Медицина ӗҫченӗн кунӗ

Тӗрӗслесе тухнӑ статья

Медицина ӗҫченӗн кунӗ[1][2] (калаҫура Медик кунӗ[3]) — сывлӑх сыхлав сферинче ӗҫлекен специалистсен професси уявӗ, ӑна ҫулсерен ҫӗртме уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче Раҫҫейре[2][4], Беларуҫре[5], Казахстанра[6][7], Арменире[4], Латвире[8], Молдовӑра[4] паллӑ тӑваҫҫӗ. Ытти патшалӑхсенче (СССР республикисен шутне кӗнисенче) ҫак уява урӑх кунра палӑртаҫҫӗ: Литвара ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче (2001 ҫултанпа)[9], Украинӑра ҫӗртмен 27-мӗшӗнче (2023-мӗш ҫултанпа)[10], Киргизире ҫӗртме уйӑхӗн пӗрремӗш вырсарникунӗнче[11], Азербайджанра ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче (2001 ҫултанпа)[12], Таджикистанра Авиценна кунӗнче — ҫӗртмен 18-мӗшӗнче[13].

Историйӗ

СССР-та уява официаллӑ мар шайра 1950 ҫултанпа паллӑ тунӑ[14]. Официаллӑ майпа, пӗр ҫӑлкуҫпа килӗшӳллӗн, Медицина ӗҫченӗн кунне СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн хушӑвӗпе 1965 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнче йӗркеленӗ[15]. Тепӗр ҫӑлкуҫсем тӑрӑх, ҫакна СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1980 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчи 3018-Х №-лӗ «Уяв тата асӑну кунӗсем ҫинчен» хушу пулнӑ (СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1988 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнчи 9724-XI хушӑвӗн «СССР уяв тата асӑну кунӗсем ҫинчен калакан саккунсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» редакцийӗ)[16]. СССР арканнӑ хыҫҫӑн професси уявӗ тата унӑн йӑлисем упранса юлнӑ. Медицина ӗҫченӗн кунне кашни ҫулах ҫӗртме уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ[17].

undefined

Йӑлисем

Медицина ӗҫченӗн кунӗнче Раҫҫей регионӗсенче уяв концерчӗсем, сывлӑх сыхлавӗнче ӗҫлекен специалистсене чысланисем (чаплӑ лару-тӑрура медицина ӗҫченӗсене хисеп хучӗсемпе, дипломсемпе тата тӗрлӗ паллӑсемпе чыслаҫҫӗ, «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ»(выр.)чăв. тата «Раҫҫей Федераци сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ»(выр.)чăв. ятсене параҫҫӗ)[18][19].

«Призвание» медицина премийӗ

2001 ҫултанпа Раҫҫейре ҫулсерен медицина ӗҫченӗн кунӗ умӗн «Призвание» тӗп медицина премийӗпе чыслаҫҫӗ, проекта Пӗрремӗш каналпа Раҫҫей Федерацийӗн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерстви(выр.)чăв. пурнӑҫлаҫҫӗ (2012 ҫултанпа Раҫҫей Федерацийӗн Сывлӑх сыхлав министерстви). Юлашки 10 ҫулта Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи 350 яхӑн тухтӑр преми лауреачӗ пулса тӑнӑ[20].

undefined

Медиксен балӗ

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, медицина ӗҫченӗн кунӗ тӗлне Мускавра ҫулсерен Медиксен балӗ (пухӑннӑ укҫа-тенкӗн пӗр пайне ыркӑмӑллӑх фончӗсене куҫараҫҫӗ) иртет[21]. Унта тӗрлӗ специальноҫра палӑрнӑ тухтӑрсем тата Раҫҫей Федерацийӗн Сывлӑх сыхлав министерствин ҫыннисем хутшӑнаҫҫӗ. Кашни ҫул Бала дебютантсем (Раҫҫей Федерацийӗнчи мӗнпур медицина вузӗсенчи чи лайӑх студенчӗсен йышӗнчен йӗркеленӗ 22 мӑшӑр) уҫасси йӑлана кӗнӗ[22]. Мероприятине классикӑллӑ Вена балӗн(выр.)чăв. формачӗпе усӑ курса йӗркеленӗ, вӑл Раҫҫейӗн патша саманинчех модӑра пулнӑ[23].

undefined

Пирогов орденӗ

2020 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗнче пӗрремӗш хут тухтӑрсене Медицина ӗҫченӗн кунӗнче «Кӑшӑлвирус инфекцийӗпе (COVID-19) кӗрешме тӳпе хывнӑшӑн, тухтӑр тивӗҫне пурнӑҫланӑ май хӑйсене шеллемесӗр пысӑк профессионализма кӑтартнӑшӑн» Пирогов орденӗпе(выр.)чăв. чысланӑ[24]. Наградӑланисен шутӗнче: стационарсен, поликлиникӑсен, лабораторисен, васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн станцийӗсен, специализациленӗ медицина центрӗсен тата ытти медицина организацийӗсен медицина ӗҫченӗсем[25].

undefined

Раҫҫейӗн чылай хулинче ҫак кун (е ун умӗн) регионти медицина премийӗсемпе чыслаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, 2002 ҫултанпа Свердловск облаҫӗнчи медицина ӗҫченӗсене кашни ҫул профессиллӗ ӗҫе хавхалантаракан «Медицина олимпӗ» преми параҫҫӗ[27].

Раҫҫейӗн кашни регионӗнче те ҫак кун (е ун умӗн) тӗрлӗ конференцисем, ӑслӑлӑхпа практика семинарӗсем тата Раҫҫейри тата тӗнчери медицина сообществин опычӗпе паллашма пулӑшакан ытти мероприятисем иртеҫҫӗ[28][18].

Чӑваш Республикинче уявлани

Чӑваш Республикинче Медицина ӗҫченӗн кунне ҫулсерен Шупашкарти чи пысӑк концерт залӗсенче (Чӑваш патшалӑх филармонийӗ, Трактор тӑвакансен керменӗ), театрсенче (Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ, К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ) пухӑнса палӑртаҫҫӗ[29]. Медицина ӗҫченӗсене республикӑн ертӳҫисем саламлаҫҫӗ[30], ӗҫре палӑрнисене чыслаҫҫӗ, концерт иртет[31]. Ҫавӑн пекех ку уява кашни медицина учрежденийӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Кӑсӑклӑ фактсем

  • Медицина ӗҫченӗн тумӗпе XIX ӗмӗрте усӑ курма пуҫланӑ. Акӑлчан тухтӑрӗ Джозеф Листер шурӑ тӗс ҫинче тасамарлӑх лайӑхрах курӑнни ҫинчен пӗлтернӗ, ҫапла май санитарине тивӗҫтермешкӗн кашни тухтӑрӑн шурӑ халат тӑхӑнмалла[32].
  • Авалхи грек тухтӑрне Гиппократа «медицина ашшӗ» теҫҫӗ[33].
  • «Гиппократ тупи» оригиналлӑ текста вырӑсла куҫарма самай йывӑр. Ҫавӑнпа ӑна тӗп вырӑнсене илсе улӑштарнӑ. Текста медицина учрежденийӗсенчен вӗренсе тухакан кашни ҫын калать.
  • Медицина ӗҫченӗн кунӗпе пӗрлех тӗнчери нумай ҫӗршывра Пӗтӗм тӗнчери тухтӑр кунне[34], ҫавӑн пекех вӑл е ку специализацисен професси уявӗсене палӑртаҫҫӗ: Пӗтӗм тӗнчери стоматолог кунне(выр.)чăв., Пӗтӗм тӗнчери медаппа кунне(выр.)чăв., Пӗтӗм тӗнчери травматолог кунне тата ыттине[35]. Раҫҫейре врач-специалистсен професси уявӗсене паллӑ тӑваҫҫӗ: Фельдшер кунӗ, Неонатолог кунӗ, Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн ӗҫченӗсен кунӗ(выр.)чăв. тата ытти те[36].

Ӑнлантарусем

  1. ^ День медицинского работника. Сalend.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Праздничные (нерабочие) дни, профессиональные праздники и памятные дни. КонсультантПлюс. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  3. ^ Ожегов С. И., Шведова Н. Ю. Толковый словарь русского языка. — Российская академия наук. Институт русского языка имени В. В. Виноградова| Азбуковник, 1997. — 944 с.
  4. ^ 1, 2, 3 День медицинского работника в 2024 году: история и традиции праздника. Комсомольская Правда (18 ҫӗртмен 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
  5. ^ День медицинского работника: поздравьте любимого доктора 18 июня. Sputnik. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ.
  6. ^ В Казахстане отмечают День медицинского работника. Служба центральных коммуникаций при Президенте Республики Казахстан (18 ҫӗртмен 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  7. ^ Казахстанцы будут отмечать 35 профессиональных праздников. Tengrinews. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
  8. ^ Город поздравил медиков с профессиональным праздником. TV DAUTKOM (17 утӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  9. ^ День медработника Литвы. Vis24 (27 акан 2020). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  10. ^ Указ Президента Украины «Про День медицинского работника». Верховная Рада Украины. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ.
  11. ^ День медицинского работника: цифры и факты. Национальный статистический комитет Кыргызской Республики (1 ҫӗртмен 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  12. ^ Сегодня профессиональный праздник медицинских работников Азербайджана. Азербайджанское Государственное Информационное Агентство (17 ҫӗртмен 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  13. ^ Алиев Ш. Без клятвы Гиппократу: почему в Таджикистане становится меньше врачей? sputniknews (18 ҫурлан 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  14. ^ К истории дня медицинского работника. История медицины. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
  15. ^ День медицинского работника в России. Справка. РИА Новости (29 нарӑсӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
  16. ^ Праздничные дни, профессиональные праздники и памятные дни: ИЮНЬ. КонсультантПлюс. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  17. ^ Когда отмечают День медицинского работника. История праздника. В этот день поздравляют врачей и других работников здравоохранения. РБК (23 ҫӑвӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
  18. ^ 1, 2 Олеся Роженцова. Когда отмечают День медицинского работника. История праздника. РБК (25 ҫӑвӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  19. ^ День медицинского работника 2023: история праздника, традиции и поздравления. Viascio.ru (12 ҫӗртмен 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  20. ^ Премия лучшим врачам России «Призвание». Призвание (15 ҫурлан 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  21. ^ В день медицинского работника в Москве пройдет Бал медиков. РБК (16 утӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  22. ^ Бал медиков. Бал Медиков (18 пушӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  23. ^ В день медицинского работника в Москве пройдет Бал медиков. РБК (16 ҫӗртмен 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
  24. ^ Учреждены новые государственные награды России. История Медицины (22 ҫӗртмен 2020). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  25. ^ Опубликованы указы Президента о награждении работников российских медицинских и научных учреждений орденом Пирогова и медалью Луки Крымского. kremlin.ru (21 ҫӗртмен 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
  26. ^ Президент наградил 59 пермских медиков орденом Пирогова и медалью Луки Крымского. perm.kp.ru (21 ҫӗртмен 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
  27. ^ В Екатеринбурге прошла ежегодная премия «Медицинский олимп». Свердловской Областное Телевидение (16 ҫӗртмен 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  28. ^ Анушевская А. День медицинского работника: история и традиции праздника. Аргументы и Факты (19 ҫӗртмен 2016). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  29. ^ В Чувашии медики отметили профессиональный праздник на балу (выр.). ИД «Грани» (22 ҫӗртмен 2015). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
  30. ^ 16 июня — День медицинского работника (выр.). Средство массовой информации сетевое издание «Чувашинформ.рф» (16 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
  31. ^ В Чебоксарах состоялось торжественное мероприятие, посвящённое Дню медицинского работника (выр.). Министерство здравоохранения Чувашской Республики (14 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
  32. ^ День медицинского работника в 2024 году: история и традиции праздника. kp.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
  33. ^ Гиппократ. История медицины. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
  34. ^ 3 октября - Международный день врача. Первый Московский государственный медицинский университет имени И. М. Сеченова (1 юпан 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  35. ^ Праздники в 2023 году. Мурманская Областная Клиническая больница (12 акан 2020). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  36. ^ Профессиональные медицинские праздники. Мурманская Областная Клиническая больница. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.