алфавит тунă, 1930 ç. ăна латинланă, 1938 çултанпа халиччен каллех вырăс графин никĕсне куçнă. Китай калмăкĕсем кивĕ калмăк çырулăхĕпе пурăнаççĕ.

Калмăк фольклорĕ

Калмăксен чун-чĕм этеплĕхĕнче халăх пултарулăхĕ, уйрăмах джангарчи-юмахçăсем каласа кăтартакан темиçе вун пин сăвăллă «Джангар» кăссайĕ, пысăк вырăн йышăнать.

Халăх çаплах виçĕ йĕркерен тăракан гурвн кăмăллать.

Йорял — калмăк халăхĕн пултарулăхĕн тĕсĕ. Унпа ача çуралсан, парне панă чухне усă кураççĕ.

Вăрçă ĕç-хĕлĕ

Калмăк юланучĕсем нумай вăрçăсенче раççей çарĕ енче хутшăннă (Полтава çапăçăвĕ, Тăван Çĕршывăн 1812 çулхи вăрçă пăхăр).

Асăрхавсем

Каçăсем