Карп йышшисем
Карп йышшисем — анлă сарăлнă йыш. Вĕсем пур çĕрте те ĕрчеççĕ, Кăнтăр Америкăра кăна тĕл пулмаççĕ. Пирĕн тăрăхра ку йышри пулăсем уйрăмах йышлă ĕрчеççĕ. Апата тиркемеççĕ: ӳсентăранпа та, тĕрлĕ вак чĕрчунсемпе те тăранаççĕ.
Чăвашра ĕрчекен карп йышĕнчи пулăсем
- Ахаль карас
- Ăптă (ăктă)
- Йăпăлтак (йĕчĕк, çырма пулли, тĕклĕ тута)
- Йӳç пулă
- Карп
- Касанкă
- Кусар пулă (хăчах)
- Кутеме
- Партас (юман партас, кутам)
- Сасан
- Çирĕк ай
- Çупах (хăрпан (пулă))
- Хĕрлĕ карас
- Хĕрлĕ çунат (хĕрлĕ куç)
- Хура хырăм
- Хура карас
- Чапак (чăпак)
- Шатра пуç
- Шерĕк (пулă) (шерĕх, юман пулă)
- Шурă куç
- Çут пулă
- Шыв çи
- Ыраш пăтри (кутан, кĕрчĕ, кĕрше (пулă))
Вуламалли
- Игнатьев Н.Г., Шабалкин В.М. . — Чăваш кĕнеке издательстви, 2001. — С. 47-99. — ISBN 5-7670-1021-8.