Михайловский Иван Алексеевич
Михайловский Иван Алексеевич (1931 ҫулхи акан 21-мӗшӗ, Аслӑ Пӑла Тимеш, Елчӗк районӗ, Чӑваш АССР — 1977 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ, Аслӑ Пӑла Тимеш, Елчӗк районӗ, Чӑваш АССР) — совет ялхуҫалӑхӗн малта пыраканӗ, Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Ворошилов ячӗллӗ колхоз (1959 ҫултанпа — «Победа» колхоз) колхозникӗ, тракторисчӗ, бригадирӗ, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1966).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1931 ҫулхи ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче (халӗ Чӑваш Республикинчи Елчӗк районне кӗрет) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Чӑваш.
16 ҫулта ялти шкулта 7 класс вӗренсе пӗтернӗ те колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ: малтан колхозник пулса, унтан трактористсен курсне вӗренсе тухса механизатор пулса. 1955 ҫулта трактористсен бригадине ертсе пыма ҫирӗплетнӗ, 1960 ҫулта колхозӑн 5-мӗш комплекслӑ бригадине шанса панӑ. Бригадӑн 1200 гектар ҫӗр, шултра мӑйракаллӑ выльӑх ферми, чӑх-чӗп ферми, ялхуҫалӑх техники пулнӑ.
Михайловский ертсе пыракан бригада темиҫе ҫул элита сорчӗллӗ тырпул вӑррисене туса илессипе ӗҫленӗ. Тырпул тухӑҫӗ те яланах пысӑк пулнӑ: гектартан 22—32 центнер тырпул, 155—320 центнер ҫӗрулми, 736—917 центнер выльӑх кӑшманӗ, 622—750 центнер силос валли кукурус. 1966 ҫулхине симменталь ӑратлӑ кашни ӗнерен вӑтамран 3083 кг сӗт суса илнӗ, кашни чӑх 231 ҫӑмарта тунӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1966 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Ленин орденӗ тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса тулӑ, ыраш, хуратул, рис, ытти пӗрчӗллӗ тата выльӑх апачӗлӗх культурӑсене туса илес тата хатӗрлес ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн тата техникӑпа пысӑк тухӑҫлӑ усӑ курнӑшӑн Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ят панӑ[2] [3].
1967 ҫулта Михайловский бригади Чӑваш АССРӗнче чи пысӑк тулӑ тухӑҫӗ — гектартан 32,4 центнер — пухса кӗртнӗ.
1977 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче вилнӗ. Тӑван ялӗнче пытарнӑ.
Обществӑлла ӗҫ
- СССР Аслӑ Канашӗн 8-мӗш суйлаври (1970—1974) депутачӗ пулнӑ.
- Елчӗк районӗн халах депутачӗсен Канашӗн тата Аслӑ Пӑла Тимеш ял Канашӗн депутачӗ пулнӑ.
- КПСС Елчӗк райкомӗн пайташӗ пулнӑ.
Хисепӗсем
- Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ механизаторӗ (1966),
- Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (23.06.1966),
- Ленин орденӗ (23.06.1966, № 381806),
- «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль (23.06.1966, № 14004),
- Октябрь Революцийӗн орденӗ (08.04.1971),
- «Хисеп Палли» орден (10.03.1976),
- СССР ВДНХ икӗ ылтӑн медалӗ,
- медальсем.
Астӑвӑм
- 1967 ҫулта И. А. Михайловский ятне Чӑваш АССРӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑх Кӗнекине ҫырса хунӑ.
- 1967 ҫулта ятне Елчӗк районӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑх Кӗнекине ҫырса хунӑ.
- Михайловский Иван палӑкне Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче уҫнӑ Паттӑрсен Аллейинче вырнаҫтарнӑ[4].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Исаев Ю. Н. Чувашская энциклопедия (выр.) — Чувашское книжное издательство, 2006. — С. 2567. — 2567 с. — ISBN 978-5-7670-1471-X
- ^ http://www.nbchr.ru/People_work/html/M/110_mihajlovski2.htm
- ^ http://www.nbchr.ru/People_work/html/M/110_mihajlovski2.htm
- ^ https://agro.cap.ru/news/2022/10/29/alleyu-geroev-otkrili-v-sele-yantikovo-yaljchiksko?ysclid=m6mi89k8wb861042932
Вуламалли
- Алексеев, Н. Ӗҫ паттӑрне асӑнса / Н. Алексеев // Елчӗк ен. — 2013. — 6 утӑ. — С. 4.
- Андреев, Н. Вспомнили Героя / Н. Андреев // Советская Чувашия. — 2011. — 4 мая. — С. 3.
- Иванов, П. Бригадир : [Елчěк районěнчи «Победа» колхоз бригадирě çинчен] / П. Иванов // Коммунизм ялавě. – 1966. – 30 июнь.
- Карягин, С. А. Иван АВлексеевич Михайловский: 1931-1977. Сердце хлебороба / С. А. Карягин // Работники сельского хозяйства. — Чебоксары, 2014. — С. 263-272.
- Мадебейкин, И. Н. Михайловский Иван Алексеевич / И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 113.
- Михайловский Иван Алексеевич // Яльчикский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2007. — С. 221.
- Михайловский Иван Алексеевич // Ими гордится Чувашия : их имена занесены в Почетную Книгу Трудовой Славы и Героизма ЧАССР / сост.: М. В. Демидов, – Чебоксары, 1987. – С. 76-77 : фот.
- Михайловский, И. А. Богатырские культуры // Совет. Чувашия. – 1968. – 11 мая.
- Свидетельство о внесении в Почетную Книгу Трудовой Славы и Героизма ЧАССР // Почетная книга.
- И. А. Михайловский : [некролог] // Совет. Чувашия. – 1977. – 29 окт. : фот.
- Петров, Г. Наш современник : [о Герое Соц. Труда] / Г. Петров // Наши земляки – Герои Социалистического Труда : [сб. очерков] / ред.: Г. А. Грабовецкая, – Чебоксары, 1971. – С. 201-203 : фот.