Крысин Павел Афиногенович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Крысин Павел Афиногенович
Çуралнă вăхăт 1923 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ(1923-01-25)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 2014 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ(2014-09-22) (91 ҫул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Альма-матер
Премисемпе чысланисем
орден Отечественной войны II степени Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ «Хисеп палли» орден медаль «За боевые заслуги»

Крысин Павел Афиногенович (псевдонимӗ Микиш Павӑлӗ) (1923 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ, Пăсăрман, Шупашкар уесӗ, Чӑваш автономи облаҫӗ, РСФСР - 2014 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ, Шупашкар) — совет журналисчӗ, ҫыравҫи, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Чӑваш АССР патшалӑх телекуравпа радиохыпарлав енӗпе ӗҫлекен Комитетӑн председателӗ (1965–1984).

1942 ҫулта Сӗнтӗрвӑрринчи ҫӗр йӗркеленӗвӗпе мелиораци техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ.

1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче хӑй ирӗкӗпе фронта тухса кайнӑ. Десантник, сапёр-подрывник, ҫыруҫӑ-чертёжник пулса 110-мӗш гварди стрелоксен дивизинче хӗсметре тӑнӑ; Ҫурҫӗр Кавказри, Украинӑри, Чехословакири, Инҫет Тухӑҫри (Байкалхыҫ фрончӗ) ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.

1950 ҫулта Хусанти юридици институтне вӗренсе пӗтернӗ, кайран Ҫӗмӗрле район прокуратуринче, Чӑваш КПСС обкомӗнче ӗҫленӗ. 1959 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа — «Коммунизм ялавӗ» хаҫат редакцийӗн сотрудникӗ: совет строительствин, ял хуҫалӑх, пропаганда пайӗсен заведующийӗ, редактор ҫумӗ пулнӑ. КПСС ТК ҫумӗнчи Партин аслӑ шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ.

1957 ҫултанпа — СССР Журналистсен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1975—1984 ҫулсенче — Союз правленийӗн членӗ); 1971 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа 1984 ҫулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗччен Чӑваш АССР Журналистсен пӗрлӗхне ертсе пынӑ. 1997 ҫулта Раҫҫей Писательсен пӗрлӗхӗн йышне кӗнӗ.

1965—1984 ҫулсенче — Чӑваш АССР Патшалӑх Комитечӗн телекуравпа радиохыпарлав комитечӗн председателӗ.

Шупашкар хула Канашӗн депутатне (1962—1984) суйланнӑ, КПСС Чӑваш обкомӗн пайташӗ (1965—1983) пулнӑ.

Пенсие тухнӑ хыҫҫӑн «Агитатор блокночӗ» журналӑн, унтан «Пирӗн сӑмах» хаҫатӑн яваплӑ секретарӗ пулса ӗҫленӗ. Шупашкарта пурӑннӑ.

Пултарулӑхӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пӗрремӗш ӗҫӗсем Сӗнтӗрвӑрринчи техникумра вӗреннӗ чухне республикӑри ҫамрӑксен тата район хаҫачӗсенче пичетленнӗ. 1960-мӗш ҫулсенче фронтри аса илӳсене, публицистика статйисене (вӗсенчен пӗр пайӗ — Микиш Павӑлӗ псевдонимпа) пичетленӗ[1].

Унӑн хӑш-пӗр хайлавне вырӑс, украин, таджик тата венгр чӗлхисем ҫине куҫарнӑ.

Кулӑшла калавсен пуххисем

  • «Тем те пулать пурнӑҫра»[2]
  • «Хӑвилосӑф»[3]
  • «Хушаматлӑ алӑк»[4]

Наградӑсемпе хисеплӗ ятсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Прокопьев И. П. И сегодня в строю // Чебоксарская правда. — 2003. — 30 кӑрлачӑн (№ 4). 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Микиш, Павӑлӗ. Тем те пулать пурнӑҫра : калавсемпе фельетонсем / П. Микиш. — Шупашкар : Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 76 с.
  3. ^ Микиш, Павӑлӗ. Хӑвилосӑф: кулӑшла калавсемпе фельетонсем / Микиш Павӑлӗ. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1971. — 71 с.
  4. ^ Микиш, Павӑлӗ. Хушаматлӑ алӑк: кулӑшла тата сатирӑлла калавсем / Микиш Павӑлӗ. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 112 с.
  5. ^ Советская Чувашия. - 1973. - 25 января (№ 21). - С. 1.
  6. ^ Советская Чувашия. - 1983. - 25 января (№ 20). - С. 1.
WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Крысин, Павел Афиногенович статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '