Медиков Пётр Тимофеевич

Пётр Тимофеевич Медиков (1906, Сиктĕрме-Хусанкай, Элкел районĕ1942) — совет саманин чӑваш театрпа кино актёрӗ. К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ. 1941 ҫулта репрессиленӗ, 1957 ҫулта вилнӗ хыҫҫӑн реабилитациленӗ.

Пурнӑҫӗ

1906 ҫулта Хусан кӗпӗрнинчи Сиктерме ялӗнче (хальхи — Тутарстан Республикин Элкел районӗ) ҫуралнӑ[1].

Хусанти педагогика училищинче вӗреннӗ, унта Петр Осипов ертсе пыракан драма кружокне ҫӳренӗ[2]. 1928 ҫулта К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫумӗнчи чӑваш студине (ертӳҫи — И. А. Слободской) вӗренсе пӗтернӗ[1].

1927 ҫултан пуҫласа 1941 ҫулччен К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче актёр пулса ӗҫленӗ[1]. 1930 ҫулта «Чӑвашкино» студи кӑларнӑ «Киремет кати» фильмра ӳкерӗннӗ[1][3].

1941 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗнче советсене хирӗҫле агитаци тунӑшӑн (РСФСР УК 58-мӗш статйин 10-мӗш пункчӗпе) арестленӗ[4]. 1941 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗнче Чӑваш АССР Аслӑ сучӗн пуҫиле ӗҫсен коллегийӗ ӑна 8 ҫуллӑха тӗрмене хупма тата 3 ҫуллӑха суйлав правинчен хӑтарма йышӑннӑ[4]. РСФСР Аслӑ сучӗн пуҫиле ӗҫсен коллегийӗ 1941 ҫулхи юпан 26-мӗшӗнче приговора улшӑнусӑр хӑварнӑ[4].

1942 ҫулта (хӑш-пӗр даннӑйсем тӑрӑх — 1941 ҫулта) вилнӗ[4]. 1957 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗнче РСФСР Аслӑ сучӗн Президиумӗ ӑна вилнӗ хыҫҫӑн реабилитациленӗ[4].

Пултарулӑхӗ

Театрта тата кинора 50 ытла роль вылянӑ[1].

Театрти паллӑ ролӗсем

  • Иван Грозный — А. Н. Островскин «Василиса Мелентьева» пьесипе лартнӑ спектакльте[1][3];
  • Айдар тата Ахтубай — П. Осиповӑн «Айдар» пьесипе лартнӑ спектакльте[1];
  • Степан — Ф. П. Павловӑн «Ялта» пьесипе лартнӑ спектакльте[1];
  • Михетер — К. В. Ивановӑн поэми тӑрӑх А. Кӑлканпа В. Алагер ҫырнӑ «Нарспи» спектакльте[1];
  • Гаврила — И. С. Максимов-Кошкинскин «Сатурпа Илем» спектаклӗнче[1];
  • Железнов — М. Горькин «Васса Железнова» хайлавӗпе[1];
  • Тамир — М. Трубина ҫырнӑ «Килет» спектакльте (ҫак рольшӑн премие тивӗҫнӗ)[1].

Фильмографи

  • 1930 — «Киремет кати» — «Чӑвашкино» студийӗ[1][3]

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13 Медиков Петр Тимофеевич (актер; 1906-1942). Чӑваш ен еткерлӗхӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
  2. ^ Сиктĕрмери Уявра Хусанкай урамĕ ян янрарĕ (чăв.), Знамя Труда (2026-07-14). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3 Календарь. gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Медиков Петр Тимофеевич (1906). ru.openlist.wiki. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Медиков Петр Тимофеевич // Чуваши Татарстана = Тутарстан чӑвашӗсем. — Чебоксары, 2006. — C. 513.
  • Кириллов, Г. В. Медиков Петр Тимофеевич (1906-1942) / Г. В. Кириллов, М. Г. Митина // Актеры, любимые народом / Г. В. Кириллов, М. Г. Митина. — Чебоксары, 2018. — С. 88-90 : фот.
  • Медиков Петр Тимофеевич // Чуваши Татарстана = Тутарстан чӑвашӗсем. — Чебоксары, 2006. — C. 513.