Леванова Евгения Анатольевна
Леванова Евгения Анатольевна (ҫур. 2000 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ, Шупашкар) — илемлӗ гимнастка енӗпе Раҫҫей спортсменки, пилӗк хутчен тӗнче чемпионки, ҫав шутра, ушкӑнпа пурнӑҫланӑ упражненисенче виҫӗ хутчен абсолютлӑ чемпионка (2017, 2018, 2019).
Илемлӗ гимнастика енӗпе пилӗк хутчен тӗнче чемпионки (2017 ҫулта икӗ хутчен, 2018 ҫулта пӗр хутчен). Тава тивӗҫлӗ Раҫҫей спорт мастерӗ, Тӗнче шайӗнчи Раҫҫей спорт мастерӗ(выр.)чăв..
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Шупашкарта ҫуралнӑ. Илемлӗ гимнастикӑпа Чӑваш Республикин илемлӗ гимнастикӑн пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗ Ирина Штайнер ертсе пынипе тӑватӑ ҫултах аппаланма пуҫланӑ. 12 ҫулта Олимп резервӗн Чулхулари училищин илемлӗ гимнастика уйрӑмне вӗренме кӗнӗ.
2017 ҫултанпа Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышне кӗрет. Ӑсталӑхне Раҫҫей сборнӑйӗн тӗп тренерӗ Ирина Винер-Усманова тата Раҫҫей сборнӑйӗн аслӑ тренерӗ Татьяна Сергаева ертсе пынипе туптать.
Аманнӑран тата COVID-19 пандемийӗ хыҫҫӑнхи йывӑрлӑхсене пула Токиори Олимп вӑййисене хутшӑнайман[1]. Спорт карьерине вӗҫленӗ хыҫҫӑн икӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ: П. Ф. Лесгафт ячӗллӗ университетӗнче (илемлӗ гимнастикӑн тренерӗ) тата И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче (журналистика) вӗреннӗ, 2024 ҫулта университетран питӗ аван паллӑпа вӗренсе тухнӑ[2].
2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарта «Чемпионсен пӗрлӗхӗ» ятлӑ илемлӗ тата адаптациллӗ гимнастика центрне уҫнӑ, унта ҫамрӑк спортсменсене, ҫав шутра аутизмлӑ ачасене те, вӗрентет. Шупашкарта ун ячӗпе ҫулсерен турнир иртет[3].
Харпӑр пурнӑҫӗ
Ҫитӗнӳсем
- София хулинче 2018 ҫулта иртнӗ илемлӗ гимнастика енӗпе тӗнче чемпионачӗ (Болгари) — ылтӑн тата кӗмӗл
- Пезаро хулинче 2017 ҫулта илемлӗ гимнастика енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионачӗ (Итали) — ушкӑнпа пурнӑҫланӑ упражненисенче 2 ылтӑн (скакалкӑсемпе мечӗксем)
- Ташкентра 2017 ҫулта иртнӗ Тӗнче кубокӗнчи ушкӑнпа упражненисенче — ылтӑн (нумай енлӗ кӗрешӳ), ылтӑн (обруч), бронза (скакалкӑсемпе мечӗксем).
- Портимаора 2017 иртнӗ тӗнче кубокӗнчи ушкӑнпа хӑнӑхтарусенче — кӗмӗл (нумай енлӗ кӗрешӳ), кӗмӗл (обруч), кӗмӗл (скакалкӑсемпе мечӗксем).
- Гвадалахарӑра 2017 ҫулта иртнӗ Тӗнче кубокӗнчи ушкӑнпа упражненисенче — ылтӑн (нумай енлӗ кӗрешӳ), ылтӑн (скакалкӑсемпе мечӗксем).
- Берлинта 2017 ҫулта иртнӗ Тӗнче кубокӗнчи (Challenge Cup) ушкӑнпа упражненисенче — ылтӑн (нумай енлӗ кӗрешӳ), ылтӑн (обруч), ылтӑн (скакалкӑсемпе мечӗксем).
- Хусанта 2017 ҫулта иртнӗ Тӗнче кубокӗнчи (Челлендж Кап) ушкӑнпа упражненисенче – ылтӑн (нумай енлӗ кӗрешӳ), ылтӑн (обруч), ылтӑн (скакалкӑсемпе мечӗксем).
- 2019 ҫулта Бакура (Азербайджан) иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче — ылтӑн (нумай енлӗ кӗрешӳ), ылтӑн (3 обруч + 4 булава), бронза (5 мечӗк)[7].
Хисепӗсем
- Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ;
- Раҫҫейӗн тӗнче шайӗнчи спорт мастерӗ;
- Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тав сӑмахӗ тата наци символикиллӗ алӑ сехечӗ (2018).
Ӑнлантарусем
- ^ Алексей Рокотов. С нуля. Чемпионка мира по художественной гимнастике - о возвращении (выр.). nn.aif.ru. Аргументы и факты (3 чӳкӗн 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Сайт Чувашского государственного университета (выр.). chuvsu.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ.
- ^ В Чебоксарах проходит турнир Центра гимнастики Евгении Левановой. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Фигурист Ковтун объявил о помолвке с гимнасткой (выр.). РБК Спорт. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Дарья Кирюхина. «Чтобы знала, что моя». Как фигурист Ковтун женился на гимнастке спустя 5 лет отношений (выр.). championat.com. Чемпионат (7 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ.
- ^ Мария Величко. Максим Ковтун и гимнастка Евгения Леванова развелись (выр.). sports.ru. Sports.ru (31 раштавӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ.
- ^ Анна Козина. Российские гимнастки завоевали золото и бронзу в финалах отдельных упражнений ЧМ (выр.). rsport.ria.ru. РИА Новости (22 авӑнӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ.