Монтекассино
Монтекассино | |
---|---|
итал. Monte Cassino | |
Администраципе территори пайӗ | Кассино[d] |
Патшалӑх | |
Ту хысакӗ | Апеннины[d] |
Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш | 520 метр |
Тӗнче пайӗ | Европа |
![]() |
Монтекассино (итал. Montecassino) — Италири вырӑн, Римран 120 ҫухрӑма яхӑн кӑнтӑр-тухӑҫалла вырнаҫнӑ. Кунта Кассино хулинчен анӑҫ енче чуллӑ сӑрт ҫинче Европӑри чи ватӑ тата чи пысӑк мӑнастирсенчен пӗри вырнаҫнӑ. Ҫакӑнтан мӑнастирӗн пурте пӗлекен лат. Mons Casinus ят, тепӗр май каласан, «Казин (Кассин) ту хысакӗ», пулса кайнӑ та.
Мӑнастир историйӗ
530 ҫула тӗлнелле Нурсири Бенедикт кунта бенедиктсен орденне (лат. Ordo sancti Benedicti), Анӑҫ Европӑри католиксен чи авалхи монах орденне никӗсленӗ.
Христиансен малтанхи ҫурт-йӗрӗсемпе час-часах пулса иртнӗ пекех, мӑнастире ӗлӗк суя тӗнӗн ҫурт-йӗрӗ пулнӑ вырӑнта туса лартнӑ. Ку тӗслӗхе илес пулсан сӑрт тӑрринче унччен Аполлон храмӗ ларнӑ, ӑна йӗри-тавра хӳме тытса ҫавӑрнӑ пулнӑ. Храм Кассино ятлӑ пӗчӗк хула тӗлӗнче ларнӑ, унта пурӑнакан халӑх тӗпрен илсен суя тӗн ҫыннисем пулнӑ, хулине хӑйне вара кӑшт маларах остготсем тустарса тухнӑ пулнӑ.
Чи малтанах сӑваплӑ Бенедикт Аполлон кӳлепине ҫапса ҫӗмӗрнӗ те суя тӗн алтарьне аркатнӑ. Пурӑнма куҫнӑ ҫӗнӗ вырӑна вӑл Шыва кӗртекен Иоанна халалланӑ.
Бенедикт кунта пурнӑҫӗ вӗҫне ҫитичченех пурӑннӑ. Монтекассинора вӑл хӑйӗн «Сӑваплӑ Бенедикт уставне» ҫырнӑ, анӑҫри монахӗсен хушшинче вӑл саккун никӗсне палӑртакан принципсем вырӑнӗнчех пулнӑ.
542 ҫулта кунта остготсен патши Тотила пырса кайнӑ. 580 ҫулта лангобардсем тапӑннӑ пирки мӑнастир манахӗсем Рима куҫса кайнӑ, мӑнастире VIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫеҫ юсанӑ. Монтекассино Каролингсен чӗрӗлӳ тапхӑрӗнче аталанса ҫитсен, 883 ҫулта ӑна каллех сарацинсем тустарнӑ. Каярахпа мӑнастире пӗрре мар тапӑннӑ, ҫаратнӑ та тустарнӑ, 1030 ҫулта ӑна норманнсем ярса илнӗ, 1230 ҫулта монахсене II Фридрих император хӑваласа кӑларнӑ.
VIII ӗмӗрте чаплӑ лангобард йӑхӗнчен тухнӑ ҫын Павел Диакон (Paulus Diaconus) кунта мӑнах пулнӑ, кунта вӑл куҫне хупнӑ, вӑл лангобардсен историкӗ, Аслӑ Григорий пурнӑҫне (ҫак папа кун-ҫулне ҫырса кӑтартнӑ пӗрремӗш ӗҫ шутланать) ҫырса кӑтартаканӗ. XI ӗмӗрте кунта Африкӑри Константин тухтӑр, Европа халӑхне арапсен медицинипе паллаштарнӑскер, монах пулнӑ.
Аббатлӑх ҫӗнӗрен XIV ӗмӗрте вӑйлӑ аталанма тытӑннӑ. Монтекассинора ун чухне антикӑпа христиансен малтанхи тапхӑрти литературӑн Европӑри чи пысӑк библиотекӑсенчен пӗри вырнаҫнӑ, кунта скрипторипе шкул йӗркеленӗ. Пӗр вӑхӑт кунта Аквино Фоми тата вӑтам ӗмӗрсенчи ытти паллӑ ҫын ӗҫленӗ. Мӑнастирӗн виҫӗ аббачӗ каярахпа рим паписем пулса тӑнӑ — IX Стефан, III Виктор тата X Лев (Медичи, Чаплӑ Лоренцо ывӑлӗ) пулса тӑнӑ. Аббатлӑхӑн пысӑк ҫӗр лаптӑкӗсем пулнӑ, паплӑха Европӑра хуҫа пулмашкӑн хастар пулӑшса тӑнӑ.
1258 ҫулта Себоргӑра ҫуралнӑ Томмазо Берард цистерциансен орденӗн Аслӑ Магистрӗ хушнипе Себорга кнеҫлӗхӗ аббатлӑха пӑхӑнма пуҫлани пирки хушу кӑларнӑ, 1579 ҫулччен манахсем — ҫак аббатлӑхӗн воинӗсем — ҫак ҫӗршыва тытса тӑнӑ, ку Сӑваплӑ Престол хушӑвӗпе вӗсене Сӑваплӑ Гонорат утравне турккӑ карапӗсенчен хӳтӗлеме куҫариччен тӑсӑлнӑ.
X ӗмӗртенпе Монтекассино мӑнастире Кӑнтӑр Италири Понтекорво (Pontecorvo) территорийӗ пӑхӑнса тӑнӑ, унӑн центрӗ ҫавнашкал ятлӑ хулара вырнаҫнӑ. XV ӗмӗрте ӑна Папа облаҫне куҫарса панӑ.
Архитектура

1349 ҫулта ҫӗр чӗтренни пула арканнӑ мӑнастире 1366 ҫулта ҫӗнӗрен юсаса лартнӑ, ҫапах та хӑйӗн хальхи сӑнне вӑл XVII ӗмӗрте кӑна йышӑннӑ, ун чухне аббатлӑх неаполь бароккон хрестомати тӗслӗхӗ пулса тӑнӑ. Тӗрӗс архитектурӑпа килӗшӳллӗ вырнаҫӑва Лука Джордано, Франческо Солимен, Франческо де Мура, Джованни де Маттеис пек художниксен ӗҫӗсемпе калӑпланӑ капӑр интерьерсем те илем кӳлеҫҫӗ. 1930–1943 ҫулсем хушшинче мӑнастир патне пысӑк канат ҫулне хывнӑ. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче шӑпах ӑна пула Кассинона аркатнӑ та.
Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи
1943 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗнче Итали капитуляциленӗ, ҫӗнӗрен йӗркеленнӗ Бадольо (итал. Badoglio) правительство юпан 13-мӗшӗнче Германие вӑрҫӑ пуҫлани пирки пӗлтернӗ. Европӑри вӑрҫӑ театрӗн иккӗмӗш фронтӗнче вӑрҫӑна Генрих фон Фитингоф (ним. von Vietinghof) фон ертсе пынӑ нимӗҫсен 10-мӗш ҫарӗн чаҫӗсем ертсе пынӑ. 1943 ҫулӑн вӗҫӗнче нимӗҫсем Рим патне пымалли сӑртлӑ-туллӑ вырӑнсене хӳтӗленме ҫирӗплетнӗ линин тӗп пункчӗ евӗр туса хунӑ.
Тӑва тата пӗрешкел ятлӑ хулана нимӗҫсен командованийӗ «Густав» (ним. Gustav) хӳтӗлев линин тӗп позицийӗ пек пахаланӑ. Вӗсене хирӗҫ Америкӑпа Британи пайӗсем тата Францин экспедици корпусӗн подразделенийӗсем ҫапӑҫнӑ. Ҫӗнӗ Зеланди корпусӗ мал енчен тӳрремӗн тапӑнӑвӗ валли тактика тӗлӗшпе тӑва малтан бомбӑламалла пулнӑ, ҫавӑнпа та 1944 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнче 142 «Вӗҫекен крепоҫпе» 87 ытти самолёт мӑнастиртен ишӗлчӗксем кӑна хӑварнӑ[1]. Ҫав вӑхӑтрах, бомбӑлас умӗн тата ун вӑхӑтӗнче мӑнастирте нимӗҫ салтакӗсем пулни ҫинчен чӑнлӑха палӑртакан нимӗнле сведени те ҫук (Америка командованийӗн ҫапла шухӑш кӑна пулнӑ).
1944 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗччен кунта хаяр ҫапӑҫусем пынӑ, ҫав ҫапӑҫусенче нимӗҫсем тӑшманӑн атакисене темиҫе хутчен те сирсе янӑ. 20 пин ытла нимӗҫ салтакӗпе офицерӗ тата Гитлера хирӗҫҫисен коалицин 50 пине яхӑн салтакӗ пуҫ хунӑ, американсемпе британсен авиацийӗ мӑнастире тӗппипе аркатса тӑкнӑ пулнӑ. Монтекассино патӗнчи ҫапӑҫусенче Владислав Андерс генерал ертсе пыракан поляксен 2-мӗш корпусӗ хӑюлӑхпа тата харсӑрлӑхпа палӑрнӑ.
Ҫапӑҫусенче Монтекассино аббатлӑхне, Нурсири Бенедикт анӑҫри мӑнахсен канонӗсене йӗркеленӗ ҫӗре, тӗппипех аркатнӑ (ҫакӑ асӑннӑ мӑнастире пӗрремӗш хут аркатни пулман, унсӑр пуҫне, сарацинсем аркатнӑ хыҫҫӑн ӑна сахалтан та икӗ хут тӑшман туртса илнӗ, ҫав шутра пӗр хутӗнче ун ҫине Наполеон ҫарӗ тапӑннӑ). Ҫапӑҫусем пуҫланиччен Юлиус Шлегель нимӗҫ генерал-полковникӗ мӑнастир библиотекине (1200 яхӑн документпа кӗнекерен тӑракан, вӗсен шутне Цицерон, Гораций, Вергилий тата Сенека манускрипчӗсем те кӗреҫҫӗ) тата ытти ӳнер пуянлӑхне (ҫав шутра Тициан, Тинторетто, Гирторетто тата Леонардо на Винчи ӗҫӗсене), ҫак пӗтӗм пуянлӑх пӗтесрен пӑшӑрханса, эвакуациленӗ.
Мӑнастире вӑрҫӑ хыҫҫӑн Италин патшалӑх укҫипе юсаса ҫӗнетнӗ те 1964 ҫулта ҫеҫ ӑна тепӗр хут сӑвапланӑ.
Хальхи вӑхӑтри тӑрӑмӗ
Монтекассино — Сӑваплӑ Престола пӑхӑнса тӑракан территори аббатлӑхӗн тӑрӑмӗллӗ Бенедикт мӑнастӑрӗ. Унӑн юрисдикцине 53 прихут кӗрет, анчах та 2014 ҫулта Франциск папа кӑларнӑ motu proprio тӑрӑх вӗсене пурне те Сора-Кассино-Аквино-Понтекорво епархине куҫарнӑ.
Монтекассинона Гарвард профессорӗ Герберт Блох тӗпчет[2].
Ӑнлантарусем
- ^ Christian Centner Chronik. Zweiter Weltkrieg. Otus Verlag AG, St.Gallen, 2007 ISBN 978-3-907200-56-8
- ^ Herbert Bloch (obituary) | Christopher P Jones — Academia.edu
Каҫӑсем
![]() |
Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Монтекассино статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |
|