Кивĕ Эйпеç (Улатăр районĕ)
Кивĕ Эйпеç (выр. Старые Айбеси) — Чăваш Енĕн Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕн ялĕ. Ялта вăтам шкул, вулавăш, почта уйрăмĕ, врач офисĕ, культура çурчĕ, ача-пăча сачĕ, Чапаевка вăрман хуçалăхĕ, лавкасем пур.
Ял тытăмĕ, халăх йышĕ
Кун-çулĕ
170 çул патнелле хальхи Елчĕке Йӗпреҫ яленчен тухнă хресченсем никĕсленĕ[2]. 1880 çулта 92 килте 303 арçынпа 265 хĕрарăм пурăннă. 1897-мĕш çулта 121 килте 393 арçынпа 404 хĕрарăм.
1840-мĕш çулта халăх шкулĕпе чиркӳ уçăлнă.
1917 çулчен Чĕмпĕр кĕпернин Пӑва уесӗн Тархан вулăсне кĕнĕ.
1920-мĕш çултан Çĕрпӳ уесне, 1921-1927- Патăръел уесĕн Турхан вулăсне, 1927 çултанпа Улатăр районне, 1939-мĕш çултанпа Первомайски районне, 1959 çултанпа - Патăръел районне, 1959 çултанпа Улатăр районне кĕрет[3].
Паллă ентешсем
- Полкачев Сергей Капитонович (1952-1988) — журналист.
- Андреев Валерьян Витальевич (1975) — журналист, Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.