Киш
Киш | |
---|---|
хула | |
Киш — Икшывхушши (Ирак) çĕрĕнчи, Вавилонран çурçĕр-тухăç еннелле18 çухрăмри авалхи хула.
Истори
Киша (хальхи Телль-Ухаймир) пирĕн эрăччен IV пинçуллăхăн пуçламăшĕнче унчен пулнă пурăну вырăнĕсенче никĕсленĕ.
Киш хулин пĕрлĕх турри Забаба шутланнă. Киш номĕ шутне каярах никĕсленĕ Хурсанг-калама («Вăрманлă ту çĕр-шывĕ») хули те кĕнĕ.
Пирĕн эрăччен XXVIII ĕмĕрте гегемонĕ» тенĕ, вăл уйрăм номсенчен çӳлти шайра тăраканни пулнă.
Малтан Кишăн I-мĕш ăру тăрăмĕсен шучĕсем Этанаран пынă. Кайран Киш тăрăмĕсен (Этана умне) вырăнти семит çарпуçĕсемпе тотемĕсен ячĕсене çырса хунă, анчах вĕсен хăйсен тымарĕпе, «патшасен» шутне кĕме чапĕ пулман. Пур киш шучĕсенче — Этана хыççăн та, умĕн те – патша тытăмлăхĕн çулĕсене питĕ нумайлатса тĕрĕс мар çырнă.
Пирĕн эрăччен XXVI ĕмĕрччен Киш тăрăмĕсем Çурçĕр Икшывхушшинче чи мăнаçлăхли шутланнă.
Пирĕн эрăччен XXIV ĕмĕрте Киш хулине шумер патши Лугальзаггиси ишĕлтерет, çакăн хыççăн тӳрех аккад патши Саргон ăна юсаса лартать. Малашнелле Киш хăй тĕллĕн тытăнса пуранаймасть, Вавилон калăплă çĕрĕн тĕпĕ пулса тăрать, каярах Ахеменидсен, Парфян патшалăхĕн, Ахеменидсен тăрăмĕнче, Парфян патшалăх шутĕнче тата Сасанидсен пăхăнăвĕнче пулнă.
пирĕн эрăччен XXVIII—XXV ĕмĕрсенчи 2 çуртран тăракан карманăн ишĕлчĕкĕсене тупнă: пĕрри — авалтараххи — тӳрĕ тăваткĕтеслĕ, турулсемлĕ, хӳтлĕх хӳмипе çаврăннă, тепри — каярах тапхăрти — анăç пайĕнче тĕп тĕнĕлĕнче 4 юпаллă ансăр зал, тухăç пайĕнче — парапет çинчи юпасемлĕ галерея. Малтанхи ăру тапхăрĕнчи (пирĕн эрăччен 3-мĕш пинçуллăхăн 2-мĕш чĕрĕкĕнче), некропольти чылай керамика, бронзă, хĕçпăшал тата капăрлăхсене, цилиндăрлă пичетĕсене тĕпченĕ. Аккад тата ун хыççăнхи тапхăрĕсен çурчĕсене (çав шутра 3 кермен), çаплах савăл çырулăх хучĕсене (пирĕн эрăччен 3-мĕш пинçуллăх пуçламăшĕ —1-мĕш пинçуллăхсенчи) тупса тĕпченĕ.
Çавăн пекех пăхăр
Авалхи Месопотами |
|||||
---|---|---|---|---|---|
Ассириологи | |||||
Тахçанхи облаçсем, пысăк патшалăхсем |
Шумер (тахçанхи облаç) · Аккад (тахçанхи облаç) · Шумер-Аккад патшалăхĕ · Вавилония · Ассирия · Митанни · Субарту · Тинĕсçум · Халдея | ||||
Паллă хуласем |
| ||||
Пурăнан халăх | |||||
Чĕлхесем тата çырулăх | |||||
Ăслăх |
Вавилон математики · Шестидесятеричная система счисления · Plimpton 322 · Вавилон астрономийĕ · Шумер календарĕ · Вавилон календарĕ · Вавилонская медицина · Урра-Хубуллу · Вавилонская карта мира | ||||
Культура тата кулленхи пурнăç |
Шумер цивилизацийĕ · Шумер культури · Энума элиш · Миф об Инанне и Энки · Ассири ӳнерĕ · Ашшурбанипал библиотеки · Вавилон ӳнерĕ · Хаммурапи саккунĕсем · Законы Билаламы · Этеменанки (Вавилон турулĕ) · Зиккурат в Уре · Кудурру · Цилиндр пичечĕсем · Тум-тир Ĕлĕкхи Месопотамире | ||||
Чи паллă пайăр çынсем |
| ||||
Портал «Авалхи Тухăç» |