Экономикăра ял хуçалăхпа туризм ĕçĕсем тупăш параççĕ. 1950-мĕш çç. хĕрлĕ сухана калчаласа аталантарнă хыççăн халĕ итал тата ютçĕр пасарĕсенче çак пахча çимĕçĕ питĕ аван сутăнать.
Катандзаро провинципе юнашар вырнаçнă. Кампора Тирра тинĕсĕн çыранĕнче вырнаçнă, 1950-мĕш çулсенчен пуçласа çав тери сарăлса кайнă. Юнашар сăртсенче иçĕм тата çу тăвакан йывăçсене ӳстереççĕ.
Темеза (е Темпса) — Кăнтăр Италири авалхи авсон хулисенчен пĕри, кайран рим колонийĕ пулса тăнă[1].
Клете.
Çак хуласем пĕр-пĕринпе хирĕçсе-кĕрешсе пурăннă, вĕсене пиратсем тапăнса ишĕлтерсе пĕтернĕ. Вырăнта пурăнан халăх ту çине хăпарса çăлăну тупнă. Каярах хальхи Кампора территорине чылай халăх — финикисем, грексем, римлянсем, варварсем, арапсем, висантисем тата норманнсем — колониленĕ е çĕнтерсе илнĕ.
Вăтам ĕмĕрсенче Кампора Мохаммед Абдул аль-Зимзим эмирăн резиденцийе пулнă, анчах та арапсен тытăмĕ кĕске вăхăта пынă. Висантисем çĕнтерсе илне хыççăн вăл каллех норманнсем айне лекет. Норманнсен тапхăрĕнче çак вырăнта пĕрремĕш хӳтĕлев йерĕсемпе турулсене туса лартнă. Арагон ăрăвĕ, каярахпа Неаполь патшалăхĕ айне пулсан, территори хăйан пĕлтерĕшне çухатать. Кампора потенциалĕ Çĕнĕ саманара çеç чĕрĕлме тытăнать. 1730-мĕш çулсенче кунта пурçăн фабрикине тата часавая туса лартнă, çапах та 1756 çулта фабрикăна хупаççĕ те хула аталанăвĕ каллех ӳкĕнме пуçлать.
XIV ӗмӗрти çӳллĕ турул — пĕртен-пĕр хитре çурт. Турулăн çӳлти пайĕнче пусма картлашкисем. Çак турула вырăнти диалектпа U Turriune ят панă. Тепĕртакран порт (2002) тата Паола тс. Францискĕ лапамне (вырăнти таса-пӳлĕхçĕ, ăна авăнăн 1-мĕшĕ — авăнăн 3-мĕшĕсенче асăнса уяв ирттереççĕ) туса хунă. Уява юнашар ялсенчен халах пуçтарăнать, таса çыннăн статуйине хула урамĕсемпе йăтса çӳреççĕ.