Мăн Какшан
Мăн Кокшага, — Киров облаçĕпе Мари Эл республики тăрăх юхакан юханшыв, Атӑлăн сулахай юппи. Юханшыв тăршшĕ 297 çухрăм, бассейн лаптăкĕ — 6 330 çх2.
Ытларах енĕпе юр шывĕпе тулать. Чӳк уйăхĕн пуçламăшĕнче шăнса ларать те ака уйăхĕн варринче пăртан тасалать.
Тавралăх
Малтан юханшыв лăсăллă вăрмансем тăрах юхать. Нумай çĕрте шурлăхлă вырăнсем урлă иртет. Аяларахи юхăмра вара юнашар иртсе тухма çук шурлăхсем вырнаçнă. Атӑла (Куйбышев шывуправне) Кĕçĕн Кокшагăран кăшт çӳрелех Ҫӗнӗ Шупашкара хирĕç юхса кĕрет.
Ял-хуласем
Кикнурпа Санчурск хула евĕрлĕ посёлоксем вырнаçнă. Мари Элте пурăну вырăнĕсем сахал. Юханшыв хĕрринче вырнаçнă ялĕсенчен нумайăшне пăрахса кайнă.
Юханшыв хĕрринче вырăссемпе çармăссем пурăнаççĕ.
Юпписем
Чи пысăк юппи — Мăн Кундыш.