Кейп-Код
Кейп-Код | |
---|---|
акăл. Cape Cod | |
Лаптӑкӗ |
|
Классификация климата Кёппена | умеренный климат с равномерным увлажнением и жарким летом[d][1] |
Администраципе территори пайӗ | Барнстабл[d][2][3][…] |
Акваторинче е шыв ҫыранӗ хӗрринче вырнаҫнӑ | Кейп-Код[4][5], Баззардс[d][4], Q968817?[4], Q944300?[4] тата Кейп-Код[d][4][5][…] |
Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш | 16 метр[6][1] |
Официаллӑ ят | акăл. Cape Cod[2][4] |
Патшалӑх | |
РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем |
Кейп-КодАтлантика океанӗнчен уйӑрса тӑрать.
Чи малтанах ҫурутрав материкпа ҫыхӑнса тӑнӑ, анчах та 1914 ҫулта Кейп-Код каналне чавнӑ та ҫапла май ҫурутрав пысӑк утрав пулса тӑнӑ.
Географи
Ҫурутрава тӑватӑ пая уйӑраҫҫӗ:
- Тури сӑмсах — материк ҫывӑхӗнчи район. Кунти хуласем: Борн, Сандуич, Фалмут тата Машпи. Фалмаус хулинче паллӑ Вудс Хоул Океанографи институчӗ тата ытти темиҫе тӗпчев организацийӗ вырнаҫнӑ.
- Вӑтам сӑмсах — сӑмсахӑн ҫак пайӗнче кӑнтӑр хӗррипе нумай туриста, ҫав шутра виндсёрферсене те, илӗртекен нумай-нумай пляж вырнаҫнӑ. Унсӑр пуҫне сӑмсахӑн ҫак пайӗ экономикӑпа промышленность енӗпе ыттисенчен лайӑхрах аталаннӑ. Кунти хуласем: Барнстабл, Ярмут тата Деннис.
- Анатри сӑмсах — сӑмсахӑн чи ансӑр пайӗ, унта вӑл ҫурҫӗрелле вирлӗ авӑнать. Кунти хуласем: Харвич, Брюстер, Чатхэм тата Орлеанс.
- Тулашри сӑмсах — ҫурутравӑн чи инҫе вырнаҫнӑ пайӗ, унта АПШ чи паллӑ пляжӗсем вырнаҫнӑКейп-Код сыхлав территорине кӗртнӗ. Кунти хуласем: Истхэм, Веллфлит, Труро тата Провинстаун. Ҫурутравӑн ҫурҫӗр вӗҫӗ Рейс сӑмсахӗпе пӗтет.
Ҫурутравран кӑнтӑралла Нантакет-Саунд тинӗс пырӗ вырнаҫнӑ, вӑл ҫурутрава Мартас-Винъярд, Нантакет тата ытти вӗтӗрех утравсенчен уйӑрса тӑрать. Ҫурутравӑн анӑҫ чиккине палӑртакан канал Баззардс-Бэй кӳлмексене ҫыхӑнтарать.
Чи ҫӳллӗ вырӑн — Пайн-Хилл сӑрт. Ҫурутрав Барнстабл округ лаптӑкӗн пысӑк пайне йышӑнать.
Геологи
Кейп-Код Нью-Йорк еннелле туртӑнакан архипелаг йӗркелет, ӑна Аутер Лэндс теҫҫӗ. Тӑсланчӑк форма утравсемпе Кейп-Код мӗнле пулса кайнипе ҫыхӑннӑ — 16-20 пин ҫул каялла вӗсем пӑрлӑ морена пулнӑ.
