Карпеев Михаил Поликарпович
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Михаил Поликарпович Карпеев (1922 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ, Шупашкар уесӗ, Чӑваш автономи облаҫӗ — 2021 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗ, Харьков) — совет саманин ҫар лётчикӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ҫын. СССР Паттӑрӗ (1945 ҫул). Авиаци генерал-майорӗ (2005).
Пурнӑҫӗ
Ӑҫтан тухни
Михаил Поликарпович Карпеев 1922 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар уесӗнчи Шупашкар вулӑсӗнчи Якимово ялӗнче (халӗ — Шупашкар хулин чиккинче) ҫуралнӑ. 1940 ҫулта Ярославль урамӗнче вырнаҫнӑ 4-мӗш номерлӗ шкулӑн вунӑ классне, ҫавӑн пекех Шупашкарти аэроклуба вӗренсе пӗтернӗ.
Ҫар хӗсметӗнче
Ҫав ҫулхи юпа уйӑхӗнче Карпеева Хӗрлӗ Ҫара илнӗ. 1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Свердловскри ҫар авиаци пилочӗсен шкулӗн хӑвӑрт вӗренмелли курсне вӗренсе пӗтернӗ. 1941 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Ленинград, Сталинград, Кӑнтӑр, 4-мӗш Украина тата 3-мӗш Беларуҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Ленинград патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, 1942 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче йывӑр аманнӑ[1].
1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗ тӗлне Карпеев гварди лейтенанчӗ 75-мӗш гварди штурмлакан авиаци полкӗн (1-мӗш гварди штурмлакан авиаци дивизийӗн, 1-мӗш сывлӑш ҫарӗн, 3-мӗш Беларуҫ фрончӗн) авиаци эскадрильин командир ҫумӗ тата штурманӗ пулнӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлне вӑл тӑшманӑн ҫар техникипе ҫыннисем вырнаҫнӑ вырӑнсене разведкӑна тухассипе, штурмлассипе тата бомба пӑрахассипе, грузсем турттарассипе тата ҫыхӑну ӗҫӗсене пурнӑҫлассипе 310 хут вӗҫеве тухнӑ[1].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнчи Указӗпе «310 хут ҫапӑҫӑва вӗҫсе тухнӑшӑн тата ҫакӑн чухне хастарлӑх, паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» Карпеев Михаил гварди лейтенантне СССР Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ, Ленин орденӗпе (55021 номерлӗ) тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (8727 номерлӗ) чысланӑ[1].
Вӑрҫӑ вӗҫленсен Карпеев малалла Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1946 ҫулта эскадрилья командирӗсен пӗлӗвне ӳстермелли курссене, 1952 ҫулта — Сывлӑх ҫар академине вӗренсе пӗтернӗ. Ҫав ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа Карпеев Качари лётчиксен ҫар авиаци училищин вӗренӳпе вӗҫев хатӗрлевӗн пуҫлӑх ҫумӗ, 1960 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа — Харьковри лётчиксен аслӑ ҫар авиаци училищин вӗренӳпе вӗҫев уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ.
1962—1966 ҫулсенче Афганистанра ятарлӑ командировкӑра пулнӑ. Таврӑнсан Карпеев Харьковри лётчиксен аслӑ ҫар авиаци училищинче ВВС тактики кафедрин пуҫлӑхӗ пулнӑ.
1978 ҫулхи ака уйӑхӗнче полковник званипе запаса тухнӑ.
Хӗсмет хыҫҫӑн
Харьковра пурӑннӑ[2]. 1979 ҫултан пуҫласа 1993 ҫулччен Харьковри трактор савутӗнче аслӑ инженер пулса ӗҫленӗ. Общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ. 2005 ҫулта ӑна Украина хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен авиаци генерал-майорӗ званине панӑ[1].
2021 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Харьковра вилнӗ. Вӑл Украинӑра пурӑннӑ юлашки СССР Паттӑрӗ пулнӑ[3]; Чӑваш Республикинче ҫуралнӑ СССР Паттӑрӗсенчен чи юлашки вилнӗ ҫын. Ҫӗртмен 9-мӗшӗнче Харьков облаҫӗн Харьков районӗнчи Рогань посёлокӗн масарӗнче пытарнӑ.
Хисепӗсем
- СССР Паттӑрӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ;
- Ленин орденӗ;
- Икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ (I степень);
- Александр Невский орденӗ;
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ (I степень) (1985, юбилейлӑ);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- «СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсенче Тӑван Ҫӗршывшӑн вӑй хунӑшӑн» орден (3-мӗш степень);
- Хисеплӗ чукун ҫул ӗҫченӗ[1];
- Украинӑн Богдан Хмельницкий орденӗ (III степень);
- СССР, РФ тата Украина медалӗсем;
- Харьков хулин хисеплӗ гражданинӗ.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с.
- Воробьёв В. П., Ефимов Н. В. Герои Советского Союза. Справочник. — СПб., 2010.
Каҫӑсем
Карпеев Михаил Поликарпович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Кудявнин В. И., Михайлов В. М. Карпеев Михаил Поликарпович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- Герой Советского Союза Михаил Карпеев. Помнит ли о нём родной город? , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗнчи копийӗ // sovch.chuvashia.com