Латин чĕлхи

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Lapis Niger (Хура чул) - латтин çырăвĕллĕ авалхи палăк

Латтин чĕлхи (lingua latina), е латынь, — Итали чĕлхисем шутĕнчи чĕлхе.


Латтин чĕлхи инди-европа чĕлхисен чи авалхи çыру чĕлхисенчен пĕри шутланать.

Паянхи кунсенче латтин чĕлхи католици чиркĕвĕн официаллă чĕлхи пулать.

Европа чĕлхисенче латтинран кĕнĕ сăмахсем çав тери чылай (тĕслĕх: тĕнче лексики).

Латтин алфавичĕ хальхи чылай чĕлхен çырулăхĕн никĕсĕ пулса тăрать.

Истори

Латтин чĕлхи оскпа умпăр чĕлхисемпе пĕрле инди-европа çемьин итали туратне кĕрет. Авалхи Италире аталанса пынă çем латтин чĕлхи ытти итали чĕлхисене аяла хурса анăç Вăтаçĕр тинĕсĕ таврашĕнче мала тухать.

Сĕм авал латтин чĕлхи

Классикăллă латтин

Классикăллă хыççăнхи латтин

Кайри латтин

Урăх чĕлхесене сĕмлени

Латтин чĕлхин халăх пуплев тĕсĕ — халăх латтин чĕлхи — çĕнĕ наци роман чĕлхисемшĕн чĕлхе тĕппи пулса тăрать. Çавсем шутĕнче Апеннин çурутравĕн çĕрĕнче латтин чĕлхинчен улшăнса аталаннă ретороман чĕлхи— Реци рим колонийĕнчи (хальхи Швейцарин тата çурçĕр-тухăç Итали пайĕсенче вырнаçнăскер), Даки (халĕ молдава тата ытти чĕлхесем, çавсем хушшинче уйрăмах классикăллă латтина çывăх сардин чĕлхине асăнмалла.

---

Римлĕнсем герман йăхĕсене пăхăнтарасшăн кĕрешнĕ, анчах та çар ăнăçне тытайман пулин те, римлĕнсемпе германсем хуçалăлăхлă çыхăнусене чылай вăхăт тытса пынă — çак ĕçсене Кобленц (ним. Koblenz, лат. confluentes — юхса пĕрлешекенсем, Кобленц Регенсбург (ним. Regensburg, лат. regina castra), Вена (лат. vindobona) тата ытисем те.

Британире латтин чĕлхин авал йĕрĕсем хула ячĕсенче сыхланса юлнă: -chester, -caster е -castle (лат. castra — çар лагерĕ тата castellum — хӳтлĕх), foss- (лат. fossa — канав, col(n) от лат. colonia — пурăну вырăнĕ: Манчестер (акăлч. Manchester), Ланкастер (акăлч. Lancaster), Ньюкасл (акăлч. Newcastle), Фосбрук (акăлч. Fossbrook), Линкольн (акăлч. Lincoln), Колчестер (акăлч. Colchester).

Морфологи

Латтин чĕлхи, вырăс чĕлхи пекех, чылай шучĕпе синтетикăллă чĕлхе шутланать. Латтин чĕлхин 5 тĕсĕллĕ вĕçлени тата 4 тĕсĕллĕ сăпатлану.

Вĕçлени

Чĕлхере 6 ӳкĕм:

  • Ят (nominativus)
  • Камăнлăх (genetivus)
  • Пару (dativus)
  • Тӳрĕ объект (accusativus)
  • Аблятив, е отложительный (ablativus)
  • Йыхăр (vocativus)

Вырăс чĕлхинчи пекех, виçĕ (грамматика) нĕсĕл:

  • Ар (masculinum)
  • Ама (femininum)
  • Вăта (neutrum)

Сăпатлану

Латтин чĕлхин глаголĕсен 6 вăхăт хорми, 3 наклонени, 2 залог, 2 хисеп тата 3 сăпат.

Латтин глаголĕн вăхăчĕсем:

  • Хальхи вăхăт (praesens)
  • иртнĕ вăхачĕ (imperfectum)
  • Вĕçленнĕ тĕсĕн иртнĕ вăхачĕ (perfectum)
  • Плюсквамперфект, е пулса иртнин умĕ (plusquamperfectum)
  • Пулас вăхăчĕ, е пĕрремĕш пулас (futurum primum)
  • Пулас ум вăхăчĕ, иккĕмĕш пулас (futurum secundum)

Тайăлусем:

  • Кăтарту (modus indicativus)
  • Хушу (modus imperativus)
  • Ӗмĕт (modus conjunctivus)

Залог:

  • Тĕп (genus activum)
  • Тăвăну (genus passivum)

Хисеп:

  • Пĕртен-пĕр (singularis)
  • Нумайлă (pluralis)

Сăпат:

  • Пĕрремĕш
  • Иккĕмĕш
  • Виççĕмĕш

Кӑсӑклӑ фактсем

Çĕрĕсем çинче латынла чи анлă усă куракан çыравсем:

  • Ab hinc - Паянтан (çак самантран)
  • Ad infinitum - Вĕçсĕр
  • In aeternum - ĕмĕрлĕх, манми
  • In saecula saeculorum - ĕмĕр-ĕмĕр!
  • Ad vitam aut culpam - ĕмĕрлĕхе е пĕрремĕш айăпччен
  • А solis ortu usque ad occasum - Хĕвел тухăçран пуçласа хĕвĕл аниччен
  • Aeterna historia - Вĕçсĕр истори
  • Amor omnibus idem - Юрату пурин валли те пĕрех
  • Bonum factum! - Ырлăха та телее!
  • Fac fideli sis fidelis - Хăвна шанакан çынна, шанчăклă пул!
  • Gens una sumus - Эпир - пĕр ăру
  • Ne varietur - Улшăнми
  • Omnia vincit amor et noc cedamus amori - Юрату пурне те çĕнтерсе илет, эпир ăна пăхăнатпăр

Çавăн пекех пăхăр

  • Латтин чĕлхин грамматики
  • Латтин чĕлхин фонетики
  • Латтин ваттисен сăмахĕсем
  • Вульгарлă латынь
  • Европа хулисен латтин ячĕсем

= Усă куракан паллă терминсем

  • Dixi
  • Post Scriptum
  • Nota Bene

Каçăсем