Лавриненко Дмитрий Фёдорович

Дмитрий Фёдорович Лаврине́нко (чӳк, 14, 1914, Бесстрашная станица, Лаба уйрăмĕ, Кубань облаçĕ, Раҫҫей империйӗРаштав, 18, 1941, Горюны Волоколамск районĕ, Мускав облаҫӗ, РСФСР, СССР) — совет офицерĕ, танк асĕ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшăннăскер. Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1990).

1934 çулта хăйĕн ирĕк кăмăлĕпе РХХÇ тăнă, кавалерие лекнĕ. 1938 çулăн çу уйăхĕнче Чĕмпĕрти танк училищинче вĕренсе тухнă. Анăç Украина харçине тата Бессараби харçине хутшăннă. ССРС анăç чиккинчен чакса пынă хыççăн 1941 çулхи çурла уйăхĕнче М. Е. Катуков полковникăн 4-мĕш (чӳкĕн 11-мĕшĕнченпе — 1-мĕш гварди) танк бригади йышĕнче. Иккĕ уйăх çурă хушăра 28 тытăçура кĕрешсе тăшманăн 52 танка пĕтернĕ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче[1] Хĕрлĕ Çарăн чи маттур танкисчĕ шутланать. Раштавăн 18-мĕшĕнче Волоколамск патĕнче çапăçу хыççăн мина ванчăкĕ çапнипе Д. Ф. Лавриненко паттăрăн вилет.

Вăрçă вĕçленсен бронетанк çарĕсен маршалĕ М. Е. Катуков, çар генералĕ Д. Д. Лелюшенко, çавăн пекех кубань çыравçисемпе тăван ен тĕпчевçисем Лавриненкона чысласшăн тăрăшнă, 1990 çулхи çăвăн 5-мĕшĕнче ăна Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисепĕпе тивĕçтернĕ (вилĕмĕ хыççăн).

Вуламалли

Энциклопедисемпе хыпар кĕнекисем

  • Кавалеры ордена Славы трёх степеней: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии Д. С. Сухоруков. — Воениздат, 2000. — 10 000 экз. — ISBN 5-203-01883-9.
  • Барятинский М. Б. . — М.: Эксмо. — 5000 экз. — ISBN 978-5-699-25290-9.

Тĕпчев ĕçĕсем

Мемуарсем

Биографи повеçĕсемпе очерксем

  • Придиус П. Е. . — Краснодар: Книжное издательство. — С. 208—232. — 270 с. — 7000 экз.
  • Филиппов С. К. . — Краснодар: Периодика Кубани. — 320 с. — 5000 экз. — ISBN 5-331-00037-1.
  • . — М.: Молодая гвардия. — 302 с. — 50 000 экз.

Урăх публикацисем

  • Придиус П. Е. . — Краснодар: Периодика Кубани. — С. 65—85. — 432 с. — 1000 экз. — ISBN 5-331-00013-4.
  • Катуков М. Е. Памяти храбрых // Танкист : журнал. — М.: Воениздат, авăн, 1947. — № 9.
  • . — М.: Воениздат. — Т. 1. — 416 с. — ISBN 5-203-01038-2.
  • Исаев А. В. . — М.: Яуза, Эксмо. — 400 с. — ISBN 5-699-12899-9.

Ӑнлантарусем

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем