Львов Андрей Степанович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Львов Андрей Степанович, — филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, аслă аçлăлăх ĕçченĕ. 1905 çулта Муркаш районӗнчи Кашмаш ялĕнчи хресчен кил-йышĕнче çуралса ӳснĕ. 1976 çулта вилнĕ.

Кун-çулĕ

Унăн ачалăхĕ çак вăхăтри çынсеннинчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. 1922 çулта, вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, Андрей Степанович Чĕмпĕрти халăха вĕрентес ĕçĕн Чăваш практика институтне вĕренме кĕнĕ, кайран Хусанти Хĕвелтухăç педагогика институтĕнче вĕреннĕ. 1929 çулта пулас тĕпчевçĕ çак институтăн чĕлхепе литература уйрăмĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтра чĕлхе ыйăвĕсемпе кăсăкланнă, малашне наука ĕçне кӳлĕнме ĕмĕт тытнă.

1930-мĕш çулсенче республикăри «Канаш» хаçатра, Мускаври тĕрлĕ журналсенче Андрей Степановичăн чĕлхе наукин, шкулсенче чĕлхе вĕрентес ĕç методикин ыйтăвĕсемпе çырнă чылай статйи пичетленнĕ.

«Чăваш сăмахăсен кĕнеки» словарьне хатĕрлесе пичетлес ĕçе активлă хутшăннă. Чылай ĕçленĕ пултаруллă тĕпчевçă чĕлхе ăслăлахне аталантарас, вырăс чĕлхи учителĕсем хатĕрлес тăлĕшпе.

1958 çултанла Андрей Степанович СССР ăслăлăхсен академийĕн вырăс чĕлхи институтĕнче вăй хунă: вырăс чĕлхин авалçырулăх палăкĕсене, уйрăм сăмахсен пулăвне, чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхи хушшинчи çыхăнусене хăш-пĕр сăмахсен этимологийĕпе çыхăнтарса тĕпченĕ, вĕсене тĕрлĕ кĕнекесемпе журналсенче пичетленĕ. 1963 çулта вăл «Очерки по лексике памятников старославянской письменности» тухтăр диссертацине ăнăçлă хӳтĕленĕ, вăл ĕç вырӑс чӗлхи ăслăлăхĕнче тарăн йĕр хăварнă.

Паллă тĕпчевçе ытларах чĕлхе историйĕ, тĕрлĕ сăмахсен пулăвĕпе шăпи интереслентернĕ, ку тĕлĕшпе вăл нумай статья пичетлесе кăларнă, Андрей Степанович авалхи чăваш (пăлхар) чĕлхи урлă славян чĕлхисене кĕрсе çирĕпленнĕ сăмахсене те тĕпченĕ, вĕсен шăпи пирки чĕлхе ăслăлăхĕнче çĕнĕ сăмах каланă.

Пирĕн ентеш хăйĕн ăслăлăх ĕçĕсемпе ют çĕршывсенче (Югославире, Чехословакире т.ыт. çĕрте те) ирттернĕ наука сессийĕсенче паллаштарнă, вĕсем унти ăслăлăх журналĕсемпе сборникĕсенче кун çути курнă.

Чĕлхе тĕпчевçисем А.С. Львовăн ăслăлăх ĕçĕсене пысăка хурса хаклаççĕ.

Пичетленнĕ ĕçсем

  • Очерки по лексике памятников старославянской письменности. М., 1966;
  • К истории слова грамота в древнерусской письменности // Исследования источников по истории русского языка и письменности. М., 1966;
  • Общеславянское и диалектное в лексике памятников старославянской письменности // Славянское языкознание. VII Международный съезд славистов. Загреб-Любляна, сентябрь 1978. Доклады советской делегации, М.: «Наука», 1978.

Вуламалли

  • М.И.Скворцов. Видный учёный-славист // Советская Чувашия. 30 окт. 1970 г.