Матвеев Дмитрий Сергеевич

Матвеев Дмитрий Сергеевич (ҫур. 1994 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ, Шупашкар) — Раҫҫейри театр тата кино актёрӗ. Кинокарьерине 2018 ҫулта «Обычная женщина» сериалти Антон ролӗнчен пуҫланӑ[1].

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ

Дмитрий Матвеев 1994 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Ачалӑхӗ Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче иртнӗ. Шупашкарти 4-мӗш шкулта вӗреннӗ. Ҫуллахи каникулсене Элӗк районӗнчи Синер ялӗнче асламӑшӗ патӗнче ирттернӗ[2]. 13 ҫулта чухне театрпа кӑсӑкланма пуҫланӑ: поэзи каҫӗсене, концертсене тата спектакльсене хутшӑннӑ[3]. Унччен вӑл самбӑпа кӑсӑкланнӑ, анчах йӗтес шӑммине хуҫсан театр еннелле туртӑнма тытӑннӑ[3].

11-мӗш класс хыҫҫӑн Дмитрий Матвеев математикӑпа, акӑлчан тата вырӑс чӗлхисемпе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ та Мускава тухса кайнӑ. Анчах института вӗренме кӗмен, ӗҫе вырнаҫнӑ: домофон уҫҫисене тунӑ, хушма вӗренӳ курсӗсенче шкул ачисене вӗрентнӗ. Кун хыҫҫӑн, театр аслӑ шкулӗнче вӗренес килнине ӑнлансан, Раҫҫей театр искусствин институтне (ГИТИС) кайнӑ, тӳлевсӗр вырӑна тӳрех кӗнӗ[3]. Ӑсталӑхне СССР тата Раҫҫей театр режиссёрӗн Сергей Васильевич Женовачӑн мастерскойӗнче туптанӑ.

ГИТИСран 2017 ҫулта вӗренсе тухнӑ. «Театр искусствин студийӗнче» 4 ҫул ӗҫленӗ, кайран кинора ӳкерӗнме тытӑннӑ. Пӗрремӗш ролӗ — «Обычная женщина» сериалти Антон. Сериал 2017 ҫулта экран ҫине тухнӑ.

2019 ҫулта «Детектив на миллион» детективра Кирилл рольне вылянӑ. 2020 ҫулта ӑна «Вратарь Галактики» фильмра эпизодлӑ роле панӑ. Ҫав ҫулах «СССР» мелодрамӑра Олег рольне вылянӑ[1].

2021 ҫулхи ака уйӑхӗнче Раҫҫейре Чернобыльти АЭСра пулнӑ авари пирки «Чернобыль» фильм проката тухнӑ. Дмитрий Матвеев унта аварире шар курнӑ пушарнӑй рольне вылянӑ. Сюжет тӑрӑх, Алексей Карпушин (Раҫҫейри паллӑ актёр Данила Козловский) пушартан ӗҫтешне, Юрий Кондратюка (Дмитрий Матвеев), илсе тухать[2].

2025 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче ТНТ телеканалпа «День семьи» камитлӗ сериал кӑтартма тытӑннӑ. Унта эпиоздлӑ роле вылянӑ[4].

Ҫемье

Ашшӗ Сергей Николаевич Матвеев — ҫар ҫынни, отставкӑри подполковник, Элӗк районӗнче ҫуралнӑ. Амӑшӗ — Нина Сергеевна Матвеева Ӗренпур облаҫӗнчи Михавловское салинчен, банкра операторта ӗҫлет[5]. Ашшӗ-амӑшӗ Шупашкарта пурӑнать. Дмитрий вӗсем патне ҫур ҫулта пӗрре те пулин кайса килме тӑрӑшать[3].

Фильмографи

Театр

  • «Заповедник» — Михал Иваныч Сорокин
  • «Три сестры» — Федотик Алексей Петрович
  • «Один день в Макондо» — Макондо йӗркелӳҫин аслӑ ывӑлӗ

Кино

  • 2018 — «Обычная женщина» — Антон
  • 2018—2019 — «Стажёры» — Костя (Штрих)
  • 2019 — «Детектив на миллион» — Кирилл
  • 2020 — «Вратарь Галактики» — эпизодлӑ роль
  • 2020 — «СССР» — Олег
  • 2020 — «Чернобыль» — Юра Кондратюк
  • 2022 — «1941. Крылья над Берлином» — радист
  • 2023 — «Жить жизнь» — Аньӑн савнийӗ
  • 2023 — «Белый список» — тӗп антагонист
  • 2024 — «Империя: Александр I» (документлӑ фильм) — I Николай император
  • 2024 — «Постучись в мою дверь в Москве» — Дмитрий
  • 2025 — «Злой город» — салтак ачи
  • 2025 — «Хроники русской революции» — Батюшин адъютанчӗ
  • 2025 — «День семьи» — эпизодлӑ роль.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Дмитрий Матвеев. Кино-театр.ру. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Дарья Кошкина. Чебоксарец сыграл в фильме “Чернобыль”, где Данила Козловский тащил его на руках (выр.). ПроГород.Чебоксары (17 ҫӑвӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4 Елизавета Маслова. Актер из Чебоксар, снимающийся со звездами, рассказал про путь в большое кино. ПроГород.Чебоксары (29 чӳкӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ.
  4. ^ Анна Макарова. Актер из Чебоксар снялся в новом комедийном сериале на ТНТ (выр.). ПроГород.Чебоксары (16 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
  5. ^ И. В. Иванова. Паллӑ ҫынсемпе пӗр сӑнлисене пасарта та шыраҫҫӗ. Хыпар. Издательский дом «Хыпар» (30 ҫӗртмен 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ.