Мӑн Шито
Мӑн Шито | |
---|---|
выр. Большое Шито | |
Характеристика | |
Тăршшĕ | 17 км |
Бассейн лаптăкĕ | 140 км² |
Шыв системи | Вӗтле → Атӑл → Каспи тинӗсӗ |
Шыв юххи | |
Шыв пуçламăшĕ | Юрино районӗнчи Юркино ялӗнчен ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнелле шурлӑхлӑ вӑрманта |
Шыв вăрри | Рутка |
• Вырнаçу | Вӗтле юханшывӑн сулахай ҫыранӗпе вӑрринчен 42 ҫухрӑмра |
Вырнаçни | |
![]() | |
Патшалăх | ![]() |
Регион | Мари Эл, Туҫи Мари районӗ, Юрино районӗ |
РПШР | 08010400212110000043861[2] |
Мӑн Шито — Раҫҫейри юханшыв. Мари Эл Республикинчи Туҫи Мари тата Юрино районӗсенче вырнаҫнӑ. Юханшыв Вӗтле юханшыва ун вӑрринчен сулахай ҫыранӗпе 42 ҫухрӑмра юхса кӗрет. Юханшыв тӑршшӗ 17 ҫухрӑм, шыв пухакан бассейнӗ — 140 тӑваткал ҫухрӑм.
Юханшыв пуҫламӑшӗ Юрино районӗнчи Юркино ялӗнчен ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнелле шурлӑхлӑ вӑрманта вырнаҫнӑ. Малтанхи пӗр ҫухрӑм тӑршшӗ Туҫи Мари районӗнче, ытти пайӗ Юрино районӗн ҫӗрӗпе юхать.
Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнелле ҫынсем пурӑнман шурлӑхлӑ вӑрмансем тӑрӑх юхать. Аялти юхӑмӗнче Икса ялӗ вырнаҫнӑ. Вӗтле юханшыв Шупашкар шыв усравне юхса кӗрес умӗн темиҫе турата пайланса каять, ҫав туратсенчен пӗрне Мӑн Шито юхса кӗрет.
Ячӗ
Гидроним ячӗ урал чӗлхисенчен кӗнӗ: кет. шет «юханшыв», ненец. сё «юханшыв»[3] [4].
Шыв хуҫалӑх реестрӗнчен
Раҫҫей патшалӑх шыв реестрӗнче ҫырни тӑрӑх Тури Атӑл бассейн округне кӗрет.
Патшалӑх шыв реестрӗнчи шыв объекчӗн кочӗ — 08010400212110000043861[5].
Ӑнлантарусем
- ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 10. Верхне-Волжский район / под ред. В. П. Шабан. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 528 с.
- ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 10. Верхне-Волжский район / под ред. В. П. Шабан. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 528 с.
- ^ https://dict.fu-lab.ru/term?tid=278106
- ^ https://dict.fu-lab.ru/term?tid=278108
- ^ https://textual.ru/gvr/index.php?card=176845&bo=0&rb=0&subb=0&hep=0&wot=0&name=%C1%EE%EB%FC%F8%EE%E5%20%F8%E8%F2%EE&loc=