Моис Иван Григорьевич
Пурнăçĕ
1912 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕнче çуралнă.
Нурăсри иккĕмĕш сыпăкри шкулта, Мускаври журналистика тата педагогика институтĕнче вĕреннĕ.
Вăрçă кунĕсенче дивизи хаçачĕн литература ĕçтешĕ пулнă. Кунта ăна малтан Шупашкарти «Канаш» хаçат редакцийĕнче пухнă пĕлӳ вырăнлă пулнă.
Вăрçă хыççăн Моис «Коммунизм ялавĕ» хаçат корреспонденчĕ, колхоз тата райĕçтăвкомĕн председателĕ пулнă.
Пултарулăх ĕçĕсем
1930-мĕш çулсенче «Çĕнтерӳ хирĕсенче» очерк кĕнеки (1937) тата «Çер чĕнет» калавсен пуххи (1935) тухнă. «Эпир лашман йăхĕнчен» роман çырса кăларнă. Романăн пĕрремĕш кĕнеки 1986 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă, иккĕмĕшĕ Çĕмĕрле район хаçатĕнче пичетленнĕ. Виççĕмĕшĕ вара Иван Григорьевичăн архивĕнче ал çырăвĕсем пек юлнă.