Николаев Владимир Иванович
Владимир Иванович Николаев (1936 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗ, Шупашкар — 2015 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ, Мускав) — совет тата раççей физикĕ. Физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ, МПУ тава тивĕçлĕ профессорĕ[1][2].
Ашшĕ — Николаев Иван Николаевич.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
В.И. Николаев 1936 çулхи пушăн 29-мĕшĕнче Чăваш АССР тĕп хулинче Шупашкарта çуралнă. Ашшĕ — И.Н. Николаев, РСФСР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ[3]. Владимир Иванович М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗн физика факультетĕнче 1960 çулта вĕренсе тухнă.
1963 çултанпа Физика факультетĕнчи пĕрлехи физика кафедринче ĕçленĕ.
1964çулта «Некоторые применения эффекта Мёссбауэра к исследованию свойств твёрдого тела» темăпа диссертацие хӳтĕлесе физика-математика ăслăхĕсен кандидачĕ степенне тивĕçнĕ.
Тухтăр диссертацине 1979 çулта «Мессбауэровская спектроскопия магнитоупорядоченных систем» темăпа хӳтĕленĕ.
1981 çулта пĕрлехи физика кафедринче профессор пулса тăнă.
30 ăслăх кандидатне тата 3 ăслăх тухтăрне вĕрентсе хатĕрленĕ.
Публикацисем
300 яхăн ăслăх ĕçне раççей тата ютçĕр журналĕсенче пичетленĕ.
- В. И. Николаев, В. С. Русаков. . — Изд-во МГУ. — 223 с.
- В. И. Николаев, В. С. Русаков, И. В. Федоренко. . — {{{1}}} м: Изд-во МГУ. — 108 с. — ISBN 5-211-00636-4.
Хисепӗсем
- Мускав университечĕн тава тивĕçлĕ профессорĕ (2000)
- Халăх çутĕçĕн отличникĕ (1973)
- ССРП çутĕç отличникĕ (1988)
- «Ĕç ветеранĕ» медаль (1989)
- "Çулталăкри вĕрентӳçĕ-2003" (МПУ физика факультечĕ)
- РФ аслă професиллĕ пĕлӳлĕхĕн хисеплĕ ĕçтешĕ (2004).
Вуламалли
- Профессору Владимиру Ивановичу Николаеву — 70 лет!. — Текст : электронный // Физический факультет МГУ им. М. В. Ломоносова : официальный сайт.
2. Симулин, А. М. Николаев Владимир Иванович / А. М. Симулин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 235.
Каçăсем
- Физический факультет МГУ
- Научные работы В. И. Николаева. ИСТИНА МГУ. Пӑхнӑ кун: 2029 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ.