Николаев Иван Николаевич

Иван Николаевич Николаев (1907, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни1993 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ, Шупашкар) — 31.3.1993, Шупашкар, Чăваш Республики) — акушер-гинеколог, сывлăх сыхлассине йĕркелекенĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ[1]

Ывăлĕ — Николаев Владимир Иванович, физик, МПУ тава тивĕçлĕ профессорĕ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1907 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халĕ Чăваш Енĕн Тӑвай районӗ) Вăрманхĕрри ялĕнче çуралса ӳснĕ.

1929 çулта Канашри педагогика техникумĕнче вĕренсе тухнă. 1933 çулта Мускаври 1-мĕш медицина институтĕнче аслă пĕлӳ дипломне тивĕçнĕ.

1933–34 çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă.

1934]–36 çулсенче çар хĕсметĕнчен тухсан, Чăваш АССР сывлăха сыхлакан халăх комиссариатĕнчи медицина пĕлĕвне илес уйрăмне ертсе пынă. 1936-39 çулсенче Чăваш Енри амăш-ачалăхне сыхлакан институтĕнче ординатор, 1939-41 çулсенче гинекологи уйрăмĕн директорĕ пулса ĕçленĕ.

1941-45 çулсенче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшăннă.

1946–48 çулсенче Чăваш АССР Сывлăха сыхлакан министерствăн амăш-ачалăхне сыхлакан методика центрне ертсе пынă.

1949-86 çулсенче Чăваш АССР Республикăн 1-мĕш № сыватмăшĕн клиникин гинекологи уйрăмне ертсе пынă.

Чыслани

Ӑнлантарусем

Каçăсем