Лай Циндэ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Лай Циндэ

Лай Циндэ (кит. йăла 賴清德, пиньинь: Lài Qīngdé), ҫаплах Уильям Лай ятпа паллӑ — Тайвань политикӗ. 1999-2010 ҫулсенче саккун кӑларакан Юань шутне кӗнӗ. 2010—2017 ҫулсенче — Тайнань хулин мэрӗ. 2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗччен Китай Республикин премьер-министрӗ. 2020-2024 ҫулсенче — Тайвань вице-президенчӗ.

Президент суйлавӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче Лай 40,05 % сасӑ пухнӑ, ӑна ҫӗнтерӳҫӗ тесе пӗлтернӗ.

1959 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнче Тайбэй уесӗн ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ хула ҫумӗнчи ял евӗрлӗ Ванли пӗчӗк хулара ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ, Лай Чаоджин, шахтер пулнӑ. 1960 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче вӑл, 33 ҫул тултарнӑскер, Ваньли поселокӗнчи Чжунчжун кӑмрӑк шахтинче сӗрӗм газӗпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Унӑн мӑшӑрӗн Лай Тунхаон ултӑ ачана пӗчченех пӑхса ӳстерме тивнӗ.

Тайбэйри шкултан вӗренсе тухнӑ, Тайваньри наци университечӗн реабилитаци медицинин факультетӗнче вӗреннӗ. Бакалавр степенне илнӗ хыҫҫӑн Лай Циндэ малтан ҫарта хӗсметре тӑнӑ, ӑна Цзиньмэнь уесӗн тулаш утравӗсенче хӗсметре тӑма суйланӑ, унта вӑл Наньсюнь дивизийӗн 5-мӗш пехота батальонӗнче медицина взвочӗн командирӗ пулнӑ. Хӗсметрен пӑрахса кайнӑ вӑхӑтра ӑна вунӑ чи чаплӑ офицер шутне кӗртнӗ.

Ҫартан таврӑннӑ хыҫҫӑн Лай Циндэ ҫулталӑк хушши Жэньцзири Ваньхуа пульницинче физиотерапевт пулса ӗҫленӗ, ун хыҫҫӑн ӑна Чэн Кун наци университечӗн диплом хыҫҫӑнхи медицина уйрӑмне илнӗ, вӑл вара Тайнань наци университечӗн пульницинче сиплекен тухтӑр пулса ӗҫленӗ. Кайран Тайбэйри Тайвань наци университечӗн реабилитаци медицинин факультетӗнче ӑс пухнӑ. Гарвард университечӗн обществӑлла сывлӑх сыхлав магистрӗн степеньне илнӗ, ҫапла май вӑл реабилитаци тата клиника пулӑшӑвӗ сферинче опыт пухнӑ Тайваньри медицина специалисчӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ.

Каярахпа Лай Циндэ сиенленнӗ ҫурӑм мимине сиплес енӗпе наци шайӗнчи эксперт пулса тӑнӑ. Чэн Кунг университечӗн пульницинче тата Синьлоу пульницинче тухтӑр пулса ӗҫленӗ. Каярах тухтӑрсене пулӑшакан наци ассоциацийӗн тӗп никӗслевҫи пек политикӑра палӑрма тытӑннӑ.

Политикӑри карьера

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1996 ҫулта Лай Тайнаньрен парламента (Саккун кӑларакан Юань) суйланнӑ. Вӑл Тайнань хулин иккӗмӗш округӗнче Демократиллӗ прогрессивлӑ парти (ДПП, DPP) кандидачӗ пек хутшӑннӑ. Парламента 2001, 2004, тата 2008 ҫулсенче виҫӗ хутчен суйланнӑ. Пӗтӗмӗшле вӑл парламент депутачӗ пек 11 ҫул ӗҫленӗ, тӑватӑ хутчен умлӑн-хыҫлӑн ӑна Тайванӗн «чи лайӑх саккун кӑларакан» тесе палӑртнӑ. 2004 ҫулта тӑватӑ арҫынпа хӗрарӑм Лая бейсбол битипе хӗненӗ, унӑн сӑмсине хуҫнӑ, куҫӑн хытӑ витӗмне амантнӑ.

