Никитина Мария Никандровна

Никитина Мария Никандровна (1930 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ, Арапуҫ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики2015 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ) — Чӑваш АССРӗн ҫутӗҫ министрӗн ҫумӗ пулнӑскер[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Мария Никандровна 1930 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Арапуҫра ҫуралнӑ[1].

Тӑван ялӗнчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула пӗлӳ илнӗ, ун хыҫҫӑн Вӑрмарти вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. 1951 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн биологипе хими факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ[1].

Хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлне Улатӑр районӗнчи Атрать вӑтам шкулӗнче биологипе хими вӗрентекенӗ пек пуҫланӑ. Ачасене ултӑ ҫул хушши вӗрентнӗ хыҫҫӑн ӑна Улатӑрти роно инспекторӗ пулма шанса панӑ. Кайран вӑл республикӑри вӗрентекенсен ӑсталӑхне ӳстерекен институтра ӗҫленӗ, КПСС Чӑваш обкомӗнче ӑслӑлӑхпа вӗренӳ заведенийӗсен инструкторӗ пулнӑ, КПСС ЦК ҫумӗнчи парти шкулӗнче вӗреннӗ. Парти шкулӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн ӑна партин Улатӑрти райком секретарьне лартнӑ[1].

1968 ҫулта Мария Никандровнӑна Чӑваш АССРӗн ҫутӗҫ министрӗн кадрсемпе ӗҫлекен ҫумӗн вырӑнне шанса параҫҫӗ. Ку вырӑнта вӑл 1985 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва тухичченех вӑй хунӑ[1].

2004 ҫулта Чӑваш Республикин Президенчӗ Николай Фёдоров «Чӑваш АССРӗнчи, Чӑваш ССРӗнчи, Чӑваш Республикинчи патшалӑх влаҫ органӗсен ертӳҫисен тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ ҫынсене уйӑхсерен хушма пулӑшу парасси ҫинчен» хушупа килӗшӳллӗн, М. Н. Никитина та патшалӑх пулӑшӑвне тивӗҫнӗ[2].

2015 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ[1].

Хисепӗсем

Вӗренӳ тытӑмӗнче нумай ҫул хушши тӑрӑшнӑ май Мария Никандровна ҫак наградӑсене тивӗҫнӗ[1]:

  • «Хисеп палли» орденӗ;
  • «СССР халӑха ҫутта кӑларас ӗҫӗн отличникӗ» хисеплӗ паллӑ;
  • «Хастар ӗҫленӗшӗн» медаль;
  • ытти медальсем.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Егоров Д.Е., Григорьев Г.Н., Иванов В.Н., Кульева А.Р., Петров А.П., Сапожников В.В., Сидоров Г.С., Степанова З.Н., Чернова Г.П., ыттисем. Светлой памяти Никитиной Марии Никандровны (выр.). Советская Чувашия (11 ҫурлан 2015).
  2. ^ О дополнительном ежемесячном материальном обеспечении лиц, замещавших должности в органах государственной власти Чувашской АССР, Чувашской ССР и Чувашской Республики от 15 июля 2004 - docs.cntd.ru. docs.cntd.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.

Каҫӑсем