Курбатов Михаил Михайлович
Михаил Михайлович Курбатов (1905 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ [29-мӗшӗ], Канаш, Хусан кӗпӗрни — 1990 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ, Ленинград) — совет контрабасисчӗ тата педагогӗ. Ленинград консерваторин профессорӗ (1970—1990). РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1957).
Пурнӑҫӗ
Михаил Михайлович Курбатов 1905 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи Шӑхран (халӗ Канаш хули, Чӑваш Республики) посӗлокӗнче ҫуралнӑ, ӑна И. Ф. Старшинова хресчен хӗрарӑмӗ качча каймасӑр ҫуратнӑ пулнӑ. 1910 ҫулта вырӑнти купса М. Н. Курбатов усрава илнӗ. Урӑх даннӑйсем тӑрӑх: Михаилӑн ашшӗ — Курбатов купцасен йӑхӗнчен тухнӑ, тыр-пул суту-илӗвӗпе ӗҫлесе Шӑхранта пурӑнакан Михаил Николаевич, 1910 ҫулта хӑйӗн ачисен амӑшне, Ҫӗрпӳ уесӗнчи Иваново ялӗнчи хресчен хӗрне, Ирина Фёдоровна Старшиновӑна качча илнӗ[1][2].
1914-1918мӗш ҫулсенче Михаил Михайлович — Хусан хулин пуҫламӑш шкулӗн вӗренекенӗ пулнӑ, вӑтам пӗлӗве иккӗмӗш ступеньлӗ Ҫӗрпӳри шкулӗнче (1918—1921), кайран — Хусанти пиллӗкмӗш гимназире илнӗ[3], урӑх даннӑйсем тӑрӑх: Хусанти 4 № пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта (1921—1923) пӗлӳ илнӗ[4].
Хусанта пурӑннӑ чухне Тутар Республикин военкомачӗн призывнӑй хатӗрленӳ пайӗн инструкторӗ (1921—1922), 1-мӗш Стрелоксен дивизин артиллери начальникӗн Управленийӗн телефонисчӗ (1922) пулса ӗҫленӗ[4].
1922—1924 ҫулсенче Хусанти Тухӑҫ музыка техникумӗнче (халӗ — И. В. Аухадеев ячӗллӗ Хусан музыка колледжӗ (училищи)) контрабас класӗпе вӗреннӗ. 1923/1924 сезонра Хусан театрӗнче музыкант-контрабасист пулса ӗҫленӗ (халӗ — Муса Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалӑх академи оперӑпа балет театрӗ(выр.)чăв.)[4].
1924 ҫулта Ленинградри консерваторине (халӗ — Н. А. Римский-Корсаков ячӗллӗ Санкт-Петербург консерваторийӗ) вӗренме кӗрсе 1930 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. Контрабас класӗпе (педагог С. Н. Буяновский) вӗреннӗ[3]. Вӗреннӗ чухне консерваторин Опера студийӗн постановкисенче тата симфони концерчӗсенче оркестрант пек хутшӑннӑ. Хӗрлӗ театр оркестрӗсенче (халӗ — Балти Ҫурчӗн театр-фестивалӗ) (1924—1925), Совкино тресчӗн кинотеатрӗсенче — «Форум» тата ыт. (1925—1930) — ӗҫленӗ[4].
Вӗренсе пӗтериччен пӗр ҫул маларах Кӗҫӗн Ленинградри патшалӑх опера театрӗн (МАЛЕГОТ; халӗ М. П. Мусоргский ячӗллӗ Санкт-Петербургри Ленин орденӗн патшалӑх академи оперӑпа балет театрӗ — Михайловский театр(выр.)чăв.) оркестрне ӗҫе йышӑнма йӗркеленӗ конкурса хутшӑннӑ. Оркестрӑн контрабас ушкӑнӗн иккӗмӗш концертмейстерӗн вырӑнне йышӑннӑ (1930—1935). Кайран Ленинградри патшалӑх филармонийӗнче ӗҫленӗ.
1935 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Михаил Михайловича мӑшӑрӗпе пӗрле унчченхи ҫынсене Ленинградран 5 ҫуллӑха Куйбышева янӑ. 1935 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Курбатовсене каялла тавӑрас тесе Ю. А. Шапорин композитор Е. П. Пешковӑран пулӑшу ыйтнӑ[5], анчах кӑлӑхах. Куйбышевра Михаил Михайлович Илемлӗ опера театрӗн симфони оркестрӗн (1935), Облаҫри опера театрӗн (халӗ — Самарти оперӑпа балет академи театрӗ)(1935—1940) артисчӗ, тата музыка училищинче вӗрентекен пулса ӗҫленӗ (1936—1940).
1940 ҫулта Курбатовсем Ленинграда таврӑннӑ, Михаил Михайлович филармонири ӗҫне малалла тӑснӑ: контрабас ушкӑнӗн солист-концертмейстерӗ (1940), контрабас ушкӑнӗн концертмейстерсен ҫумӗ (1944), контрабасист (I пульт, 1946), контрабас ушкӑнӗн 1-мӗш концертмейстерӗ (1955—1984) пулса ӗҫленӗ[4].
Ленинградри филармонире ӗҫленӗ тапхӑрта Курбатов М. М. гастроль ҫӳревӗсемпе тӗнчери 22 ҫӗршывра пулса курнӑ. Совет камера коллективӗсемпе — А. К. Глазунов, Л. Бетховен, Комитас ячӗллӗ квартетсемпе тата ыт. — концертсем панӑ.
1941—1944 ҫулта Ҫӗнҫӗпӗрте эвакуацире пурӑннӑ.
1931 ҫултанпа Михаил Курбатов педагогика енӗпе ӗҫленӗ: 1931—1935 — Ленинградри рабочисен Каҫхи консерваторин педагогӗ, 1945—1982 ҫулсенче Ленинградри консерваторире контрабас класӗпе (контрабас класӗнчи вӑхӑтлӑх педагог (1945)) вӗрентекен, аслӑ преподаватель (1947), доцент (1952), профессор тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан (1968), кӗвӗ калакансен факультечӗн оркестр уйрӑмӗн хӗлӗх инструменчӗсен кафедрин профессорӗ (1970) пулса ӗҫленӗ[4].
Унӑн вӗренекенӗсем хушшинче 150 контрабасист патнелле пулнӑ, ҫав шутра Р. Азархин[6] солист, С. С. Акопов, Р. М. Вайспапир, П. Е. Другов, Б. А. Козлов, С. А. Крылов, Е. И. Левинзон, Г. С. Лукьянин, Н. С. Словачевский[7].
Пултарулӑхӗ
Контрабас каланисӗр пуҫне Курбатов музыка хайлавӗсене контрабас валли йӗркеленӗ. Унӑн ӗҫӗсен хушшинче (пичетленсе тухман)[7]:
- И. С. Бах — Чембало валли ҫырнӑ концерт;
- И. С. Бах — Икӗ сӗрме купӑс / икӗ контрабас валли ҫырнӑ концерт;
- И. Х. Бах — Альт / контрабас валли ҫырнӑ концерт;
- Ж. Б. Бреваль — Виолончель валли ҫырнӑ соната (I тата II пайӗсем);
- Г. Ф. Гендель — Альт валли ҫырнӑ концерт;
- Г. Ф. Гендель — Сӗрме купӑс валли ҫырнӑ Largetto;
- Р. М. Глиэр — Виолончель валли ҫырнӑ баллада;
- М. М. Ипполитов-Иванов(выр.)чăв. — 2 романс;
- Л. В. Николаев — Сӗрме купӑс валли ҫырнӑ соната;
- К. Сен-Санс — Виолончель валли ҫырнӑ концерт.
Хисепӗсем
- РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1957);
- «Хисеп Палли» орден (1983);
- «Тӑван ҫӗршывӑн 1941—1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн» медаль (1945);
- «Ленинград 250 ҫул тултарнине асӑнса» медаль (1957)[4].
Ҫемье
Арӑмӗ — Вера Всеволодовна (хӗр чухне Сахарова), 1900-мӗш ҫулта дворян ҫемьинче ҫуралнӑ, Ленинград консерваторийӗн ӗҫ тӑвакан факультечӗн оркестр уйрӑмне пӗтернӗ (М. Б. Полякин патӗнче сӗрме купӑс класӗнче вӗреннӗ), Мариинский театрӗн оркестрӗнче (каярахри ячӗ — Киров ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗ) ӗҫленӗ[8].
Архив ҫӑлкуҫӗсем
М. М. Курбатовӑн харпӑр ӗҫӗсем ҫак архивсенче упранаҫҫӗ[7]:
- ЦГАЛИ СПб. Ф. 298. Оп. 3. Д. 1723. Л. 1-22 (1924—1930);
- ЦГАЛИ СПб. Ф. 279. Оп. 5. Д. 69. Л. 1-72 (1955—1985);
- СПбГК архивӗ. 1960 ҫулхи преподавательсемпе профессорсен, рабочисен тата ӗҫченсен харпӑр ӗҫӗсем. Д. 29. Л. 46-79;
- СПбГК архивӗ. 1968 ҫулхи ӑсчах ятне ҫирӗплетмелли дело. Д. 1516. Л. 1-29.
Ӑнлантарусем
- ^ Гусаров Ю. Купцы Курбатовы и их потомки // Советская Чувашия. — 2011. — 25 юпан. 2018 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Гусаров Ю. В. «Всё, что сохранилось в памяти…»: Воспоминания Н. В. Джемс-Леви о Цивильске и Казани в 1910—1920-е годы // Чувашский гуманитарный вестник. — 2011. — № 6. — . — ISSN 2225-7314. 2018 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ 1, 2 Илюхин Ю. А. Курбатов Михаил Михайлович // Электронная Чувашская энциклопедия. — Дата обращения: 13.04.2026.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Михеева М. В. Курбатов, Михаил Михайлович (3/16.11.1905—26.7.1984) // Энциклопедический словарь «Санкт-Петербургская консерватория». — 2016. 2019 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ О Курбатове М. М. — Пешковой Е. П. // НИПЦ «Мемориал». — Дата обращения: 13.04.2026.
- ^ Родион Азархин — первый среди равных // Контрабас.ru. — Дата обращения: 13.04.2026.
- ^ 1, 2, 3 Курбатов, Михаил Михайлович (1905–1984). Санкт-Петербургская консерватория. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 13-мӗшӗ.
- ^ Дворяне: книга памяти // НИПЦ «Мемориал». — Дата обращения: 13.04.2026.
Вуламалли
- Азархин Р. М., Доброхотов Б. В., Кусевицкий И. А. и др. Контрабас : История и методика : [Учеб. пособие для муз. вузов] / Ред.-сост.: Б. В. Доброхотов. — Музыка, 1974. — 336 с. — 4200 экз.