Кейп-Кодӑн геологи историйӗн ытларах пайне кайранхи плейстоцен вӑхӑтӗнче Лавренти пӑр щичӗ хупӑрланса килнипе тата каялла чакнипе, тата ҫавӑн пекех каярах тинӗс шайӗ улшӑннипе ҫыхӑннӑ. Радиоуглерод анализӗ кӑтартнӑ тӑрӑх, 23 пин ҫула яхӑн каялла пӑрлану тапхӑрӗн чи вӑйлӑ аталаннӑ вӑхӑчӗ пулнӑ, ун хыҫҫӑн пӑрлӑхсем чакма пуҫланӑ. 18 пин ҫула яхӑн каялла пӑрлӑх Кейп-Код тӑрӑхӗнчен иртнӗ. Ҫӗр чӑмӑрӗнчи шыв ресурсӗсен ытларах пайӗ пӑрлӑхсенче пулнӑ, ҫавна пула тинӗс шайӗ те пӗчӗкрех пулнӑ.
Пӑр ирӗлнӗҫемӗн тинӗс шайӗ ӳссе пынӑ. 6 пин ҫул каялла тинӗс ҫав тери хӑпарса кайнӑ та Кейп-Код ҫинче пӑрлӑх хӑварнӑ тӑпрасене юхтарса кайма тытӑннӑ. Пӑрлӑх ҫурутрав ҫинче хӑварнӑ чылай айлӑм вырӑн кӳлӗ пулса тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтри эрози процесӗсем ҫурутрава пӗтӗмпех пӗтерме те пултараҫҫӗ, ҫакӑ ҫынсене кӑшт хӑратать те (ӑсчахсем каланӑ тӑрӑх, ку ҫитес пинҫуллӑхра пулса иртме пултарать)[11]. Хумсем пляжсемпе хӳтӗлекен утравӗсенчи тӑпрасене юхтара-юхтара илсе кайса урӑх вырӑнсене куҫараҫҫӗ.
Климат
Ҫурутравӗн климачӗ тинӗс сӗмлӗ те лӑпкӑ. Кейп-Код ҫинчи ҫанталӑк континент ҫинчинчен лӑпкӑрах пулин те хӑш чухне экстремаллӑ лару-тӑрусем пулса илеҫҫӗБоб ятлӑ ҫил-тӑвӑл пӗрре иртнӗ.
Атлантика океанӗ температурӑна тикӗслет, ҫулла ӑна темиҫе градус таран чакарать, хӗлле темиҫе градус таран хӑпартать. Лабрадор сивӗ юхӑм витӗм кӳрет. Ҫак юхӑм Гольфстримпа ҫапӑннине пула йӗркеленнӗ тӗтресем, Кейп-Код ҫине Нантакет утравӗнчен кӑнтӑртан килекенсем, индейсен халапӗсенче те асӑнса юлнӑ[13].
Ҫурутравӑн кӑнтӑр тата ҫурҫӗр ҫыранӗсенчи шыв температури чылай уйрӑлса тӑрать (4—6 °С), ҫав хушӑрах сывлӑш температури ҫав тери вӑйлӑ уйрӑлса тӑмасть.
Индей халӑхӗ
Кейп-Код ҫурутравӗ нумай ӗмӗр хушши вампаноаг индейсен йӑхӗшӗн тӑван кӗтес шутланнӑ, 1620 ҫулхи кӗркунне вӗсем ҫак вырӑна килсе тухнӑ пилигримсен (каярах Плимут колонине никӗсленӗ) пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Каярахпа Британи колонисчӗсем вампаноаг йӑхӗсен мӗнпур ҫӗрӗсене хӑйсен аллине ярса илнӗ.
1975 тата 1990 ҫулсенче федераци правительствине Машпи Вампаноаг йӑхне официаллӑ майпа йышӑнма ыйтса ҫырнӑ, ҫапах та ҫакӑ 2007 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче кӑна пурнӑҫа кӗнӗ[14], ун хыҫҫӑн индейсем ӗмӗр-ӗмӗр хушши вӗсен тӑван ҫӗрӗ пулнӑ лаптӑксене каялла тавӑрса пама ыйтнӑ[15].
Истори
Кейп-Кодӑн колонизаци историйӗ пӗр версипе килӗшӳллӗн 985–1025 ҫулсенчи викингсен анӑҫ ишевӗсемпе ҫыхӑннӑ. Джованни да Верраццано Кейп-Кодӑн кӑнтӑр енчи ҫыранӗ хӗррипе 1524 ҫулта ишсе иртнӗ, тепӗр ҫултан Эстебан Гомес ҫурутрава Сӑваплӑ Иаков сӑмсахӗ ят панӑ. Бартоломью Госнольд треска пуллисен пысӑк ушкӑнӗсене асӑрханӑ май ҫурутрава хальхи ята панӑ (1602). 1606 ҫулта Самюэль де Шамплен ҫурутравӑн хӑйӑрлӑ гаванӗсене картта ҫине ӳкернӗ, 1609 ҫулта ҫурутрава Генри Хадсон тӗпченӗ. 1620 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче Мейфлауэр карап ҫурутравӑн ҫурҫӗр пайӗнче якӑр янӑ, пилигримсем унта пӗрремӗш хут вырӑнти халӑхпа тӗл пулнӑ. Кейп-Код ҫинче Европӑран куҫса килнӗ ҫнсен Ҫурҫӗр Америкӑри чи малтанхи ял-хулисем вырнаҫнӑ пулнӑ.
1901 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Кейп-Код ҫинчи Веллфлит хулинче пурӑнакан Гульельмо Маркони пӗрремӗш трансатлантикӑллӑ радиоҫыхӑнӑва пурнӑҫланӑ. Радиосигнал янӑ пляж паян Маркони пляжӗ ятпа паллӑ.
Канал
Массачусетс кӳлмекӗнчен Баззардс-Бэйе ҫитерекен канала 1717 ҫулхи картта ҫинчех кӑтартнӑ, анчах та каналӑн хальхи вариантне 1870-1914 ҫулсенче йӗркеленӗ. Канала Маномет (Баззард кӳлмеке юхса кӗнӗ) тата Скассет (Кейп-Код кӳлмеке юхса кӗнӗ) юханшывсен ҫулӗпе хывнӑ. Канал ҫийӗн виҫӗ кӗпер хывнӑ — Сагамор тата Борн автомобиль кӗперӗсем тата пӗр чукун ҫул кӗперӗ.
1985 ҫулта Америкӑри граждан инженерӗсен ассоциацийӗ канала АПШ авалхи вырӑнӗсен наци реестрне (питӗ чаплӑ гражданла ҫурт-йӗр пек тата тӗнчери чи сарлака шлюзсӑр канал пек) кӗртнӗ.
Ӳнерте
- Говард Филлипс Лавкрафт американ ҫыравҫи «Иннсмут ҫийӗнчи ӗмӗлке» повеҫӗн пуҫламӑшӗнче кӗскен Кейп-Кода асӑннӑ.
- Генри Бестон ҫыравҫӑ-натуралист «Ҫӗр хӗрринчи пӳрт»[16] кӗнекинче сӑмсахӑн тулаш пляжӗнчи ҫутҫанталӑка тата чӗрчун тӗнчине сӑнласа кӑтартнӑ.
- Иосиф Бродскин «Треска сӑмсахӗн сӑпка юрри» сӑвӑ пур, 1975 ҫулта ӑна Америкӑн Пӗрлешӗннӗ Штачӗсем 200 ҫул тултарнӑ ятпа ҫырнӑ. Тепӗр тесен, автор ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Кейп-Код унта «ӑнсӑртран ҫеҫ» лекнӗ[17].
- Лиза Джейн Смит ҫырнӑ «Вӑрттӑн ҫавра» ярӑмри кӗнекесенче тӗл пулать.
- «Ҫуллахи вӑйӑсем» (2001 ҫул) илемлӗ фильмри, ҫавӑн пекех 1952 ҫулта чӑн пулса иртнӗ пулӑмсем ҫинче никӗсленнӗ «Шторм кӗрлесе кайрӗ» (2016) фильм-катастрофӑри ӗҫ-пуҫ Кейп-Код ҫурутраври Чатем хулинче пулса иртеҫҫӗ.
- Патти Пейдж шӑрантаракан «Ӗлӗкхи Кейп-Код» паллӑ юрра Кейп-Кода халалланӑ.
- Курт Воннегутӑн «Титан сиренисем» романӗнчи ӗҫ-пуҫӗн пӗр пайӗ Кейп-Кодри Анӑҫри Барнстаблра пулса иртет. Ҫавӑн пекех Кейп-Код Воннегутӑн ытти хайлавӗсенче те тӑтӑшах тӗл пулать.
- Джонатан Франзенӑн «Тӳрлетӳсем» романӑн сӑнарӗсем — Чип преподавательпе Мелисса студентка Кейп-Код сӑмсахне уик-энда кайма хатӗрленнӗ[18].
- Кейп-Код сӑмсахӗ патӗнче Всплеск кинофильм ӗҫ-пуҫӗ аталанма пуҫлать.
- «Ҫуллахи шӑрӑх каҫсем» кинофильмӑн тӗп сӑнарӗ ҫурутрав ҫинчи пысӑках мар курорт хулинче пурӑнакан инкӗшӗ патне ҫу каҫма каять, фильмӑн тӗп ӗҫ-пуҫӗ унта пулса иртет те.
- Кейп-Кода Стенли Кубрик режиссерӑн «Сарлака хупӑ куҫпа» илемлӗ фильмӗнче асӑннӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ 1 тата 2 Ralph J., Nikischer T., Mineralogy H. I. o. Mindat.org (англ.): The Mineral and Locality Database — Keswick, Coulsdon: 2000.
- ^ 1, 2 тата 3 Geographic Names Information System (англ.) — 1981.
- ^ Getty Research Institute Cape Cod // Getty Thesaurus of Geographic Names (англ.) — Los Angeles: Getty Research Institute, 1997.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 тата 6 Encyclopædia Britannica (англ.)
- ^ 1 тата 2 Gazetteer
- ^ 1 тата 2 GeoNames (англ.) — 2005.
- ^ Восток США: Массачусетс, Коннектикут, Род-Айленд // Атлас мира / гл. ред. Г. В. Поздняк. — М.: ПКО «Картография» Федерального агентства геодезии и картографии Министерства транспорта Российской Федерации: Издательство «Оникс», 2006. — 448 с. — ISBN 5-85120-241-6 (Картография). — ISBN 5-488-00581-1 (Оникс). — С. 237.
- В. М. Гохман // Ломбард — Мезитол. — М. : Советская энциклопедия, 1974. — С. 451—452. — (Большая советская энциклопедия : [в 30 т.] / гл. ред. А. М. Прохоров ; 1969—1978, т. 15).
- Шаблон:Книга:СГНЗС
- ^ Leatherman, Stephen DrBeach.org - America's Best Beaches 2007 (акăлч.). Dr.Beach.Org.
- ^ Oldale, Robert N Coastal Erosion on Cape Cod: Some Questions and Answers (акăлч.). WoodsHole.er.usgs.gov.
- ^ www.capecodweather.net.
- ^ Сказки и легенды североамериканский индейцев (выр.)., миф индейцев вампаноагов
- ^ Stephanie Vosk Wampanoag tribe wins recognition (акăлч.). Cape Cod Times (2007-05-25).
- ^ Американские индейцы потребовали вернуть им мыс Код.
- ^ Бестон Г. Домик на краю земли . — Мысль, 1982. — 168 с.
- ^ Lib.ru/Современная литература: Глазунова Ольга. Иосиф Бродский: американский дневник.
- ^ Франзен, Джонатан. Поправки: роман / Джонатан Франзен; пер. с английского Л. Сумм. — М.: АСТ: CORPUS, 2017—672 с.
Каҫӑсем
|
Массачусетс |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула |
Пысӑк хуласем? Вустер • Спрингфилд
| ||
Статьясем, темăпа |
| ||
Политика |
| ||
Географи |
Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Кейп-Код статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |