Манаров Муса Хираманович

Манаров Муса Хираманович (лак. Муса Маннаров Хираманнул арс; ҫур. 1951 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ, Баку) — СССР лётчик-космонавчӗ, саппасри полковник, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1988). СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ (1989).

Пурнӑҫӗ

Йӑх-несӗлӗ, пӗлӳ илни

Лак халӑхӗнчен тухнӑ[1]. Харьков хулинчи сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта пӗлӳ илнӗ. Украина ССРӗнчи Клевань посёлокӗнче вӗреннӗ.

Утмӑлмӗш ҫулсен варринче ашшӗне вырӑнти ҫар чаҫӗн командирне лартнӑ хыҫҫӑн Манаровсен ҫемйи Улатӑра (Чӑваш АССР) куҫса килнӗ. 1966 ҫултанпа Муса Улатӑр хулинчи 8-мӗш вӑтам шкулта вӗреннӗ, 1968 ҫулта вуннӑмӗш класа ылтӑн медальпе пӗтернӗ.

Шкул пӗтерсен Мускаври авиаци институтне (вӗҫев аппарачӗсен радиоэлектроника факультечӗ) вӗренме кӗнӗ, 1974 ҫулта унтан вӗренсе тухнӑ.

Профессиллӗ ӗҫӗ-хӗлӗ

1974—1978 ҫулсенче «Энергия» НПО-ра инженер пулса ӗҫленӗ; тӗрлӗ космос аппарачӗсен натурӑллӑ тӗрӗслевӗсене хутшӑннӑ.

1978—1992 ҫулсенче космонавтсен отрядӗнче тӑнӑ. Икӗ хут тӗнче уҫлӑхне вӗҫсе килнӗ. 1979—1982 ҫулсенче «Буран» программӑпа космонавтсен ушкӑнӗн йышӗнче хатӗрленнӗ.

1987 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнчен пуҫласа 1988 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗччен «Союз ТМ-4» космос карапӗпе вӗҫсе хӑпарнӑ, «Мир» орбита комплексӗн (командирӗ — В. Г. Титов(выр.)чăв.) борт инженерӗ пулнӑ, ку вӗҫев 365 талӑк та 23 сехет тӑсӑлнӑ. Каялла «Союз ТМ-6» космос карапӗ ҫинче таврӑннӑ. Ҫапла май космос вӗҫевӗн тӑрршӗпе тӗнче рекордне йӗркеленӗОганджанян С. Б. Манаров // Большая российская энциклопедия. Электронная версия..

1988 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче Манаров Муса Хираманович лётчик-космонавта хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, ӑна Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (11591 №) чысланӑ.

1990 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗнчен пуҫласа 1991 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗччен «Союз ТМ-11» космос карапӗ ҫинче тӗнче уҫлӑхне иккӗмӗш хут вӗҫнӗ, «Мир» орбита комплексӗнче борт инженерӗ пулса ӗҫленӗ, космосра пурӗ 175 талӑк та 2 сехет ирттернӗ.

Тӗнче уҫлӑхӗнче пулнӑ май пурӗ 7 хутччен уҫӑ космоса тухнӑ, ҫак ӗҫчен пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 34 сехет те 23 минутпа танлашнӑ.

Статистика[2]
# Стартланӑ карап Старт, UTC Экспедици Таврӑннӑ карап Ларнӑ, UTC Вӗҫнӗ вӑхӑт Уҫӑ космоса тухни Уҫӑ космосра ирттернӗ вӑхӑт
1 Союз ТМ-4 21.12.1987, 11:18 Союз ТМ-4, Мир-3 Союз ТМ-6 21.12.1988, 09:56 365 талӑк 22 сехет 38 минут 3 13 сехет 47 минут
2 Союз ТМ-11 02.12.1990, 08:13 Союз ТМ-11, Мир-8 Союз ТМ-11 26.05.1991, 10:04 175 талӑк 01 сехет 50 минут 4 20 сехет 16 минут
541 талӑк 00 сехет 28 минут 7 34 сехет 03 минут

1990 ҫултанпа «Энергия» ӑслӑлӑхпа производство пӗрлешӗвӗн космонавт-инструкторӗ пулнӑ. Политика тӗлӗшӗпе аппаланнӑ. 1990—1993 ҫулсенче — РСФСР халӑх депутачӗ. 1992—1995 ҫулсенче — «МКОМ» ТОО тӗп директорӗ.

Мускавра пурӑнать. 1995–2007 ҫулсенче «Выделенные интегральные сети» ХАО директорӗ пулнӑ[3].

Радиолюбителсен позывнойӗ: U2MIR[4] (ex: UV3AM)

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин V пухӑвӗн депутачӗ (2007—2011), «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракци. Хӳтӗлев енӗпе ӗҫлекен комитетӑн пайташӗ пулнӑ[3].

Ҫемье

Ашшӗ — Maнapoв Xиpaмaн Mуcaeвич, 1921 ҫулта ҫуралнӑ, пoлкoвник-инжeнep пулнӑ. Амӑшӗ — Maнapoвa Acвaт Aбдулoвнa — кил хуҫи арӑмӗ пулнӑ, 1926 ҫулта ҫуралнӑ. Мӑшӑрӗ — Maнapoвa Haиля Шугaeвнa, 195З ҫулта ҫуралнӑ, профессипе тухтӑр. Икӗ ача пур: 1980 ҫулта ҫуралнӑ Haида хӗр тата 1981 ҫулта ҫуралнӑ Зaуp ывӑлӗ.

Наградӑсемпе хисеплӗ ятсем

  • Совет Союзӗн Паттӑрӗ (СССР Аслӑ Канашӗн президиумӗ 1988 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче кӑларнӑ указӗ);
  • Ленин орденӗ (1988);
  • Октябрьти Революци орденӗ (1991);
  • «Космоса алла илме пулӑшнӑшӑн» медаль (2011 ҫулхи акан 12-мӗшӗ) — космос уҫлӑхне тӗпчес, алла илес тата усӑ курас енӗпе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, обществӑшӑн хастар ӗҫленӗшӗн[5];
  • Алексей Леонов медалӗ (Кемӗр облаҫӗ, 2015) — уҫӑ космоса ҫичӗ хут тухнӑшӑн[6];
  • «СССР лётчик-космонавлӗ» хисеплӗ ят (1988);
  • Георгий Димитров орденӗ (1988, НРБ);
  • «Ирӗклӗх хӗвелӗ» орден (1988, Афганистан);
  • Хисеплӗ легион орденӗн офицерӗ (1989, Франци);
  • I степеньлӗ «Стара планина» орден (2003, Болгари);
  • тӗнче шайӗнчи «Икар-1989» приз;
  • «Хармон призӗ» хисеплӗ диплом (АПШ);
  • Улатӑр хулин хисеплӗ гражданинӗ (2005);
  • «Дагестан Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден (2011)[7];
  • «Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитни» астӑвӑм медалӗ (2020).

Ун ячӗпе хисепленеҫҫӗ

  • Ҫӑлтӑр: ҫӑлтӑр виҫи: −12,5; тӳррӗн хӑпарни (RA) — 01 сехет те 50 минут та 36,64 ҫеккунт; тайлӑм (δ, dec) — +24° 46′ 13,8″;
  • 2015 ҫулта Дагестан республикинчи Ҫӗнӗ лак районӗнчен вырнаҫнӑ Новочурхар вӑтам шкулӗ ун ячӗпе хисепленме пуҫланӑ.
  • Дагестанри Лак районӗнчи Кумух ялӗнчи шкул та Муса Манаров ячӗпе хисепленет. Ку шкула 2021 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗнче уҫнӑ[8].
  • Ашшӗ ҫуралнӑ ялта — Дагестанри Кумух ялӗнче — ҫурт туса лартнӑ. Муса Манаров ӑна патшалӑх музейне парнеленӗ, хальхи вӑхӑтра унта Муса Манаров ячӗллӗ Кухумри историпе таврапӗлӳ музейӗ ӗҫлет[9].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Герой Советского Союза Манаров Муса Хираманович. «Герои страны». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗ.
  2. ^ Statistics - Manarov Musa Khiramanovich (англ.). spacefacts.de. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Манаров Муса Хираманович (выр.). history.mai.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗ.
  4. ^ U2MIR — Муса Хираманович Манаров. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
  5. ^ Указ Президента Российской Федерации от 12 апреля 2011 года № 436 «О награждении медалью „За заслуги в освоении космоса“». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  6. ^ Первые космонавты получили медали имени Алексея Леонова в Звездном городке. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  7. ^ Указ Президента Республики Дагестан от 17.03.2011 № 29. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.
  8. ^ rutadmin. Школу им. Мусы Манарова открыли в селении Кумух Лакского района - ИЛЧИ (2021-09-01). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗ.
  9. ^ Саид, Сулейманов. Космонавт-рекордсмен, герой, гордость Дагестана и России - Рутульские новости (2024-04-11). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗ.

Вуламалли

  • И. А. Маринин, С. Х. Шамсутдинов, А. В. Глушко (составители). Советские и российские космонавты. 1960—2000 / Под редакцией Ю. М. Батурина. — ООО Информационно-издательский дом «Новости космонавтики», 2001. — ISBN 5-93345-003-0.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем