Норисигэ Канаи

Норишиге Канаи (яп. 金井 宣茂 Канаи Норисигэ?); (ҫур. 1976 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ, Токио) — япун тухтӑрӗ тата JAXA астронавчӗ.

undefined

Кун-çулĕ

Норишиге Канаи Токио хулинче 1976 ҫулта ҫуралнӑ.

2002 ҫулхи пуш уйӑхӗнче вӗренсе тухнӑ. Медицина тухтӑрӗн степеньне илнӗ (M. D.)

2002-2004 ҫулсенче Хӳтӗлев министерствин Медицина институчӗн госпиталӗн хирурги уйрӑмӗнче ӗҫленӗ. 2004 ҫулта Японин Оминато хулинчи (Japan Self-Defense Force Ominato Hospital) Сил самооборона госпиталӗнче ĕçленĕ. Шыв айӗнчи медицинӑна тӗпченӗ май вӑл космос медицинипе те кӑсӑкланнӑ, мӗншӗн тесен, хӑй каланӑ тӑрӑх, икӗ енӗ те пӗр пекрех.

Шывай медицини специалисчӗн квалификацине (Diving Medical Officer) илнĕ.

Космоса вӗҫме хатӗрленни

Пиллӗкмӗш наборӑн финалисчӗсен шутне иккӗрен виҫҫӗ таран ӳстересси ҫинчен йышӑну тунӑ хыҫҫӑн 2009 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗнче Канайӑна Японири JAXA[1][2] космос агентствин астронавт кандидатне суйласа илнӗ. Ҫавăн пекех набора Кимия Юи тата Такуя Ониси кӗнӗ. 2009 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗнче JAXA штатне йышăннă. JAXA пиллӗкмӗш наборне хутшӑнакан ытти ҫынсемпе пӗрле en НАСА астронавчĕсемпе пӗрле икӗ ҫуллӑх пĕтĕмĕшле космос хатӗрленӗвне Джонсон ячĕллĕ Космос центрне вĕренме янӑ. Хатӗрленӳ шутне ӑслӑлӑхпа техника хатӗрлевӗ, Пӗтӗм тӗнчери космос станцийӗн системине, карап тулашӗнчи ӗҫ-хӗле, робототехникăна интенсивлӑ вӗренни; физиологи хатӗрленӗвӗ, Т-38 самолетпа вӗҫев хатӗрленӗвӗ, шыв ҫинче тата пушӑ вырӑнта чӗрӗ юлма пĕлесси кӗнӗ.

2011 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗнче пӗтӗмӗшле космос хатӗрленӗвӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн МКС астронавчӗн квалификацине илнӗ.

Малашнехи вӗренӗвӗ АПШпа Канадӑра, ҫав шутра Кибопа (пресс релиз JAXA ака 2013), Канадарм2 (MSS) (авӑн, 2013)[3] ӗҫлеме те вĕреннĕ.

2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Атлантика океанĕн тĕпĕнче АПШ-н Aquarius (laboratory) шывай лабораторинче иртнӗ экстремаллӑ тавралӑхра ӗҫсем туса ирттерес енӗпе НАСА миссийӗн икӗ эрнелӗх NEEMO-20 шывай экспериментне хутшӑннӑ [4].

2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче JAXA МКС-54/МКС-55|МКС-54/55 нумай вӑхӑт хушши 6 уйӑхлӑ экспедицин]] пайташне лартасси ҫинчен пӗлтернӗ, унӑн стартне Союз карапӗпе усӑ курса 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче тума планланă; 2016 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа вӗҫеве хатӗрленме тытӑннӑ[5][6].

undefined

2016 кӑрлач уйӑхӗнче Раҫҫейри космонавтсене хатӗрлекен центрта ЦПК ертсе пыракансене тата пӗрле ӗҫлекенсене Скотт Тингл НАСА астронавчĕпе тата Норишиге Канаи ДжАКСА астронавчĕпе паллаштарнӑ[7]. Каярахпа кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче Норисиге Канаи вӑрманлӑ-шурлӑхлӑ вырӑна хӗлле анса ларнӑ хыҫҫӑн ӗҫлес енӗпе автономиллĕ комплекслӑ тренировкӑсем, ҫав шутра Сергей Рязанскин, Норишиге Канаин, Рэндолф Брезникăн МКС-54/55 экипажĕ шутĕнче, тухнă[8][9][10][11]. 2016 ҫулхи ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче 12 космонавт ушкăнĕнче Сергей Рязанский, Рэндолф Брезник тата Норишиге Канаи астронавтсем, МКС-54/55 экипаж йышне кӗрекенскерсем, шыв ҫине анса ларнӑ хыҫҫӑн ĕçлессипе çыхăннă «шывра чӗрӗ юласси» курса вĕренсе тухнă[12][13][14]

2016 ҫулхи юпан 28-мӗшӗнче «РОСКОСМОС» Патшалăх корпорацин ведомствӑсен хушшинчи комиссийӗ 2017 ҫулта иртекен Пӗтӗм тӗнчери космос станцийӗ тӗлне вӑрах экспедицисен (МКС-51/52,5253 /, 5354 /, 54/) тӗп тата дублирующи экипажӗсен йышне ҫирӗплетнӗ. Ҫав шутра МКС-52/53 дублировка экипажне: Мисуркин Александр Александрович, Ванде Хай Марк, Канаи Норишиге; МКС - 54/55 тӗп экипажне: Скворцов Александр Александрович, Скотт Тингл, Канаи Норишиге — ҫирӗплетнӗ. [15].

2017 ҫулхи утӑ уйăхĕн 16-мӗшӗнче Байконура ТПК дублицилекен экипажӗн пайташӗ пулса МС-05 и МКС-52/53 «Союз»: Александр Мисуркин, Марк Ванде Хай тата Норишиге Канаи — ҫитнӗ.[16]

2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче МКС-а вĕçекен 54/55-мĕш вăрăм экспедицин тӗп экипажӗ шутӗнче вӗҫеве хатӗрленнӗ май (Антон Шкаплеров, Cкотт Тингл тата Норишиг Канаи) МКС-ăн раҫҫей сегменчӗн тата «Союз МС» (ТПК) пилотласа тӑракан транспорт карапӗн тренажерӗсем ҫинче авариллӗ лару-тӑру сиксе тухсан экипаж ӗҫӗсем йӗркелес енӗпе хăнăхусем пурнăçланă. [17]

2017 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче Байконура «Союз МС-07» ТПК тӗп экипажӗн тата МКС-54/55 вӑрах экспедицин пайташӗ пулса ҫитнӗ: Антон Шкаплеров, Скотт Тингл тата Норишиге Канаи.[18]

2017 çулхи раштав уйӑхӗнче JAXA МС-07 Союз карапа хӑҫан хута яни ҫинчен каланă пĕлтерÿре Канаи астронавт Ҫӗр ҫине 2018 ҫулхи ака уйӑхӗнче МС-07 Союз караппа таврӑнать тесе пӗлтернӗ.[19]

Раштавӑн 16-мӗшӗнче старт умӗнхи пресс-конференци вӑхӑтӗнче, старта тухиччен пӗр кун маларах, МКС-54/55 экипажӗн миссине тӑсма йышӑнни çинчен пӗлтернӗ — анса лармалли датӑна 2018 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен ҫӗртмен 3-мӗшне куҫарнӑ.[20]

Вӗҫев

2017 ҫулхи декабрӗн 17-мӗшӗнче старт[21][22].

2017 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче «Союз МС-07» транспорт космос карапӗ МКС-па ӑнӑҫлӑ сыпӑннӑ[23][24]. Карап Пӗтӗм тӗнчери космос станцине Антон Шкаплеров Раҫҫей космонавтне, Скотт Тингл америка астронавтне тата Норишиге Канаи яппун астронавтне ҫитернӗ. Ҫавăн пекех экипаж Ҫӗр ҫине 2018 ҫулхи июнӗн 3-мӗшӗнче таврӑнасса кӗтнине пӗлтернĕ[25].

Статистика[26]

# Старт карапӗ Старт, UTC Экспедици Анса лармалли карап Анса ларни, UTC Вĕçев Уҫӑ космоса тухни Уҫӑ космосри вӑхӑт
1 Союз МС-07 17.12.2017, 07:21 Союз МС-07, МКС-54/55 Союз МС-07 03.06.2018, 12:39 168 талăк та 05 сехет те 18 минут 1 5 сехет те 57 минут
168 талăк та 05 сехет те 18 минут 1 5 сехет те 57 минут

Ăнлантарусем

  1. ^ 5-й набор в отряд астронавтов Японии. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
  2. ^ JAXA Selects Additional Astronaut Candidate for ISS Crewmember. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи акан 26-мӗшӗ.
  3. ^ JAXA Astronaut Activity Report. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
  4. ^ ЦПК рассматривает возможность проведения экспериментов, аналогичных NEEMO. ЦПК (4 ҫурлан 2015). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  5. ^ JAXA 金井宣茂宇宙飛行士の 国際宇宙ステーション(ISS)長期滞在搭乗員の任命決定について (яп.). JAXA (26 ҫӗртмен 2015). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.
  6. ^ Astronaut Norishige Kanai Selected as Member of ISS Expedition Crew (англ.). JAXA (26 ҫӗртмен 2015). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ.
  7. ^ В Центре подготовки космонавтов представили астронавта США С. Тингла и астронавта ДжАКСА Н. Канаи. ЦПК (12 кӑрлачӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  8. ^ Второй условный экипаж приступил к тренировке на "выживание". ЦПК (23 кӑрлачӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  9. ^ Второй условный экипаж "выжил" в снегах. ЦПК (25 кӑрлачӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  10. ^ В Центре подготовки космонавтов начались тренировки по зимнему «выживанию». ЦПК (26 кӑрлачӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  11. ^ Продолжение «зимнего выживания» в ЦПК. ЦПК (3 нарӑсӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  12. ^ Экипажи МКС приступили к «водному выживанию». ЦПК (27 ҫӗртмен 2016). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  13. ^ «Водное выживание»-2016: фотохроника. ЦПК (29 ҫӗртмен 2016). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  14. ^ В ЦПК прошли курс водного выживания 12 космонавтов и астронавтов. ЦПК (19 утӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  15. ^ РОСКОСМОС. Утверждены составы экипажей МКС на 2017 год. Роскосмос (28 юпан 2016). Архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 28-мӗшӗ.
  16. ^ РОСКОСМОС. ЭКИПАЖИ ТПК «СОЮЗ МС-05» ПРИБЫЛИ НА БАЙКОНУР. Роскосмос (16 утӑн 2017). Архивланӑ 2017 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
  17. ^ Экипаж МКС-54/55 отработал действия при возникновении аварийных ситуаций. ЦПК (15 ҫурлан 2017). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  18. ^ РОСКОСМОС. ЭКИПАЖИ ТПК «СОЮЗ МС-07» ПРИБЫЛИ НА БАЙКОНУР. Роскосмос (4 раштавӑн 2017). Архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
  19. ^ New Launch Date and Time of Soyuz Spacecraft (53S/MS-07) with Astronaut Norishige Kanai aboard for ISS Expedition 54/55 Long Stay Mission (англ.). JAXA (7 раштавӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  20. ^ За день до старта: заседание Государственной комиссии и пресс-конференция экипажей МКС-54/55 на Байконуре. ЦПК (16 раштавӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи акан 2-мӗшӗ.
  21. ^ РОСКОСМОС. РН «СОЮЗ-ФГ» С ТПК «СОЮЗ МС-07» УСПЕШНО СТАРТОВАЛА С КОСМОДРОМА БАЙКОНУР. Роскосмос (17 раштавӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ.
  22. ^ РН «Союз-ФГ» c ТПК «Союз МС-07» успешно стартовала с космодрома Байконур. РКК Энергия (17 раштавӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи акан 2-мӗшӗ.
  23. ^ Союз МС-07. Центр управления полётами. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ.
  24. ^ Космический корабль «Союз МС-07» пристыкован к МКС. РКК Энергия (19 раштавӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи акан 2-мӗшӗ.
  25. ^ Astronaut Kanai Starts the International Space Station (ISS) Expedition Mission (англ.). JAXA (19 раштавӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  26. ^ Statistics - Kanai Norishige (англ.). spacefacts.de. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ.