Николаева Людмила Васильевна
Николаева Людмила Васильевна (хĕр хушамачĕ Иванова), — чăваш сăвăçи. 1958 çулхи авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршăл ялĕнче çуралнă. 2003 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Пурнăçĕ
Вăрнарти совхоз-техникумĕнче вĕреннĕ. Кайран Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлĕвне ӳçтернĕ. Агроном пулса ĕçленĕ. Ҫӗрпӳ районӗнчи хăмла пахчинче бригадир пулса ĕçленĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 16-мĕш шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Унтах вулавăш-музей библиотекарĕ пулса ĕçленĕ.
Ӗçĕсем
Çак кĕнекесем пичетленсе тухнă:
- «Сывлăм ӳкнĕ каç»
- «Хурăн куççулĕ»
- «Эс килмерĕн».