Кун тăршшĕ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Кун тăршшĕ çулталăкри (календарьти) кунран тата географилле анран еплерех килнине кăтартакан ÿкерчĕк (график)

Кун тăршшĕ — уйрăм вырăнта Хĕвел тухнинчен пуçласа вăл горизонт хыçне пытаничченхи вăхăт. «Хĕвел тухни» тенине те кунта горизонтран çĕкленнĕ чи малтанхи самант пек ăнланмалла.

Талăк — вăхăт виçевĕн пĕрчи, çавракалатса пăхсан Çĕр чăмăрĕ хăй тĕнĕлĕ тавра пĕрре çаврăннин вăхăчĕпе (период) тан.

Талăк тесе чылай чухне хĕвел талăкĕ текен астрономилле ăнлава калаççĕ. Çавăн пекех кулленлĕхре «талăк» теес вырăнне «кун» тенине те палăртмалла.

Талăк 24 сехетран, е 1440 минутран, е 86400 çеккунтран тăрать тата, йăлана кĕнĕ тăрăх, ăна тăватă пая пайлаççĕ — ир, кун, каç тата çĕр.

Календарьти талăксем эрнесене, уйăхсене пуçтарăнаççĕ.

Талăк СИ тытăма кĕмест, анчах вăл унта лайăх майлашăнать, мĕншĕн тесен çеккунтпа тÿреммĕн çыхăннă.

Каçăсем