Октябрь кунĕсенче

«Октябрь кунĕсенче» (выр. В дни октября) — «Ленфильм» киностудинче 1958 çулта Сергей Васильев режиссёр ӳнерленĕ совет сăрăллă истори-революци илемлĕ фильм.

Сюжет

1917 çулхи кĕркунне Петрограда вăрттăн Ленин таврăнать те Фофанова конспираци хваттерĕнче чарăнать. Нева çинче буржуази «нимĕç шпионĕсене» хурлать, Мари керменĕнче американ журналисчĕ Джон Рид Умпарламенĕн тата Вăхăтлă правительстăн ертӳçисене (Лианозов, Алексеев, Авксентьев, Гоц, Керенский) Раççей шăпи пирки ыйтса пĕлет. Вĕсем хăйсен позицисем çирĕппине ăнлантараççĕ. Çав вăхăтрах хула хĕрринчи ĕçтеш районĕсенче хĕрлĕ гвардейсемпе салтаксем «вăхăтлисене» çапса антарма хатĕрленеççĕ.

Совет кинематографĕнче пĕрремĕш хут РСДРП ТК ларăвĕнче пăлхав пирки Троцкий («Манăн шухăш Ленин шухăшĕпе пĕрех, влаçа алла илмеллех»), Зиновьев, Каменев, Урицкий, çамрăк Сталин хыттăн тавлашнине кăтартнă.

Пултарулăх ушкăнĕ

Тепĕр хут кăтартма фильма «Мосфильм» киностудире 1968 çулта хатĕрленĕ.

  • Режиссёр — Дарья Шпиркан
  • Сасă операторĕ — Леонид Воскальчук
  • Редактор — Игнатий Ростовцев

Рольсенче

Эпизодсенче

Каçăсем