Никитин Николай Моисеевич
Никитин Николай Моисеевич (1926 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ, Маньел, Ҫтерлӗ кантонӗ[d], Пушкăрт АССР, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 2008 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ, Маньел, Пушкăрт Республикин Авăркас районĕ, Пушкӑрт Республики, Раҫҫей Федерацийӗ) — Пушкӑрт АССРӗн Авӑркас районӗнчи Мичурин ячӗллӗ колхозри комплекслӑ бригада ертӳҫи, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1926 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче Пушкӑрт АССРӗн Ҫтерлӗ кантонӗнчи (халӗ — Авӑркас районӗ) Маньел ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш. Вӑтам пӗлӳ илнӗ.
1941 ҫулта Меселин вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Авӑркас районӗнчи «Красный Восток» колхоз почтальонӗ пулса вӑй хума тытӑннӑ.
1943 ҫулта Хӗрлӗ Ҫара илнӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, 1948 ҫулччен Тинӗсҫум Енӗн Ворошилов хулинче (халӗ Никольск-Уссурийск хули) 313-мӗш стрелоксен дивизин йышӗнче хӗсметре тӑнӑ.
1948—1952 ҫҫ. — Авӑркас районӗнчи Мичурин ячӗллӗ колхозӑн уй-хир бригадин бригадирӗ ‚ 1952—1953 ҫҫ. Авӑркас районӗнчи уй-хир ӗҫченӗсен ял хуҫалӑх шкулӗнче вӗреннӗ‚ унтан малтанхи ӗҫ вырӑнне таврӑннӑ. 1963 ҫулта председатель ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ, 1965 ҫулта — Пушкӑрт АССР Авӑркас районӗнчи Мичурин ячӗллӗ колхозӑн комплекслӑ бригадин ертӳҫи.
1976—1980 ҫулсенче Н. М. Никитин ертсе пыракан бригада тырӑ туса илмелли плана 130 процент, ҫӗрулми туса илмелли плана тултарнӑ — 121 процент тата сухан-севка 2 хут нумайрах ӳстерсе тултарнӑ. Вуннӑмӗш пилӗкҫуллӑхшӑн тӗштырӑ тухӑҫӗ гектартан 10,8 центнер ӳснӗ, тӑххӑрмӗш пилӗкҫуллӑхпа танлаштарсан тырӑ туса илесси 58 процент ӳснӗ, ҫӗрулми — 24, пахчаҫимӗҫ — 47 процент.
1980 ҫулта 635 гектар лаптӑк ҫинче тӗштырӑсен вӑтам тухӑҫӗ гектартан 34,8 центнерпа танлашнӑ, колхозри вӑтам кӑтартуран 6,8 центнер нумайрах. 69 гектар лаптӑкри ҫӗр улми тухӑҫӗ гектартан 184 центнерпа танлашнӑ, вӑтам кӑтартуран 11 центнер нумайрах, сухан-севок — 30 гектар ҫинче — 65 центнер гектартан, колхозри кӑтартуран 25 центнер нумайрах. Бригадӑпа тырӑ сутассипе вуннӑмӗш пилӗкҫуллӑх планне 162 процент тултарнӑ, ҫӗрулми — 181, сухан-севок — 198 процент. 1980 ҫул планне патшалӑха тырӑ сутассипе 228 процент тултарнӑ, ҫӗр улми — 146, сухан-севок — 180 процент чухлӗ, тырӑ сутас план колхозра 135 процентпа, ҫӗрулми — 133 процентпа, сухан-севок — 145 процентпа танлашнӑ. 1980 ҫул планӗ пӗтӗмӗшле — 161,138 тата 120 процент.
Ял хуҫалӑхне аталантарас тата КПСС Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1981 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Н. М. Никитина 1980 ҫулхи тата вуннӑмӗш пилӗкҫуллӑхӑн тӗш ырӑ туса илессипе хатӗрлес енӗпе социализм обязательствисене пурнӑҫлас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Социализмла Ӗҫ Геройӗн ятне панӑ.
1986 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва кайиччен Мичурин ячӗллӗ колхозра мӑйракаллӑ шултра выльӑх самӑртакан ферма заведующийӗнче ӗҫленӗ.
2008 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче вилнӗ[2].
Хисепӗсем
- «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль (23.02.1981);
- виҫӗ Ленин орденӗ (04.08.1971, 22.12.1976, 23.02.1981);
- Октябрь Революци орденӗ (1973);
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн 2 степенӗ (11.03.1985);
- «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» медаль;
- «Владимир Ильич Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине асӑнса» медаль (1970, ака, 6);
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» (9. 5. 1945)
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 20 ҫул» юбилей медалӗ (1965, ҫу, 7);
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 30 ҫул» юбилей медалӗ;
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтерни хӗрӗх ҫул» юбилей медалӗ;
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗнтерӳ 50 ҫул» юбилей медалӗ;
- «Ӗҫ ветеранӗ» медаль;
- «Совет Ҫарӗпе Флотне 30 ҫул» юбилей медалӗ;
- «СССР Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсене 40 ҫул» юбилей медалӗ;
- «СССР Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсене 50 ҫул» (1967, раштав, 26);
- «СССР Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсене 60 ҫул» (1978, кӑрлач, 28);
- «Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтерни 25 ҫул» паллӑ (1970);
- Пушкӑрт АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп хучӗ (1961).
Ӑнлантарусем
- ^ И. Г. Петров. Никитин Николай Моисеевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Никитин Николай Моисеевич (выр.). Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
Вуламалли
- Ӗҫ паттӑрӗсем / сост. Р. А. Валишин др. . — Уфа: Китап, 2011. — 432 с.: ил. — ISBN 978-5-295-05228-6
- Пушкӑрт энциклопедийӗ. Гл. ред. М. А. Ильгамов тт. 4. Л-О. 2008. — 672 с. ISBN 978-5-88185-068-5. . изд. Пушкӑрт энциклопедийӗ, Ӗпхӳ хули.