Кондратьев Карп Кондратьевич
Карл Кондратьевич Кондратьев (1918, Кĕçĕн Тăван, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики — 1944 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ, Силли[d], Бельги) — Бельгире нацистсене хирӗҫ кӗрешсе пуҫ хунӑ совет чӑваш партизанӗ[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
2018 ҫулта Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче (халӗ Чӑваш Республикин Элӗк районне кӗрет) ҫуралса ӳснӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, тыткӑна лекнӗ. Бельгири концлагерьте пулнӑ, тарнӑ. Бельгири Хирӗҫлевӗн «Шурӑ ҫарӗн» йышӗнче нимӗҫ оккупанчӗсемпе ҫапӑҫнӑ, вырӑнти партизансемпе тӗрлӗ операцисене хутшӑннӑ. Курнӑ ҫынсем каланипе, ӑна ытти партизансемпе пӗрле, нимӗҫ патрулӗ Ов ялӗнче асӑрханӑ, ҫапӑҫса илнӗ хыҫҫӑн вӑл анкартисемпе тарма пикеннӗ, анчах та пӗр садра ӑна пуля пырса ҫапнӑ.
Астӑвӑм
Паттӑрӑн икӗ вилтӑпри пур. Пӗрремӗшне вырӑнти влаҫсем тунӑ, ун ҫинче кивӗ йывӑҫ хӗрес тата тимӗрте каснӑ кӑвакпа сӑрланӑ тӑваткал (1999 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пӗтӗмпех ҫӗнетнӗ), ятне, хушаматне, ҫуралнӑ ҫулне, епле тата хӑҫан вилнине вырӑсла ҫырса кӑтартнӑ:
«Погиб в бою против немцев. 4.9.1944. Кондратьев Карл, 1918 г., ЧАССР, Нарынкино. Партизан»
Иккӗмӗш вилтӑприне (малтанхи вилтӑпри ҫинчи пекех мрамортан хатӗрленӗ) 2000 ҫулта Бельгири Раҫҫей элчелӗхӗ туса лартнӑ. Палӑка хисеплӗн уҫма 2000 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацин Ютҫӗр ӗҫӗсен министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ А. А. Авдеев килнӗ.
Малтанхи вилтӑпри ҫинче паттӑрӑн ятне Карл тесе палӑртнӑ, анчах та архив хучӗсене тӗпченӗ хыҫҫӑн вӑл Карп пулни паллӑ пулнӑ.
2014 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗнче вилтӑпри ҫине Карп Конратьевичӑн шӑллӗн виҫӗ хӗрӗ кайса килнӗ. Тӑванӗсене тупса палӑртма Раҫҫей Федерацийӗн Бельгири ӑслӑлӑхпа культура центрӗн директорӗ Александр Разумов, Чӑваш АССРӗнче ҫуралнӑскер, пулӑшнӑ[2][3].
К. Кондратьев вилтӑпри ҫине ҫулсеренех вырӑнти халӑх тата Раҫҫей Федерацийӗн Бельгири элчелӗхӗ чӗрӗ чечексем хураҫҫӗ[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Ов /Силли (Hoves /Silly) (выр.). Посольство Российской Федерации в Бельгии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ.
- ^ На могилу советского партизана Карпа Кондратьева в Бельгию приехали три его племянницы (выр.). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ.
- ^ В память о советском партизане Карпе Кондратьеве. Специальный репортаж - ГТРК Чувашия (выр.). chgtrk.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ.