Негода Наталья Игоревна
Наталья Игоревна Негода (ҫур. 1963 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ, Мускав) — совет, Раҫҫей тата американ театрпа кино актриси. 1988 ҫулхи «Маленькая Вера» совет фильмӗнче тӗп роле сӑнарланӑ хыҫҫӑн паллӑ пулса кайнӑ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1963 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗнче Мускавра Тамара Павлюченко режиссёр тата Мускаври Ҫамрӑксен театрӗн Игорь Негода актёр ҫемьинче ҫуралнӑ.
1986 ҫулта МХАТ шкул-студинче(выр.)чăв. (Олег Ефремов ӑсталӑх лаҫҫи) вӗренсе тухнӑ. 1986—1988 ҫулсенче Мускаври Ҫамрӑксен театрӗнче(выр.)чăв. вылянӑ.
1987 ҫулта Юрий Кара(выр.)чăв. фильмӗнче кинора пуҫласа ӳкерӗннӗ, «Завтра была война» фильмра 9-мӗш классра вӗренекен Зина сӑнарне калӑпланӑ.
1988 ҫулта Наталья Негода 27 ҫулхи Василий Пичул(выр.)чăв. режиссёрӑн «Маленькая Вера» фильмӗнче ӳкерӗннӗ. Экранизацире Натальйӑна паллӑ тунӑ эротика сцени пур. Фильм 1980-мӗш ҫулсен вӗҫӗнчи кинори чи ҫутӑ пулӑмсенчен пӗри пулса тӑнӑ. «Советский экран» журнал ыйтӑмӗпе Наталья Негодана 1988 ҫулхи чи чи лайӑх актриса тесе йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех 1988 ҫулхи чи лайӑх актриса номинацире «Ника» киноакадеми премине, 1990 ҫулхи Боготари Пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте хӗрарӑм рольне чи лайӑх вылянӑшӑн, 1989 ҫулхи Женевӑри Пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте«Чи лайӑх актриса» номинацире пӗрремӗш парнесене тивӗҫнӗ.
Фильм тӗнчери фестивальсенче нумай награда илнӗ: 1988 ҫулхи Чикагӑри кинофестивальте чи лайӑх фильмшӑн Гран-при, 1988 ҫулхи Монреальти кинофестивалӗн жюрин ятарлӑ пысӑк призне, 1988 ҫулхи Венеци кинофестивалӗн ФИПРЕССИ премине, 1989 ҫулхи Трояри Пӗтӗм тӗнчери кинофестивалӗн «Сенкер ҫыран» парнине, 1989 ҫулхи Анжери Тӗнчери кинофестивальте чи лайӑх тулли метражлӑ фильмшӑн Гран-прие тата ытти те.
Фильм тухнӑ хыҫҫӑн актриса секс-символ пулса тӑнӑ. 1989 ҫулта Наталья Playboy американ журналӗ валли фотосессие хутшӑннӑ, вӑл ҫак эротика кӑларӑмӗн пӗрремӗш совет моделӗ пулса тӑнӑ.
2009 ҫулта Алексей Мизгирёв режиссёрӑн «Бубен, барабан» фильмӗнче провинцири пӗчӗк хулара пурӑнакан 45 ҫулхи библиотекарша ролӗнче ӳкерӗннӗ, уншӑн «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗшӗн» номинацире Раҫҫей киновечӗсемпе кинокритикӗсен гильдийӗн «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» тата «Шурӑ слон» парнисене тивӗҫнӗ.
Харпӑр пурнӑҫ
1990 ҫулсен пуҫламӑшӗнче Наталья Негода АПШ-на тухса кайнӑ, вырӑс эмигрантне качча тухнӑ. АПШ-ра тӑватӑ фильмра ӳкерӗннӗ. 2007 ҫулта Раҫҫее таврӑннӑ, Мускавра пурӑнать. Ача-пӑча ҫук.
Светлана Бахминӑпа «Pussy Riot» ушкӑна хутшӑнакансене тӗрмерен хӑтарассишӗн тӑнӑ.
Кинори рольсем
| Ҫул | Ят | Сӑнар | |
|---|---|---|---|
| 1985 | ф | Этот фантастический мир (11 выпуск «Случай с полковником Дарвином») | секретарша |
| 1987 | ф | Завтра была война | Зина Коваленко |
| 1988 | ф | Автопортрет неизвестного | Вера |
| 1988 | ф | Маленькая Вера | Вера |
| 1989 | ф | В городе Сочи тёмные ночи | Лена |
| 1991 | ф | Назад в СССР | Лена |
| 1992 | ф | Летние товарищи (англ. «The Comrades of Summer») | Таня |
| 1993 | с | Закон и порядок (англ. «Law & Order») | Ирина Купер |
| 1996 | ф | Каждая минута — прощание (англ. — «Every Minute Is Goodbye») | Надя Кристин |
| 2009 | ф | Бубен, барабан | Катя |
| 2018 | ф | Ван Гоги | Таня |
- Документлӑ фильмсене хутшӑнни
- 2003 — «Звучная фамилия Негода», или «Маленькая Вера» 15 лет спустя», реж. Б. Берман, И. Жандарёв
- 2008 — «Легенда „Маленькой Веры“», реж. О. Массарыгин, Н. Ананьева
Ӑнлантарусем
- ^ Internet Movie Database (англ.) — 1990.
- ^ выгрузка данных Freebase — Google.
Каҫӑсем
- Негода Наталья Игоревна(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- Журнал «Сеанс», «В ожидании Негоды» — О фильме «Бубен-Барабан»