Лукин Архип Лукич
Лукин Архип Лукич (1895 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ, Янкурас — 1968 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ, Шупашкар) — совет саманин патшалӑх ӗҫченӗ, журналист.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1895 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Етӗрне уесӗнчи Янкурас ялӗнче (хальхи вӑхӑтра Элӗк муниципаллӑ округ йышне кӗрет) ҫуралнӑ[1].
Архип Лукич 1909 ҫулта Халӑх ҫутӗҫ министерствин икӗ класлӑ училищинче пӗлӳ илнӗ. Ун хыҫҫӑн Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ, 1915 ҫулта вӗренсе тухнӑ. 1916 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чугуево ҫар училищине прапорщик званипе вӗренсе пӗтернӗ[2][3].
1915–1918 ҫулсенче салтак, каярах кӗҫен офицер пулса Чӗмпӗрпе Проскуров хулисенчи саппасри пехота полкӗнче, 13-мӗш Беолозёрск пехота полкӗнче, Мускав ҫар округӗн ҫарпа революци штабӗнче хӗсметре тӑнӑ, поручик таран ҫар званипе хӑпарнӑ[2][3].
1918 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен — Национальноҫсен ӗҫӗпе ӗҫлекен халӑх комиссариачӗн Чӑваш уйрӑмӗнчи секретарь. 1919 ҫулта ӑна Мускавран Хусана «Канаш» хаҫат редакцийӗн секретарьне куҫарнӑ. Ӑна Хусанти РКП(б) кӗпӗрне комитечӗн Чӑваш секцийӗн секретарьне суйланӑ. Вӑл «Шурӑмпуҫ» политикӑпа илемлӗ хайлавсен журналӗн редакторӗ, «Хресчен сӑмахӗ» хаҫат редакцийӗн секретарӗ пулнӑ[2].
1921–1925 ҫулсенче Пятигорскра ӗҫленӗ: заготконтора секретарӗ, вырӑнти тавар пуҫтаракансен месткомӗн председателӗ, советсен суту-илӗвӗнче ӗҫлекенсен профсоюзӗн округ правленийӗн секретарӗ пулнӑ[2].
1925–1930 ҫулсенче «Канаш» хаҫатра ӗҫленӗ[2].
1930–1940 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн ЦИК тата СНК ӗҫӗпе управляющийӗн ҫумӗ, Президиум ЦИКӗн секретарӗ пулса тӑрмашнӑ[2].
1938–1940 тата 1956–1966 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн протокол пайӗн заведующийӗ пулнӑ. 1940–1941 ҫулсенче Чӑваш ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, 1941–1956 ҫулсенче — «Чӑваш коммуни» (1952 ҫултан «Коммунизм ялавӗ» ятлӑ пулса тӑнӑ) хаҫат редакцийӗнче вӑй хунӑ[2].
Хисепӗсем
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Йӗркелекенсенчен пӗри : [Чӑваш автономи облаҫне йӗркелессипе ҫыхӑннӑ документсем хатӗрленӗ А. Л. Лукин ҫинчен] // Хыпар. — 2018. — 15 ҫӗртме. — С. 12. — (Ӗмӗр сакки сарлака / кӑларӑма Ю. Михайловпа пӗрле О. Романова, Н. Кедрова хатӗрленӗ).
- Чӑваш пайӗн ҫыруҫи // Хыпар. — 2018. — 19 юпа/октябрь. — С. 12 : сӑн ӳкерчӗк. — (Ӗмӗр сакки сарлака / кӑларӑма Ю. Михайловпа пӗрле И. Миловидова, Н. Кедрова хатӗрленӗ).
- Клементьев, В. Н. Лукин Архип Лукич / В. Н. Клементьев // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 468.
- Лукин Архип Лукич // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 247.