Тайнань мэрӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Лай Циндэ 2010 ҫулхи суйлав вӑхӑтӗнче сӑмах каланӑ саманчӗ.

2010 ҫултанпа Тайваньри муниципаллӑ йӗркеленӳсене реорганизациленӗ вӑхӑтра Тайнань хулипе Тайнань уесне пӗрлештерсе тӗп хулана пӑхӑнакан Тайнань хулана йӗркеленӗ. 2010 ҫулта Лай, ДПП-ра тӑратаканскер, Гоминдан партин кандидатне ҫӗнтерсе Тайнань мэрӗ (халӑх йышӗ 1,9 млн ҫын) пулса тӑнӑ. 2014 ҫулта ӑна иккӗмӗш хут суйланӑ. 2013 ҫулхи ыйтӑмра Лай Тайваньри 22 хулапа район пуҫлӑхӗсенчен халӑха чи кӑмӑла каякан политик пулнӑ, унӑн ӗҫне ырлакан рейтинг 87 % танлашнӑ.

Тайвань премьер-министрӗ (2017—2019)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2017 ҫулта Цай Инвэнь президент ӑна Ӗҫ тӑвакан Юаньӗн (правительствӑн) председательне лартнӑ, анчах та 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчи суйлавра Демократиллӗ прогрессивлӑ партийӗн кӑтартӑвӗсем питӗ япӑх пулнӑ, ҫапла 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Лай хӑйӗн йышӑнакан пуканне пушатнӑ. Ҫав ҫулах вӑл 2020 ҫулхи Китай Республикин президент суйлавӗн Демократиллӗ прогрессивлӑ партин пӗрремӗш умсуйлавне хутшӑннӑ, анчах ҫӗнӗрен суйланма шут тытнӑ Цай Инвэне выляса янӑ.

Тайвань правительствин пуҫлӑхӗ пулнӑ май вӑл Тайвань материкри Китайран пӑхӑнманлӑхӗшӗн кӗрешетӗп тесе каланӑ, ҫавӑн пекех акӑлчан чӗлхине иккӗмӗш официаллӑ чӗлхе тӑвас шухӑша пурнӑҫлама ӑнтӑлнӑ.

Тайвань вице-президенчӗ (2020-2024)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Лай Циндэпе правительство пайташӗсем президент керменӗнче тупа тунӑ

2020 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче иртнӗ президент суйлавӗнче Лая вице-президента суйланӑ (Китай республикинчи президент суйлавӗнче президент кандидачӗ тӳрех хӑйӗн ҫумӗ тума палӑртнӑ ҫынпа пӗрле хутшӑнать).

Вице-президент вырӑнне йышӑннӑ хыҫҫӑн Лай 2025 ҫул тӗлне тӗп правительство пӗтӗмӗшле 45 млрд ҫӗнӗ тайвань долларлӑх (1,48 млрд АПШ долларӗ) инвестици тӑвасси пирки шантарнӑ, ҫапла май Пэнху «таса энергипе» ӗҫлекен округ пулса тӑрӗ тенӗ. Лай Цай Инвэнь администрацийӗ тавралӑх тӑрӑмне лайӑхлатма пулӑшакан ӗҫсене малалла та йӗркелессине ҫирӗплетнӗ, тӗслӗхрен — альтернативлӑ энергетика ҫӑлкуҫӗсемпе усӑ курнине тата хулари халӑха электросаокатсемпе ытларах ҫӳреме хӑнӑхтарассине.

Си Цзиньпин тӗп секретарь «Пӗр Китай» политики пирки каланӑ комментарине хирӗҫ Лай Тайвань правительстви Цай Инвэнь хушӑвӗсене тытса пырса икӗ кӳршӗ хушшинчи статус-кво тӑрӑмӗ улшӑнмасса, Пекин енчен хӗснине парӑнмасса шантарнине каланӑ.

Лай биржӑра регистрациленӗ тата Тайваньре вырнаҫнӑ транснациллӗ мӗнпур предприятисемпе компанисене тупӑшпа эффективлӑрах майпа усӑ курма чӗннӗ, хӑйсен ӗҫченӗсене пуҫласа сӗнекен ӗҫ укҫине ӳстерсен ҫынсен пурнӑҫӗ ҫирӗп пулӗ тата экономика та тивӗҫлӗ шайра ӳссе пырӗ тенӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫӗршывра ӗҫлекенсем ҫитменнин ыйтӑва татса парас ӗҫре мигрантсем пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Сӑмах 18 ҫӗршыври — АСЕАН пӗрлӗхне кӗрекен 10 ҫӗршыври пултаруллӑ ӑҫтасене явӑҫтарасси пирки пынӑ, ҫавӑн пекех Индирен, Пакистанран, Бангладешран, Шри-Ланкӑран, Непалран, Бутанран, Ҫӗнӗ Зеландипе Австралирен те халӑха ӗҫе йышӑнма сӗннӗ.

2018 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗнче Лай акӑлчан чӗлхи 2019 ҫулта Тайваньре официаллӑ чӗлхе пулса тӑрассине пӗлтернӗ. 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче Лай кабинечӗ хӑйӗн ӗҫне вӗҫленӗ.

Президент кампанийӗ-2020

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2019 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗнче Лай Циндэ Демократиллӗ прогрессивлӑ партин президент умсуйлавне хутшӑнма регистрациленнӗ, Тайване Китай аннексиленинчен хӳтӗлемелли яваплӑха хӑй ҫине илме пултарнине пӗлтернӗ. Тайвань кун-ҫулӗнче вырӑнта ӗҫлекен президента тупӑшма чӗннин ку пӗрремӗш вӑйлӑ тӗслӗхӗ пулнӑ.

Китай Республикин вице-президенчӗ (2020—2024)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Лай вице-президент пуканне йышӑннӑ вӑхӑтра Гондурасри Сиомара Кастро президентӑн инаугурацийӗнче Цай Инвэнь президентӑн ятарлӑ элчи пулса хутшӑннӑ.

Японин премьер-министрӗ пулнӑ Синдзо Абэна вӗлернӗ хыҫҫӑн хӑй ячӗпе хисеп тӑвас тесе вӑл Токиона хӑй тӗллӗн пырса кайнӑ, ҫапла май юлашки пилӗк теҫетке ҫул хушшинче Японие ҫитсе курнӑ Тайваньри чи пысӑк должноҫри ҫын пулса тӑнӑ.

2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Лай икӗ ҫӗршыв хушшинчи ҫыхӑнӑва аталантарма Тайваньри туризм агентствисемпе отрасль пӗрлешӗвӗн элчисене Палау ҫине илсе килнӗ.

Иккӗмӗш президент кампанийӗ (2023—2024)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Цай Инвэнь президент вырӑнти суйлавра парти хӑйне ӑнӑҫсӑр кӑтартнӑ хыҫҫӑн ДПП ертӳҫин пуканне пушатнӑ. Раштав уйӑхӗнче ДПП председателӗн суйлавӗнче кандидат пек Лай официаллӑ майпа регистрациленнӗ. Лай пӗртен-пӗр парти ретӗнчен тӑратнӑ кандидат пулнӑран 2023 ҫулта вӑл ДПП ҫӗнӗ председателӗ пулса тӑнӑ.

2023 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Лай 2024 ҫулхи президент суйлавӗ валли ДПП умсуйлавӗнче пӗртен-пӗр кандидат пек регистрациленнӗ, ака уйӑхӗнче ертсе пыракан парти ӑна официаллӑ майпа хӑй ятӗнчен тӑратнӑ.

Лай Циндэ хӑйне суйлас пулсан Индипе Лӑпкӑ океан тӑрӑхӗнчи тӑнӑҫлӑха упрама, ытти ҫӗршывсемпе суту-илӳпе экономика ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетме тата наци суверенитетне хӳтӗлеме сӑмах панӑ: «Енчен те Китай тапӑнса кӗме хӑтланӗ пуҫласан, пирӗн хамӑрӑн ҫӗршыва хӳтӗлеме майсем пулмалла».

Тайванӗн ВВП-не Лай ҫулсерен «3,5 % кая мар» ӳстерме шантарнӑ. Кӑнтӑр-Тухӑҫ Азипе Китай ҫӗршывӗсенчи мигрантсене явӑҫтарассине вӑйлатма палӑртни тӗлӗшпе хӑш-пӗр предпринимателӗн ыйтӑвӗ ҫине хуравланӑ май Лай асӑрхануллӑ пулма, тӗрлӗ енсен интересӗсене шута илме чӗнсе каланӑ, ҫавӑн пекех вӑл «профсоюзсен шухӑшӗпе, ӗҫе илмелли ҫынсем сахал пулни бизнес конкурентлӑ ӗҫ укҫи тӳлеме хатӗр маррипе ҫыхӑннӑ» тесе те каланӑ. Лай шухӑшӗпе килӗшӗллӗн, Тайваньре ҫамрӑк китайсене ӗҫлеме ирӗк парсан ку вырӑнти ҫамрӑксен пуласлӑхне ура хурать, мӗншӗн тесен капла туни «пулас тайвань ҫамрӑкӗсен шучӗпе Китайра ӗҫсӗрлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва татса панипе тан» пулать.

Лай Тайваньри наци чӗлхисемпе усӑ курмалли сферӑна анлӑлатма, вӑл чӗлхесене пулӑшма шантарнӑ. Вырӑнти чӗлхесем шутне хокло (тайвань чӗлхи), хакка, кӑк халӑхсен чӗлхисем кӗреҫҫӗ..

2024 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче иртнӗ президент суйлавне Лай вице-президент кандидачӗ пулма регистрациленнӗ Сьяу Бикхимпа (вӑл унччен АПШ-ри Тайвань элчи пулнӑ) тухнӑ. Вӗсем суйлавра 40,42 % сасӑ пухса ҫӗнтернӗ. Инаугураци 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртӗ.

Президент суйлавӗнче ҫӗнтерни-2024

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2024 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче Президент суйлавӗнче ҫӗнтерни ҫинчен пӗлтернӗ хыҫҫӑн Лай Тайване материкри Китай енчен хӑратса тӑрассинчен хӳтӗлеме ҫирӗп шут тытни ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах политик пулас правительство Пекина хӗтӗртмесси пирки, Тайвань проливӗнче тӑнӑҫлӑхпа ҫирӗплӗхе ҫирӗп тытса тӑрасси ҫинчен палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне ҫак пукана йышӑннӑ май унӑн ӗҫӗн чи пӗлтерӗшлӗ пайӗсенчен пӗри «проливӑн икӗ енӗпе те тивӗҫлӗх тата танлӑх принципӗсемпе килӗшӳллӗн статус-кво тытса тӑни» пулассине палӑртнӑ. Лай хӑйне «Тайвань никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн прагматизма тӗпе хурса кӗрешекен» тет.

Лай Циндэ региона АПШпа тата вӗсен ҫывӑх юлташӗсемпе ҫывӑхлантарӗ, хӗҫ-пӑшал туянма укҫа ытларах уйӑрӗ тата Америка хӗҫ-пӑшалне туянма тӑрӑшӗ тесе шутлаҫҫӗ. Лай Циндэ хӑй палӑртнӑ тӑрӑх, Тайване статус-кво упраса хӑварма тата материка пӑхӑнманнине упрама вӑйлӑ ҫарпа кӑна тума пулать.

Лай Циндэ ЛГБТ прависене хӗснине хирӗҫ. 2022 ҫулхи юпа уйӑхӗнче вӑл Тайбэйра иртнӗ ЛГБТК+ парада — Азири чи пысӑк ҫавнашкал акцие (176 пине яхӑн хутшӑнакан) — хутшӑннӑ. Ҫакӑ политика ҫамрӑк суйлавҫӑсен шутӗнчи электоратне ӳстерме май панӑ тесе шутлаҫҫӗ.

2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче иртнӗ Тайвань президенчӗн суйлав пӗтӗмлетӗвӗсем. Ҫӑлкуҫ: CEC, TT.

Харпӑр пурнӑҫ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мӑшӑрӗ - У Мейру, вӗсен икӗ ывӑл. Аслӑ ывӑлӗ, Лай Тинъюй, Вашингтон университетӗнче биоинженери енӗпе тухтӑр степенне илнӗ. Кӗҫӗнни, Лай Тинхэ, Берклири Калифорни университетӗнчен вӗренсе тухнӑскер, биохимик, Тайваньре ӗҫлет.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Лай Циндэ У Мейру мӑшӑрӗпе

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Лай Циндэ статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '