Нарӑс, 16
Уявсем
Пулса иртнĕ
- 1571 — Хаяр Иван Раççейри пĕрремĕш çар уставне çирĕплетнĕ
- 1904 — икĕ эрне пынă пăр тыткăнĕнчен «Дискавери» (капăрл.) тĕпчев карапне хăтарнă
- 1918 — Литва Тарибĕ пĕр сасăллă Литва ирĕклĕхĕн актне йышăннă
- 1923 — Говард Картер Тутанхамон фараонăн тупăкне уçнă
- 1934 — Австрири граждан вăрçи
- 1957 — СССРта «Шыва путакансене çăлнăшăн» медале çирĕплетнĕ
- 1999 — Ташкентри сирпĕнӳсем
- 2005 — Киото протоколĕ вăя кĕрет
- 2006 — Грецири Стримонас хули патĕнче пассажир пуйăсĕ грузовикпа çапăннă. Икĕ çын вилнĕ, 30 аманнă. Çапăннă хыççăн пуйăсăн пур вагонĕ те рельсăран тухса кайнă.
- 2006 — Раççейре терроризмпа кĕрешекен коммитета туса хурасси çинчен алă пунă.
Ҫуралнӑ
- 1970 — Лукиянов Викентий Анатольевич, художник.
- 1971 — Алёшев Николай Анатольевич, спортсмен.
- 1992 — Сара Тониг, нимӗҫ кинопа театр актриси.
Вилнĕ
- 2006 — Цыганков Геннадий Дмитриевич, паллă совет хоккеисчĕ.
- 2006 — Бетулинская Анна Юрьевна, кĕвĕç.
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |