Кудрявцев Михаил Алексеевич
Кудрявцев Михаил Алексеевич (1916 ҫулхи ҫӑвӑн 30-мӗшӗ, Анаткас, Шупашкар уесӗ (халӗ — Сӗнтӗрвӑрри районӗ), Хусан кӗпӗрни — 1976 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ, Шупашкар) — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.
Пурнӑҫӗ
1916 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Шупашкар уесӗнчи Анаткас ялӗнче ҫуралнӑ. Шемшер ял шкулӗнче (1932), Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумӗнче (1936) пӗлӳ илнӗ. Опытный вӑрман хуҫалӑхӗн Карачура лесничествинче лесничи пулӑшуҫи, лесничи пулса ӗҫленӗ. 1937—1939 ҫҫ. — Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ. Ҫар хыҫҫӑн Карачура тата Иккасси лесничествисенче лесничи пулса вӑй хунӑ. 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа фашистсемпе ҫапӑҫма хутшӑннӑ, дивизин кадрсен пайӗн пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи пулнӑ. Демобилизаци хыҫҫӑн 1946 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа Опытный вӑрман хуҫалӑхӗн Иккасси лесничествин лесничийӗнче ӗҫленӗ. 1948 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Сӗнтӗрвӑрри вӑрман хуҫалӑхне аслӑ лесничи вырӑнне куҫарнӑ, 1956 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен — Сӗнтӗрвӑрри вӑрман хуҫалахӗн директорӗ. Пӗтӗм Союзри куҫӑн мар мелӗпе вӗренмелли вӑрман институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн (1950—1955 ҫҫ.) вӑрман хуҫалӑхӗн инженерӗн квалификацине илнӗ. Сӗнтӗрвӑрри вӑрман хуҫалӑхӗ вӑл ертсе пынипе Пӗтӗм Союзри ял хуҫалӑх куравне виҫӗ хутчен хутшӑннӑ.
1963—1967 ҫҫ. — Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумӗн вӗрентекенӗ, унтан икӗ ҫул — Вӑрнар вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ. 1969 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа 1976 ҫулхи чӳк уйӑхӗччен – Опытный вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ. Вӑл ӗҫленӗ тапхӑрта вӑрман хуҫалӑхӗн ҫӗнӗ кантурне, лавккапа столовӑй, йывӑҫ тирпейлекен цех туса лартнӑ.
Хисепӗсем
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ орденӗ;
- Пӗтӗм Союзри ялхуҫалӑх выставкин Пӗчӗк кӗмӗл медалӗ;
- Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1972).
Вуламалли
- Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 99—100. — 168 с.