Лаша йышшисем
Лаша йышшисем (выр. Лошадиные, (лат. Equidae)) — йӗкӗр мар чӗрнеллӗ сӗтпе ӳстерекен чӗрчунсен йышӗ. Ун йышне вилсе пӗтнӗ темиҫе теҫетке йӑх тата халӗ те пур пӗр йӑх — лашасем (Equuus) — кӗртеҫҫӗ, ӑна час-часах кӗҫӗн ӑратсем ҫине уйӑраҫҫӗ: ашаксем (Asinus), ҫурма ашаксем (Hemionus), зебрӑсем тата лашасем (Equs). Пурӗ хальхи 8 тӗс паллӑ[1].
Эволюцийӗ
Йыш представителӗсен эволюцийӗ, палӑртнӑ тӑрӑх, чӗрчунсем уҫӑ ландшафтсенче хӑвӑрт чупма тата ӳсен-тӑранпа апатланма хӑнӑхса пынипе пулса пынӑ. Эволюци вӑхӑтӗнче вӗсен урисем вӑрӑмланнӑ, вӑтам пӳрни пысӑкланнӑҫемӗн пысӑкланса пынӑ, аяккинчи пӳрнисем вара пачах урӑхла — майӗпен редуциленнӗ. Тымар шӑлсен шучӗ ӳснӗ май пуҫ купташкин пит пайӗ пысӑкланса, вӑрӑмланса пынӑ. Йышӑн авалхи представителӗ Европӑпа Ҫурҫӗр Америкӑн малтанхи эоценӗнчи гиракотери (Hyracotherium, унччен ҫавӑн пекех эогиппус ятлӑ пулнӑ — Eohippus) шутланать. Ҫак чӗрчун пысӑках мар йытӑ пысӑкӑш пулнӑ, малти урисем тӑватӑ пӳрнеллӗ, кайрисем виҫӗ пӳрнеллӗ; ҫулҫӑсемпе тата тӗмсен хунавӗсемпе тӑранса пурӑннӑ. Пӗрремӗш лаша йышшисен шутне ҫавӑн пекех, сӑмахран, Sifrhippus ӑрачӗ кӗрет, унӑн представителӗсем Ҫурҫӗр Америкӑра эоценра пурӑннӑ (56 — 35 млн ҫул каялла), терьер пысӑкӑш пулнӑ[1].
Лашасен малалли эволюцийӗ Ҫурҫӗр Америка территорийӗнче пулса иртнӗ, унта гиракотерисене вӑтам тата каярахри эоценра малтан пысӑкрах калӑпӑшлӑ орогиппус (Orohippus) улӑштарнӑ, ӑна вара — епигиппус (Epihippus). Олигоценра мезогиппус (Mesohippus) тухнӑ, вӑл хальхи сурӑхран пысӑкрах мар . Унран 2 филогенетика линийӗ тухнӑ: анхитери (Anchitherium), вӗсем Евразие куҫса кайнӑ, каярахпа вара унта миоцен вӑхӑтӗнче анлӑ сарӑлнӑ; иккӗмӗш прогрессивлӑ лини Ҫурҫӗр Америка территорийӗнче малалла аталанса кайнӑ, парагиппус (Parahipus) тата меригиппус (Merychippus) ӑрачӗсене пуҫарса янӑ. Юлашкин урисем ҫинче 3-шер пӳрне упранса юлнӑ, чӗрчун кӗлеткин ытларах йывӑрӑшӗ варринчи (чи пысӑкки) ҫине лекнӗ. Меригиппус лашасен эволюцийӗнче тӗп форма пулса тӑнӑ. Кайранхи миоценра унран курӑкпа тӑранса пурӑнакан виҫӗ пӳрнеллӗ лашасен нумай форми пулса кайнӑ. Чи йышлӑ ӑрат гиппарион (Hipparion) ушкӑнӗнчен пулнӑ, вӗсем Ҫурҫӗр Америкӑра сарӑлма пултарнӑ, кайран — Евразире тата Африкӑра. Гиппарион пулса кайни миоцен тата плиоцен хушшинче условлӑ чикӗ тӑвать. Плиоценри Ҫурҫӗр Америка плиогиппус лашин эволюци вӑхӑтӗнче аякри пӳрнисенчен пӗчӗк рудиментсем ҫеҫ сыхланса юлнӑ. Унран гиппидион (Hippidion) ушкӑнӗнчи Кӑнтӑр Америка лашисем пулса кайнӑ, вӗсем каярахри плейстоценра вилсе пӗтнӗ. Хальхи лашасем (Equus ӑрачӗ), Ҫурҫӗр Америкӑра 4,4—4,5 млн ҫул каялла пулса кайнӑ[2], Евразире, Африкӑра тата Кӑнтӑр Америкӑра хӑвӑрт сарӑлнӑ. 2,5 млн яхӑн ҫул каялла Equus ӑрачӗн представителӗсем Ҫурҫӗр Америкӑран Берингия урлӑ Евразие каҫнӑ. Тӗп Азире тата Ҫывӑх Тухӑҫра Equus ӑрачӗн представителӗсем ашаксем, кулансем тата лашасем (Equus caballus) пулса тӑнӑ, Африкӑра вара — зебрӑсем. Плейстоцен тапхӑрӗ вӗҫленнӗ тӗле Америкӑра юлнӑ лаша йышшисем пӑрлӑх тапхӑрне чӑтса ирттернӗ хыҫҫӑн пирӗн эрӑчченхи 6 пин ҫуллӑх варринелле вилсе пӗтнӗ[3]. Америкӑна уҫнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ килти лашана ҫак континента европеецсем илсе килнӗ. Ҫурҫӗр Америка континентӗнче тарнӑ тата тискерленсе кайнӑ лашасем хӑвӑрт ӗрчесе кайнӑ, мустангсен пысӑк тапӑрне туса[1].
Сӑнласа кӑтартни
Вӑтам тата пысӑк калӑпӑшлӑ сӗтпе ӳстерекенсем. Ытларах вӑрӑм та ҫӳллӗ ураллӑ, яштака кӗлеткеллӗ. Тискер тӗсӗсен хурҫа тӗлӗнчи ҫӳллӗшӗ 1—1,6 м танлашать, йывӑрӑшӗ 120—350 кг; килти лашасем ытларах чухне чылай шултрарах. Малти ури ҫинчи пӳрнесен шучӗ 1, 3 е 4, кайри ҫинче — 1 е 3. Вӗсен шутне пӑхмасӑр ура тӗнӗлӗ яланах виҫҫӗмӗш пӳрне урлӑ выртать, вӑл яланах аталаннӑ, чӗрчун кӗлеткин тӗп йывӑрӑшне хӑй ҫинче илет. Аяк пӳрнисем вӑйлах аталанман, йышри хӑш-пӗр представителӗн рудимент евӗр сыхланса юлнӑ. Пӳрне вӗҫӗсем мӑйрака евӗр чӗрнеллӗ. Ҫӑмӗ кӗске, ҫӑра, хӑш чухне вӑйлах вӑрӑм (ҫилхи, хӳри). Мӑйӗ ҫинче вӑрӑмрах ҫӳҫрен тӑракан ҫилхи пур, тискер тӗссен вӑл кӗске те тӳрӗ, килти формӑсен вара — вӑрӑмрах тата усӑнчӑкрах. Йышӑн хӑш-пӗр представителӗсен ҫӑмӗ питӗ сахал е пачах та ҫук. Кӗлетке тӗсӗ ытларах сӑрӑ е ҫӳлтен тата айккинчен хӑмӑр тӗслӗ, аялтан ҫутӑрах, зебрӑсен — черетленекен хура тата шурӑ йӗрсем; хулпуҫҫи тата ура ҫинче хура йӗрсем йышӑн ытти тӗсӗсен представителӗсен те пулма пултараҫҫӗ. Ҫурӑм варрипе тӗттӗм йӗр иртме пултарать. Чӗччисем пӗҫӗ хушшинче, вӗсем пӗр мӑшӑр[4].
Пуҫ купташки капмар, пит пайӗ пысӑк. Чылай тӗсӗн куҫ шӑтӑкӗ уҫӑ, теприсен — питӗрӗнчӗк. Сӑмса шӑммисем хыҫалтан сарӑлнӑ. Этмоидит шӑтӑкӗсем ҫук. Диастема пур. Шӑл формули:
Тымар шӑлсем лофодонтлӑ — кӗрепенкеллӗ е селенол-фодонтлӑ — путӑклӑ, кӑткӑс эмаль эрешӗллӗ, брахиодонтлӑ е гипселодонтлӑ. Чавса тата пӗчӗк ура туни шӑммисем питӗ пӗчӗк пулма, хул тата пысӑк ура шӑммисемпе пӗрлешме пултараҫҫӗ. Ура тупанӗ шӑмми пӗчӗк ура шӑммипе пӗрлешмест. Йӗтес шӑмми ҫук. Вар-хырӑмӗ ансат. Тӗплӗ пырши пысӑк. Ват хӑмпи ҫук. Амалӑхӗ икӗ мӑйракаллӑ; ҫурхахӗ диффузлӑ. Полигамиллӗ тӗс. Тихи яланах пӗрре[4].
Ареал тата пурӑнакан вырӑнӗ
Хальхи тискер представительсем (лаша ӑрачӗ) Тӗп тата Кӑнтӑр Азире, Африкӑра (Сахара пушхирӗсӗр пуҫне) сарӑлнӑ. Плейстоцен вӗҫлениччен —голоцен пуҫланиччен (10 пин ҫул каялла) Америка континентӗнче те пурӑннӑ. Европӑра XIX ӗмӗр вӗҫӗччен (тарпан, кулан) пурӑннӑ[5]. Ушкӑнӑн алла хӑнӑхтарнӑ представителӗсем (килти лашасем, ашаксем) пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗпе сарӑлнӑ, тискерленнӗ лашасем Америкӑри, Евразири, Австралири хӑш-пӗр пушхир тӑрӑхӗсенче тӗл пулаҫҫӗ (брамби, мустангсем)[4].
Лашасем ытларах уҫӑ вырӑнсенче пурӑнакансем шутланаҫҫӗ — ҫеҫенхирсенче, вӑрманлӑ хирсенче, саваннӑсенче, пушхирсенче, ҫурма пушхирсенче.
Биологи тата экологи
Ытларах курӑклӑ ӳсен-тӑранпа апатланаҫҫӗ. Ҫумӑрсен тапхӑрӗнче шыв ӗҫмесӗр пурӑнма пултараҫҫӗ: чӗрчунсемшӗн ҫиекен ӳсен-тӑранри нӳрӗк ҫителӗклӗ. Талӑкӑн ҫутӑ вӑхӑтӗнче хастар. Пӗчченшерӗн е пысӑках мар ушкӑнпа, 10 пуҫ таран тата ытларах, ҫӳреҫҫӗ, хӑш чухне пысӑк кӗтӳ йӗркелеме пултараҫҫӗ (зебрӑсем). Хӑш-пӗр тӗссем (зебрӑсем) сезон миграцисене тӑваҫҫӗ. Лаша йышшисем чупма хӑнӑхнӑ, сехетре 50—60 км хӑвӑртлӑхпа нумай вӑхӑт чупма пултараҫҫӗ. Пӗтӗлӗх 1 ҫула яхӑн тӑсӑлать. Пӗр амаран ытларах чухне 1 тиха ҫуралать, сайра хутра — 2, вӗсем ҫуралнӑ хыҫҫӑнах амӑшӗ хыҫҫӑн пыма пултараҫҫӗ[1].
Классификаци
- Лоша йышшисем (Equidae)
- † Haringtonhippus ӑрат[6]
- † Hyracotheriinae кӗҫӗн йыш
- † Эпигиппус Epihippus ӑрат
- † Гаплогиппус Haplohippus ӑрат
- † Гептаконодон Heptaconodon ӑрат
- † Гиракотери Hyracotherium ӑрат — маларах Eohippus; тен, † палеотериев йышӗнчи хӑш-пӗр тӗспе парафилетикӑллӑ. Виҫӗ ӑрата пайламалли классификаци сӗннӗ:
- † Миниппус Minippus ӑрат
- † Сифргиппус Sifrhippus ӑрат
- † Аренагиппус Arenahippus ӑрат
- † Орогиппус Orohippus ӑрат
- † Ксеникогиппус Xenicohippus ӑрат
- † Anchitheriinae кӗҫӗн йыш
- † Анхитерий Anchitherium ӑрат
- † Парагиппусы Parahippus кӗҫӗн ӑрат
- † Археогиппус Archaeohippus ӑрат
- † Десматиппус Desmatippus ӑрат
- † Гипогиппус Hypohippus ӑрат
- † Калобатиппус Kalobatippus ӑрат
- † Мегагиппус Megahippus ӑрат
- † Мезогиппуссем Mesohippus ӑрат
- † Род Миогиппуссем[7] Miohippus ӑрат
- † Синогиппус Sinohippus ӑрат
- † Анхитерий Anchitherium ӑрат
- Equinae кӗҫӗн йыш
- † Мерикгиппуссем[8] [Merychippus ӑрат
- † Скафогиппус Scaphohippus ӑрат
- † Триба Hipparionini
- † Эвригнатогиппус Eurygnathohippus ӑрат
- † Гиппарионсем Hipparion ӑрат
- † Гиппотери Hippotherium (кормогиппарион, Cormohipparion) ӑрат
- † Нанниппус Nannippus ӑрат
- † Неогиппарион Neohipparion ӑрат
- † Псевд(г)иппарион Pseudhipparion ӑрат
- Триба Equini
- † Астрогиппус Astrohippus ӑрат
- † Калиппус Calippus ӑрат
- † Диногиппус Dinohippus ӑрат
- Лаша ӑрат (Equus, 9—12 яхӑн хальхи тӗс, 7 яхӑн вилсе пӗтни)
- † Гетероплиогиппус Heteropliohippus ӑрат
- † Гиппидион Гиппидионы|Hippidion ӑрат
- † Оногиппидиум Onohippidium ӑрат
- † Параплиогиппус Parapliohippus ӑрат
- † Плезиппус Plesippus ӑрат
- † Плиогиппус Pliohippus ӑрат
- † Акритогиппус Acritohippus ӑрат
- † Еврогиппус Eurohippus ӑрат
- † Гетероплиогиппус Heteropliohippus ӑрат
- † Пробоскидиппарион Proboscidipparion ӑрат
- † Протогиппус Protohippus ӑрат
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Аверьянов А. О., Щипанов Н. А. Лошадиные// Большая российская энциклопедия. Том 18. М.:, 2011, стр. 79
- ^ Переоценка эволюции Equus с использованием последовательности генома лошади раннего среднего плейстоцена. nature.com (26 ҫӗртмен 2013). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Почему зебры не стали домашними животными. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Млекопитающие Казахстана. Т. 3. Ч. 4. Парнокопытные (оленьи, кабарговые, свиные) и непарнокопытные (лошадиные). Алма-Ата, 1984
- ^ Соколов В. Е. Систематика млекопитающих. Отряды: китообразные, хищные, ластоногие, трубкозубые, хоботные, даманы, сирены, парнокопытные, мозоленогие, непарнокопытные. М., 1979
- ^ Hay, Oliver P. (1915). Contributions to the Knowledge of the Mammals of the Pleistocene of North America. Proceedings of the United States National Museum, 48 (2086): 535—549. DOI:10.5479/si.00963801.48-2086.515.
- ^ Полная иллюстрированная энциклопедия. «Млекопитающие» Кн. 2 = The New Encyclopedia of Mammals / под ред. Д. Макдональда. — Омега, 2007. — С. 36. — 3000 экз. — ISBN 978-5-465-01346-8.
- ^ Орлов Ю. А. В мире древних животных. Очерки по палеонтологии позвоночных. — 2-е изд. — М. : Наука, 1968. — С. 70. — 254 с. : ил. — 25 000 экз.