Кечуа (чĕлхе)
Кечуа, — Кечуа чĕлхисем шутне кĕрекен, кăнтар америкăри индейсен шутне кĕрекен кечуа халăхĕн чĕлхи. Аргентина, Боливи, Колумби, Перу, Чили, Эквадор патшалăхĕсенче саралнă. Боливи, Перу тата Эквадор патшалăхĕсенче патшалăх чĕлхи шутланать. Халĕ ку чĕлхепе пурĕ 9,5 млн çын калаçать.
Кăнтăр Америкăран колони тума пуçланичен (XV ĕмĕрчен) инксен патшалăхĕн тĕп чĕлхи шутланнă. Инксен тапхăрĕнчен сыхланса юлнă литература палакĕсем те пур.
Хальхи литература чĕлхинче испан чĕлхин çырулăхĕпе усă кураççĕ. Ăна католик миссионерĕсем Кăнтăр Америкăри индейсене христос тĕнне кĕртнĕ чухне усă курнă.
Çавăн пекех
Литература
- Rodolfo Cerrón-Palomino. Quechua sureño: Diccionario unificado quechua-castellano, castellano-quechua. Lima, Biblioteca Nacional del Perú, 1994. (139 p.)
- Скромницкий А., Талах В. Энциклопедия доколумбовой Америки. Часть 1. Южная Америка. Том 2. Источники XVI-XVII веков по истории Южной Америки: Хроники. Документы. www.kuprienko.info (А. Скромницкий) (11 нарӑсӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗ.