Матвеева Галина Алексеевна
Матвеева Галина Алексеевна (1957 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ, Аҫӑм Ҫырми, Вӑрнар районӗ, Чӑваш АССР) — журналист, Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ (2007), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1957 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Вӑрнар районӗнчи Аҫӑм Ҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. 1995 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Кӗҫӗн Кипекри вӑтам шкултан, 2001 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
2000—2004 ҫулсенче Кӗҫӗн Кипекри вӑтам шкулта вырӑс чӗлхипе литература учителӗ пулса ӗҫленӗ. 2004 ҫулта «Хыпар» Издательство ҫуртне «Чӑваш хěрарӑмӗ» хаҫат корреспондентне вырнаҫнӑ. 2005 ҫулта «Хыпар» хаҫатӑн журналистика тӗпчевӗсен уйрӑмне ятарлӑ корреспонденчӗн должноҫне куҫарнӑ.
2000-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче, информаци технологийӗсем аталанса ҫитеймен чухне, граждансем ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса пама пулӑшма нумай чухне журналистсенчен ыйтнӑ. Вӑл ҫулсенче хаҫатсем граждансемпе влаҫ органӗсем хушшинчи ҫыхӑну пулнӑ. Багадерова В. Н. граждансем ыйтнине ҫийӗнчех тимленӗ, вырӑнсене тухса ҫӳренӗ, компетентлӑ органсене ҫитнӗ, ҫивӗч ыйтусене татса пама пулӑшнӑ.
Экономика, культура, вӗрентӳ, спорт ыйтӑвӗсем тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ ун пултарулӑхӗнче. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ӗҫ-хӗлне ҫутатасси ун тивӗҫӗ, республика тата федераци пӗлтерӗшлӗ мероприятисенчен аналитика материалӗсем, публицистика статйисем, репортажсем хатӗрлет.
«Чӑваш тěнчи»
Нумай ҫул хушши Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш тěнчи» хаҫат корреспонденчӗ шутланнӑ («Хыпар» Издательство ҫурчӗ — хаҫатӑн учредителӗсенчен пӗри). Чӑваш Республикин культурӑн, искусствӑн паллӑ деятелӗсемпе интервьюсем хатӗрленӗ, чӑваш халӑхӗн культура ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен статьясем ҫырнӑ, чӑваш чӗлхине, культурине, йӑли-йӗркине аталантарас тата упраса хӑварас ӗҫе чунне хывакан ҫынсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Кун пек материалсен пӗлтерӗшӗ пысӑк, вӗсем общество организацийӗсем, уйрӑм хастарсем ирттерекен мероприятисен статусне ӳстерме пулӑшаҫҫӗ. Чӑваш наци конгресӗ ирттерекен мероприятисене, Чӑваш Республикинче те, Раҫҫей Федерацийӗнчи чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсенче те, хастар хутшӑнать. Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ, Уяв, культура ӗҫченӗсен тӗлпулӑвӗсем — вӗсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх «Хыпар» тата «Чӑваш тӗнчи» хаҫатсенче нумай кӑсӑклӑ материал пичетлет.
«Ял пурнӑҫӗ»
2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче реорганизаци мелӗпе Красноармейски районӗн «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатне «Хыпар» Издательство ҫурчӗ» АУ ҫумне хушнӑ хыҫҫӑн В. Н. Багадеровӑна унӑн редакторӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакана лартнӑ[1]. Кӗске вӑхӑтрах кӑларӑм пахалӑх енчен лайӑх енне улшӑннӑ, публикацисенче ҫивӗч шухӑшлӑ ыйтусене хускатаҫҫӗ, округри социаллӑ пурнӑҫпа экономика ӗҫ-хӗлне анлӑн ҫутатаҫҫӗ. Вулакансем те нумайланнӑ — кашни ҫырӑнтару компанийӗпе кӑларӑм тиражӗ ӳссе пырать. Редакцин тӳлевлӗ пулӑшӑвӗсен кӑтартӑвӗсем те лайӑхланнӑ.
Обществӑлла ӗҫсем
Багадерова В. Н. профориентаци ӗҫ-хӗлне те йӗркелесе пырать, Красноармейски округӗнчи шкул ачисемпе, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсемпе тӗлпулусем ирттерет, вӗсене професси, журналистсен ӗҫӗ, редакцин уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен каласа парать. «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат редакцийӗ ҫумӗнче обществӑлла корреспондентсен пӗрлешӗвне йӗркеленӗ, вӗсем хаҫата кӑсӑклӑхӗпе туллилӗхне пысӑк тӳпе хываҫҫӗ. Ҫавӑн пекех поэзие, прозӑна юратакансене пӗрлештерекен литература обществи ӗҫлет. Редакци ҫумӗнче экспертсен клубӗ те ӗҫлет. Журналист муниципаллӑ округра иртекен мероприятисене ҫутатма ҫеҫ мар, йӗркелеме те хутшӑнать[2].
Общество пурнӑҫне те хастар хутшӑнать. Кашни ҫулах «Хыпар» хаҫат парнисемшӗн ирттерекен турнирсене, ҫамрӑк корреспондентсен слётне йӗркелес ӗҫре, тавралӑха упраса хӑварас енӗпе обществӑлла экологи юхӑмӗнче нумай ҫул хушши пуҫарулӑх кӑтартать. Пӗтӗм Раҫҫейри «Наци кросӗ», «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» спорт мероприятийӗсене, ҫавӑн пекех ««Вилӗмсӗр полк», «Георги хӑйӑвӗ» социаллӑ пӗлтерӗшлӗ акцисене тӑтӑшах хутшӑнать.
Ятарлӑ страницӑсем
«Хыпар» хаҫатра социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме хастар хутшӑнать, юлашки ҫулсенче хаҫатра пичетленсе пынӑ ҫак ятарлӑ страницӑсене вулакансем хапӑлласа йышӑннӑ:
- «Ылтӑн туй» (хӑйсен ачисене ҫӗршывӑн тивӗҫлӗ гражданӗсем туса ӳстернӗ ҫемьесем ҫинчен);
- «Ик чӗрере пӗр туйӑм» (толерантлӑх, нацисен хушшинчи килӗшӳ тӗслӗхӗ шутланакан икӗ нациллӗ ҫемьесем ҫинчен);
- «Патриот» (республика, ҫӗршыв аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ патриотла воспитани парассинче пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫынсем ҫинчен);
- «Эпир Афганистана манмастпӑр» (Чӑваш Енӗн нимрен хӑраман ывӑлӗсем, Афган, Чечня вӑрҫисен паттӑрӗсем, ытти хӗрӳ точкӑсене хутшӑннӑ ҫынсем, ятарлӑ ҫар операцийӗн паттӑрӗсем ҫинчен. Вӗсем ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани пама пулӑшаҫҫӗ, иртнине упракан астӑвӑмӑн пӗлтерӗшӗ пысӑккине аса илтереҫҫӗ, хамӑрӑн хастар ҫар ҫыннисемпе мӑнаҫлантараҫҫӗ. Багадерова В. Н. «Раҫҫӗйри Афганистан ветеранӗсен пӗрлӗхӗ» Пӗтӗм Раҫҫӗйри обществӑлла организацин Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗпе, Афганистан вӑрҫин тата ҫар синкерӗсен ветеранӗсен «Вӑрҫӑ инваличӗсем» Пӗтӗм Раҫҫӗйри обществӑлла организацин Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗпе, Германири тата Варшава договорӗнчи ҫӗршывсенчи Совет ҫарӗсен ушкӑнӗсен ветеранӗсен пӗрлӗхӗпе тата ыттисемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет);
- «Нацпроект пурнӑҫа улӑштарать» (наци проекчӗсене малалла ярасси, харпӑр хресчен хуҫалӑхне аталантарасси, ял хутлӑхӗнче ҫурт-йӗр тӑвасси, туризм тата харпӑр ӗҫ пуҫарасси ҫинчен);
- «Пур-ха ялта ӑстасем» (ялта пурӑнакан ал ӑстисем ҫинчен — вӗсем ниме пӑхмасӑр хӑйсен юратнӑ ӗҫӗпе киленсе пурӑнаҫҫӗ, ыттисене савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ);
- «Тӑвансен ытамӗнче» тата ытти те.
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн стипендиачӗ (2005);
- Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗн Хисеп грамоти (2011);
- Чӑваш Республикин Информполитикипе массӑллӑ информаци хатӗрӗсен министерствин Хисеп грамоти (2013);
- Раҫҫей Федерацийӗнчи Журналистсен союзӗн Хисеп грамоти (2014);
- Чӑваш Республикин Информполитикипе массӑллӑ информаци хатӗрӗсен министрӗн Тав хучӗ (2015, 2016);
- Раҫҫей Федерацийӗн Ҫыхӑнупа массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп грамоти (2016);
- Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамоти (2018);
- Чӑваш Республикинчи коррупцие хирӗҫ кӗрешес ыйтусене ҫутатассипе журналистсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи (2019);
- «Чӑваш автономи облаҫне никӗсленӗренпе — 100 ҫул» асӑну медалӗ (2020);
- Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗн Н. В. Никольский ячӗллӗ преми лауреачӗ (2021);
- «Чӑваш Ен террора хирӗҫ» конкурс призерӗ (2021, 2022);
- Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗ (2022);
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2024)[3].
Вуламалли
- Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 259. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.