Коновалов Семён Васильевич

Коновалов Семён Васильевич (15.02.1920-04.04.1989, Хусан), танкист-ас, подполковник, Совет Союзӗн Паттӑрӗ[1]. Вăл Тутарстанăн Тури Услон районĕнчи Ямпулат ялĕнче çуралнă. Чăваш.

Кун-çулĕ

1939-мĕш çулта Хĕрлĕ Çара хĕсмете лекнĕ. Куйбышеври çар пехота училищинче 1939-мĕш çулта вĕренсе тухнă.

Воронеж-Ворошиловград оперцийĕ тапхăрĕнче Ростов облаçĕн Тарасово районĕчи Нижнемитякин хуторĕ патĕнче 1942-мĕш çулхи çĕртмен 13-мĕшенче пĕр çапăçура тăшманăн 16 танкне, 2 броневикне тата 8 машинине персе аркатнă.

Коновалов танкне пысăк калибрлă тупăран тӳррĕн персе аркатаççĕ: экипажран виçĕ çын пуçне хурать. Танка юсама килнĕ рота командирĕн çумĕпе Серебряков техник-лейтенантпа тата Дементьев тупă кĕпçине тĕллекенĕпе пĕрле Коновалов танкран пĕр пулемётне илсе фронт нггнлле кайма шутлать. Тăваттăмĕш кун пытанса асăрханса утнă хыççăн вĕсем канма чарăннă тăшманăн танкне кураççĕ. Танк экипажне пĕтерсе машинăна ярса илеççĕ те хамăр чаçсем патне çитеççĕ, вĕсене хамăррăннисем «тыткăна илеççĕ»

Лару-тарăва тĕпчесе уçсан, паттăр танкистсене пĕрле çапăçма шанаççĕ, Семён Коновалов нимĕç танкĕпе пĕр уйăх хушă батальона атакăра пулăшать.

15-мĕш танк бригадин разведка танкĕн экипажĕ тепĕр кун çапăçу вырăнне çитсе çунса кайнă пирĕн КВ-1, икĕ теçеткене яхăн тăшман машиине курать. Коновалов лейтенант экипажĕпех паттăрăн вилнĕ тесе шутлаççĕ, вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Паттăрĕ чысне илме тăратаççĕ. Амăшне Семён Васильевич вилнĕ тесе пĕлтереççĕ [2]. Анчах тăванĕсем военкомата Коновалов сывă юлнине, тата урăх чаçра пулнине пĕлтереççĕ[3].

Çапăçусенче маттур çапăçнăшăн ăна 1943-мĕш çулхи пушăн 31-мĕшĕнче Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне тивĕçтернĕ [4]

1946-мĕш çулта çар хĕсметĕнчен таврăнать. 1950-мĕш çулта ăна каллех çара чĕнсе илеççĕ. 1952-мĕш çулта Ленинградри аслă офицерсен бронетанк шкулĕнче пĕлӳ илет.

Çартан таврăнсан чĕрек ĕмер хушши Хусанти радиотехника савутĕнче механик вырăнĕнче ĕçлет.

1989–мĕш çулхи акан 4-мĕшĕ вилнĕ хыççăн Хусанти Арча масарĕнче пытараççĕ.

2005-мĕш çулта Хусанти урама Коновалов ятне параççĕ.

Вуламалли

Каçăсем

Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Коновалов Семён Васильевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра

Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.


Асăрхавсем

Темӑпа ҫыхӑннисем